Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвне патшалӑх татса пама тӑрӑшать пулин те хальлӗхе официаллӑ статистикӑпа республикӑра 5 253 ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупайман-ха. Пӗлтӗрхи ҫулсемпе танлаштарсан паянхи лару-тӑру иртнӗ ҫулхи кӑтартусенчен самай лайӑхрах. Уйрӑмах Муркаш (ӗҫлеме пултаракан халӑхран 0,24%), Тӑвай (0,33%) тата Ҫӗрпӳ (0,30%) районӗсенче ӗҫсӗрлӗх кӑтартӑвӗ чи пӗчӗк шайра вара.
Ӗҫсӗр ларакан ҫынсен шучӗ 1 процентран та сахал пулни тӗрӗсех мар пулӗ — ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсене ҫӳремен ҫынсен йышӗ те паянхи пурнӑҫра пӗчӗк мар.
Чӑваш Республикинче организацийӗсенче ҫурма ставкӑпа ӗҫлекенсен шучӗ — 438 ҫын.
Ӗҫ ҫук тени те тӗрӗсех мар пуль — паянхи кун 2 359 предприятипе организаци хӑйсене валли ҫынсем шыраҫҫӗ.