Нарӑсан 16-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче В.В. Николаев академик ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв иртрӗ. Ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культура фончӗ (ертӳҫи — ист. Ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ В.П. Иванов) йӗркеленӗ. Астӑватӑр пулӗ, ҫулталӑк ҫурӑ каялла Василий Васильевич пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. В.В. Николаев — Пушкӑртра ҫуралнӑ чӑваш, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, 30 ытла изобретени, 70 ытла ӑслӑлӑх ӗҫ авторӗ, академик, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ. Икӗ хутчен Чӑваш Республикин патшалӑх премине, ҫавӑн пекех Ӑренпур хулин хисеплӗ гражданинӗ ятне тивӗҫнӗ. Чылай хушӑ (1989 ҫултанпа) «Оренбурггазпром» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пулса ӗҫлерӗ вӑл. 90-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчен пуҫласа чӑваш халӑхӑн историйӗпе культурине тӗпчес ӗҫе хастаррӑн хутшӑнчӗ — 10 кӗнеке кӑларчӗ. Вӗсенчен паллӑраххисем: «Чӑваш тумтирӗ: аваллӑхран паянлӑха» (Шупашкар-Ӗренпур-Мускав, 2003), «Чуваши: этническая история и традиционная культура» (Мускав, 2000), «История предков чувашей» (шел пулин те 7 кӗнекерен тӑракан ӗҫе вӗҫне ҫитереймерӗ, 3 кӗнеке ҫеҫ кӑларма ӗлкерчӗ), тата ыт. | ||
2011 ҫулта тӗнче шайӗнчи ҫурмамарафон ӑмӑртӑвӗ Шупашкарта иртме пултарать. Нумай пулмасть Чӑваш Ен спорт Министерствине Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен пӗрлешӗвӗнчен (ИААФ) ҫак ӑмӑртӑва ирттерме вырӑн илмешкӗн ирттерекен тендера хутшӑнма сӗнекен хут килнӗ. Ҫурма марафон ӑмӑртӑвӗн тӗнче чемпионачӗ кашни ҫул юпа уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче иртет. Кашни ӑмӑртӑва 60 патшалӑхри 250 яхӑн паллӑ фарафонҫӑсемпе стайерсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫак спорт ӑмӑртӑвӗ Рио-де-жанейро (Бразили) хулинче иртнӗ, кӑҫал вара Британири Бирменгемра пулӗ. Ӑна курас текенсем юпан 11-мӗшӗ тӗлне ҫитмелле. Ҫурмамарафонӑн тӗнче чемпионатне ӑҫта ирттересси пирки ИААФ кӑҫал чӳк уйӑхӗнче пӗлтерӗ. Вӑл вӑхӑтчен пирӗн министрсем хутсене пухса ҫитерӗҫ те пулӗ. Шупашкара суйлама та пултараҫҫӗ — Пирӗн Республикӑн тӗп хулинче тӗнче шайӗнчи мероприятисем пӗрре кӑна мар иртнӗ! Тата ҫак спортра хӑйсене ӑнӑҫлӑ кӑтартакан спортсменсем те пирӗн респуликӑра чылай — Валентина Егорова, Светлана Захарова, Людмила Петрова, Лидия Григорьева, Алина Иванова, Сильвия Скворцова, тата ыт. | ||
Шупашкар районӗнче кашни ҫулах технологипе олимпиадӑсем иртеҫҫӗ — шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ. Уйрӑмах Кӳкӗҫри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкул ачисем пултаруллӑ — ялан тенӗ пекех пӗрремӗш вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Паллах, ку вӗрентекенӗнчен те килет — Востриков Н.А. вара хӑй ӗҫне лайӑх пӗлет. Ак кӑҫалхи олимпиадӑра та пӗрремӗш вырӑна ун вӗренекенӗ Павлов Руслан йышӑнчӗ. 9-мӗш класра пӗлӳ пухакан ача алӑкум (прихожий) валли ӑсталанӑ «Чӑваш хӑмли» ятлӑ тӗкӗре конкурса тӑратнӑ пулнӑ. Ун ӗҫӗ чӑнах та питӗ чаплӑ — пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ! Халӗ ӗнтӗ Русланӑн Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑна хатӗрленмелле — ӑнӑҫу сунатпӑр!
| ||
Тутар эстрада юррисен «Урмай моны» фестивалӗ ҫултан ҫул куракансене килӗшсех пырать. Кӑҫал вӑл нарӑсӑн 20-22-мӗшӗсенче Шупашкар-Урмай-Чӗмпӗр маршрутпа иртӗ. Ҫавӑн пекех унта ҫӗнӗлӗх те пулӗ — тутарла юрӑҫисемпе пӗрле чӑваш эстрада юрӑҫисем те тупӑшӗҫ. Пӗрремӗш тур пуҫланчӗ те ӗнтӗ — унта конкурса хутшӑнма пултаракансене суйлӗҫ. Иккӗмӗш тур Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче нарӑсӑн 20-мӗшӗнче иртӗ. Тепӗр кун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Урмайра, фестиваль ҫуралнӑ вырӑнта, конкурса пӗтӗмлетӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне вара ҫӗнтерӳҫӗсемпе хӑнасем Чӗмпӗрте концерт кӑтартӗҫ.
| ||
Ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Юрий Иванович Ксенофонтов скульптурисен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художник ҫуралнӑранпа 60 ҫул (пушӑн 15-мӗшӗнче палӑртӗҫ) ҫитнӗ вӑхӑта халалланӑ. Курава музей директорӗ Геннадий Козлов уҫрӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх куравра ӑстаҫӑн, тӑванӗсен, юлташӗсен тата вӗренекенӗсен ӗҫӗсене курма май пур, пурӗ 70 ӗҫ ытла. Вӗсенчен 35-ӗшӗ музей пурлӑхӗ шутланать. Культура министерствин ӳнерпе вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Алексеева Юрий Иванович чӑваш культуришӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ксенофонтов — ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш шӗпсутҫӑ (скульптор). Ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман пулин те вӑл чӑвашлӑхра самай тарӑн йӗр хӑварнӑ — чӑваш скульптурин шкулне йӗркелекенни шутланать. Вӗренекенӗсем та унӑн нумай — сӑмахран, Владимир Нагорнов.
| ||
Юрату кунӗӖнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче Сӑваплӑ Валентин кунне халалланӑ уяв иртрӗ. Чи малтанах вӗренекенсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Пӗр-пӗрне саламласа янӑ «Валентинкӑсем» хуҫисене тупрӗҫ. Факультет ӗҫтешне Валентин Абрамова вӗренекенсем саламласа «чӗре» парнелерӗҫ. Хаваслӑ уяв вӑхӑтӗнче вӗрентекенсемпе студентсем тӗрлӗ вӑйӑсенче хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Конкурссенче палӑрнисене салам хучӗсем, пылак ҫимӗҫ парса хавхалантарчӗҫ. Уявра чи маттурри 11-07 ушкӑн студентки Миронова Алевтина пулчӗ. Малалла уява культура керменӗнчи хаваслӑ концерт тӑсрӗ. | ||
Паян, нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районне СССР халӑх артисчӗ Андрей Яковлевич Эшпай килсе кайӗ. Паллӑ кӗвӗҫӗ районти «Раҫҫей йӗлтӗрӗ» ӑмӑртӑва уҫма хутшӑнӗ. Ҫавӑн пекех Андрей Яковлевича Сӗнтӗрвӑрринчи пӗрремӗш гимназире кӗтеҫҫӗ. Ку гимнази уншӑн питӗ паха — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче шӑп та лӑп ҫакӑнта вӗренме тивнӗ. Эшпай гимнази вӗрентекенӗсемпе тата унта ӑс пухакан ачасемпе, вырӑнти культура ӗҫченӗсемпе тӗл пулӗ. Андрей Эшпай Сӗнтӗрвӗррине пӗрремӗш хут килмест ӗнтӗ. Сӗнтӗрвӑрри уншӑн иккӗмӗш кил вырӑнне — кунта унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑх ҫулӗсем иртнӗ, кунтанах вӑл хӑй ирӗкӗпе фронта кайнӑ. Эшпай Андрей Яковлевич — СССР халӑх артисчӗ, СССР Патшалӑх премийӗн лауриачӗ. Унӑн чи паллӑ юрри — «Сережка с Малой Бронной». Ҫавӑн пекех хор, кӗвӗ инструменчӗсем валли ҫырнӑ хайлавсем чылай. Эшпай кинофильмсемпе театрсем валли ҫырнӑ юрӑсемпе кӗвӗсемпе паллӑ. Балет та, кантата та пур ун пултарулӑхӗнче. Пӗлтӗр ӑна «Чӑваш Республики умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. | ||
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче паян Алексей Коккелӗн реставрациленӗ «Чайная» картинин кӑтартмӑшӗ (презентацийӗ) иртӗ. Ку ӳкерчӗк художникӑн чи паллисенчен пӗри шутланать. Ӳкерӳҫӗ ӑна 1912 ҫулта диплом ӗҫӗ евӗр хатӗрленӗ пулнӑ. Хаклавҫӑсем лайӑх йышӑннине кура пулӗ Раҫҫей Империйӗн ӳнер Академийӗ ӑна туяннӑ. 1913, 1914 ҫулсенче ку ӳкерчӗк Мюнхена, Венецине ҫитсе курнӑ, унти тӗнче шайӗнчи куравсене хутшӑннӑ. Ӳкерчӗке куравсенче чи чаплӑ вырӑс художникӗсен ӗҫӗ пек кӑтартнӑ пулнӑ. 1930-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче ӳкерчӗке Ленинградран Саратоври ӳнер музейне куҫарнӑ. Кайран вӑл Вольск таврапӗлӳ мезейне ҫитнӗ. 1980-мӗш ҫулта вара, шӑп та лӑп Алексей Кокель ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле, ӑна Петров-Водкинӑн «У окна» ӳкерчӗкӗпе улӑштарнӑ. Ҫапла май Алексей Кокель картини Чӑваш ҫӗрне ҫитнӗ. Реставрацилекеме Харьковри ӳнерпе дизайн патшалӑх академийӗн Марина Коряковцевӑпа Елена Панченко пулӑшрӗҫ. Ку вӑл Харьковри аслӑ шкулпа Чӑваш патшалӑх университечӗ хушшинчи тачӑ ҫыхӑнусем пуррине пула пурнӑҫланчӗ. | ||
Павлова Мария Павловна 1914 ҫулта Шаккӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑван колхозра иртнӗ. Тӑрӑшса ӗҫленине кура ӑна «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи хӗрӳ ӗҫшӗн» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсемпе чысланӑ. Хальхи вӑхӑтра Мария Павловна ывӑлӗн ҫемьинче пурӑнать. Паян, 95 ҫул тултарнӑ май, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫынсем пухӑнчӗҫ. Республикӑпа район представителӗсем, Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн яваплӑ ҫынни те пулчӗ — вӗсем ӑшӑ сӑмахсем каласа парнесем пачӗҫ. | ||
Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче Канашри педагогика колледжӗнче «Нарспи» поэма 100 ҫул ҫитнине халалласа илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Вилӗмсӗр хайлавӑн сыпӑкӗсене вӗренекенсем чӑвашла, вырӑсла, тутарла, нимӗҫле, акӑлчанла вуларӗҫ. «Хунав» литература пӗрлешӗвӗн членӗсем «Ҫӑл куҫ патӗнче», «Атте-анне» сыпӑксем тӑрӑх инсценировка хатӗрленӗ. «Чи лайӑх вулакан» номинацие Михайлов Анатолийпе (1 курс, физкультура уйрӑмӗ) Елифанова Людмила (4 курс, шкул уйрӑмӗ) ҫӗнсе илчӗҫ. Конкурса йӗркелекенӗ — «Хунав» литература пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Васильева О.Л. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |