Паян Ҫимӗк эрни пуҫланчӗ. Ытларах пайӗпе Ҫимӗке хальхи вӑхӑтра шӑматкунпа вырсарникун ирттереҫҫӗ пулин те, кӗҫнерникун пухӑнакан вырӑнсем те республикӑра сахал мар. Ку уйрӑмах кивӗ ҫӑва-масарсенче анлӑ сарӑлнӑ.
Ҫимӗк — ӗлӗкхи чӑваш уявӗ. Ҫимӗк вӑл савӑнӑҫ, ҫамрӑклӑх, юрату уявӗ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра халӑх ваттисене асӑнма ҫеҫ ҫӳрет пулсан ӗлӗкрех вара ку уявра халӑх савӑннӑ, юрланӑ — ешерекен, чечекленекен ҫанталӑкпа киленнӗ. Леш тӗнчене ӑсаннисем те чӗррисем патне ҫак кун килнӗ пулать — ҫавӑнпа та вӗсене апат-ҫимӗҫпе сӑйлас йӑла халӗ те упранса юлнӑ ӗнтӗ (православи тӗнӗ ӑна «родительская суббота» тума тӑрӑшать пулин те). Ҫимӗк кун хальхи вӑхӑтра ирхине мунча хутса кӗреҫҫӗ — ҫитмӗл те ҫичӗ курӑк шывӗпе ҫӑвӑнаҫҫӗ (пирӗн тӑрӑхра — ҫичӗ курӑк шывӗпе). Курӑкне татаймасан та милӗкне те пулин ҫӗннине кайса хуҫса килеҫҫӗ.