![]() Утӑн 7-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Куснарти культура центрӗнче Ольга Ырсем актриса ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа ятарлӑ пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Шкул ачисем Ольга Ивановна вылянӑ спектакльсенчи пайсене вуласа пачӗҫ, ялта пуранакан Д. Молтушкин вара актриса унӑн асӗнче юлнӑ самантсем пирки каласа пачӗ. Пултарулӑх каҫӗ вӗҫленнӗ май Ольга Ивановна Ырсем ҫуралса ӳснӗ кил умӗнче ларакан асӑм чулӗ умне чечексем хучӗҫ. Ырсем Ольга Ивановна 1892 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ҫак ялта ҫуралнӑ. Чӑваш халӑх артистки, РСФСР тава тивӗҫлӗ актриси ятсене тивӗҫнӗ. Театр сцени ҫине тухиччен Ольга Ивановна ялта ачасене вӗрентнӗ, кайран Хусанти педагогика институтӗнче вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ҫӗр ытла сӑнара вылянӑ. Куракансене вӑл Нарспи (1922), Пинерпи (1927), Анисса (1943), Анюк («Энтип», 1949), Пелегея («Кукушка все кукует», 1974) сӑнарсенче яланах асра юлнӑ. Сцена ҫинчен Ольга Ивановна 1978 ҫулччен кайман. 1979 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче вӑл пирентен уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паянтан пуҫласа тетелти «СУМ» лавккари кашни тавар пирки эсир хӑварӑн шухӑшӑра хушма пултаратӑр. Шухӑша кӗртнӗ май эсир тавара хак пама, ӑна сӗнме пултаратӑр. Ҫапла май, сирӗн шухӑшӑрсене шута илнӗ май тавара пӑхакан тен ӑна туянма та шутлӗ. Комментари, е шухӑш хушасси тетелти чылай лавккан пур, халӗ унашкал хатӗр «СУМ»-ӑн та ӗҫле пуҫларӗ. Кӗскен: «СУМ» лавккара эсир терлӗ кӗнекесем (200 яхӑн), DVD (100 ытла!) тата CD дисксем туянма пултаратӑр. Ҫӗнӗ таварсем шутӗнче: «Нараста юмахӗсем» (200 тенкӗ), «Повествование о чувашах» (2-мӗш кӑларӑм, 132 тенкӗ), Н.И.Ашмаринӑн «Болгары и чуваши» (135 тенкӗ), Юхма Мишшин «Реют знамена Волжской Болгарии» (400 тенкӗ, 2 историллӗ романӑн вырӑсла куҫӑрӑвӗ). |
![]() Тӑвайри спорт комплексӗ Тӑвай районӗн администрацийӗнчи тунтикунхи планеркӑра иртнӗ эрнери ӗҫсене пӗтӗмлетсе умра тӑракан тӗллевсене палӑртнӑ. Выльӑх апачӗ хатӗрлес, кӗр тыррисем акма хатӗрленес ӗҫсемпе АПК аталанӑвӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗ В.Ванерке паллаштарнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне районти хуҫалӑхсем 3350 тонна утӑ, 4300 тн сенаж хывса ӗлкӗрнӗ. Е апат единици ҫине куҫарсан 27 975 цн чухлӗ. Ҫакӑ кашни условнӑй выльӑх пуҫне 10,91 цн тивет (республикӑри вӑтам кӑтарту — 9,05 цн). Вӗренӳ учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Тӗмер, Пуянкасси, Нӑрваш шкулӗсенче вӗсем ӑнӑҫлӑ пыраҫҫӗ, ҫак кунсенчех Чутейпе Йӑнтӑрчӑ шкулӗсем тытӑнаҫҫӗ. Шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлес ӗҫсем ҫинчен вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ В.Шакров каласа кӑтартнӑ. Финанс пайӗн начальникӗ А.Сергеев районӑн пӗтӗмӗшле бюджечӗ I ҫурҫулта мӗнле пурнӑҫланса пыни ҫинче (малтанлӑх пӗтӗмлетӳсем) чарӑнса тӑнӑ. Тупӑшсем енӗпе хыснана 113 457 пин (ҫулталӑкра пырса кӗмеллин 51,6 проценчӗ) тенкӗ пырса кӗнӗ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртинчен — 37,6 процент ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян, утӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Элтӗперӗ Михаил Игнатьев Хушу пусса Сергей Владимирович Мельникова Чӑваш Республикин вӑй-хал культури, спорт тата туризм министрӗ вырӑнне лартрӗ. Сергей Владимирович 2008 ҫулхи аван уйӑхӗнчен министерствӑра ӗҫлет — малтан министр ҫумӗ пулнӑ, кайран — министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа вӑхӑтлӑх Чӑваш Республикин вӑй-хал культури, спорт тата туризм министрӗн ӗҫне туса пырсаччӗ. Министрествӑна лекиччен Сергей Мельников Ҫӗмӗрлери ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче вӑй хунӑччӗ — вӑй-хал культурине вӗрентнӗ, тренер-преподаватель пулнӑ, директор ҫумӗн вырӑнӗнче тӑрмашнӑ. Хушӑва алӑ пуснӑ май Михаил Игнатьев Сергей Владимировичӑн малтанхи ӗҫ вырӑнӗ пирки те сӑмах каларӗ — республикӑн спорт политикинче ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗсене аталантарасси малта пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Сергей Мельников ку ӗҫпе ӗслени ҫак тӗллеве ҫӑмӑлрах пулнӑҫлама пулӑшӗ тесе палӑртрӗ Элтепӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Г. Тафаев сӑнӗ Ҫӗртмен 30-мӗшӗнче Тенеяльне (Тӑвай районӗ) пысӑк хӑнасем килсе кайрӗҫ. Ялти тӗне кӗмен чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллашма Пӑлхар ҫӗршывӗнчи София хулинчи паллӑ ӑсчахсем кӑмӑл тунӑ: Ружа Нейкова профессор, Болгари ӑслӑлӑх академийӗн этнографӗсем Иво Леонкев тата Славян Стоилов. Вӗсемпе пӗрле ЧПУ профессорӗ, истори наукисен докторӗ Геннадий Ильич Тафаев, Атӑлҫи Пӑлхар обществӑлла фондӑн учредителӗ Юрий Витальевич Дадюков, фондӑн яваплӑ секретарӗ Анатолий Павлов пулчӗҫ. Ялти клуб умӗнче хӑнасене чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ҫамрӑксем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, чӑваш сӑрипе сӑйларӗҫ. Ял-йыш та нумай пуҫтарӑннӑ. Пӑлхар хӑнисем хӑйсемпе тата вӗсем мӗнле тӗллевпе килнипе паллаштарчӗҫ. Г.И.Тафаев профессор Атӑлҫи пӑлхар чӑвашӗсем ҫинчен питӗ инстереслӗ те ӑнланмалла каласа пачӗ. Ружа Нейкова профессор пӑлхар халӑхӗпе чӑваш халӑхӗ хушшинчи пӗрпеклӗхсене палӑртрӗ, йӑла-йӗркесен, кӗпе-тумтир ҫинчи эрешсен, пуҫа тӑхӑнмалли тухьян, хушпун пӗрпеклӗхӗ ҫинчен ӑнлантарчӗ. Хӑнасем Тенеялӗнчи чӑвашсен авалхи юрри-ташшипе интересленчӗҫ, уявсене мӗнле ирттерни пирки ыйтса пӗлчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗртмен 25-мӗшпе утӑн 4-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин хастар ҫыннисем инҫетри Алтай ҫӗрне кайса килчӗҫ — Чунҫӳрев-2012 кӑҫал пирӗн авалхи мӑн асаттесен ҫӗрне ҫитме тӗв тунӑччӗ. Чи малтанхи чарӑну Пушкӑрт Республикинчи Хурамал ялӗнче пулчӗ. Ку ялта чӑвашсен хастар ҫынни В.В. Николаев ҫуралнӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем паллӑ академикӗн вил тӑприйӗ ҫине чечек хучӗҫ, ялти музейпа паллашрӗҫ, вырӑнти халӑха концертпа савӑнтарчӗҫ. Юрӑ-ташӑ 4 сехет хушши янрарӗ — вырӑнти артистсем те пулчӗҫ, Шупашкартан тухнисем те. Хурамалсем хӑнасене чыслӑн апатлантарнӑ хыҫҫӑн чунҫӳревҫӗсем Алтая ҫул тытрӗҫ. Алтай (чӑвашлатсан «Ылтӑн Ту» пулать) ҫӗрӗ ытла та инҫетре. Автобуспа пӗр чарӑнмасӑр каяс тесен 3 талӑк каймалла. Паллах, пӗлтӗр Дагестана ҫитнӗ ҫулҫӳревҫӗсемшӗн ку ҫул ытла вӑрӑм пулмарӗ — уйрӑмах водительсем хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлнӗрен ӗнтӗ. Автобус ҫӗмӗрӗлнине пула Омск ҫывӑхӗнче пӗр талӑк ирттерни те кӑмӑла пӑсмарӗ — хавхалантарчӗ ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӑҫал Хырхӗрри шкулӗнчен вӗренсе тухакансем Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх шкулсенче тӑххӑрмӗш тата вунпӗрмӗш классенче вӗренекенсем экзаменсене парса пӗтернӗ хыҫҫӑн сывпуллашу каҫӗсем иртеҫҫӗ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче те иртрӗ пӗр вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ тата кулянуллӑ уйрӑлу каҫӗ. Шкула кӑҫал сакӑр ача пӗтерчӗ: виҫӗ хӗрача тата пилӗк арҫын ача. Пурте вӗсем патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытса алла аттестат илчӗҫ. Ҫак ятпа вӗсен Ю.П.Алексеев директор тата И.М. Степанова класс ертӳҫи саламларӗҫ, малашнехи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗҫ. Пирӗн шкулта пурӗ те сакӑрвун икӗ ача ҫеҫ вӗренет, ҫавӑнпа та пурте пурне те питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Пӗчӗк шкулсен питӗ лайӑх енӗ – ачасемпе вӗрентекенсем пӗр кил-йышри пек пурӑнни. Тӑхӑр ҫул хушши кунран кун шкула ҫӳренӗ май ачасем пӗр-пӗрне ҫывӑх пӗлсе ҫитеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та юлашки шӑнкӑрав тата сыв пуллашу каҫӗ хыҫҫӑн тӑххӑрмӗшсене шкултан ярас та килмест. Анчах пурнӑҫ малалла шӑвать: ачасен те вӗренӗве малалла тӑсмалла. Хӑшӗсем, сӑмахран Настя Розовапа Снежана Морозова тӗп хулари техникумсене ҫул тытӗҫ. Ытларахӑшӗ вара район центрӗнчи шкулсенче вӑтам пӗлӳ илме шутлаҫҫӗ. Мӗнех, ӑнӑҫу сире, ачасем! |
![]() Виҫӗмҫулхи чунҫӳревре Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кашни ҫул Атӑлҫи Пӑлхар тӑрӑхне ҫула тухать. Маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ хастар ушкӑн кӑҫал Алтай тӑрӑхне ҫитсе килесшӗн. Чунҫӳрев-2012 ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пуҫланӗ. Маршрут: Шупашкар–Хусан–Ӗпхӳ–Курган–Омск–Барнаул–Горноалтайск — малалли ҫул каялла. Ҫӗр каҫма палӑртнӑ вырӑнсем: Пушкӑртстанра, Омск облаҫӗнче, Тутарстанри чӑваш ялӗсенче. Тутарстанри чӑваш ялӗсенче концерт та кӑтартма палӑртнӑ. Планласа хунипе Горноалтайскра вырӑнти халӑхӑн Эл-Ойын уявне хутшӑнмалла, хулара уҫӑлакан пӗрремӗш этнопаркра юпа лартмалла, така пусса чӳк тумалла, чӑвашла ятсем йышӑнмалла. Чунҫӳревҫӗсен ҫулҫӳревӗ епле пынипе эсир http://bulgar.chuvash.org сайтра паллашма пултаратӑр — унта ятарлӑ кун кӗнеки ӗҫлӗ: курни-илтнипе хӑварттӑн паллашса тӑма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пӗлтӗрхи Акатуйра Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашкарта Акатуй иртӗ. Вӑл яланхи пек Шупашкарти 500 ҫуллӑх ячӗллӗ культурӑпа куну паркӗнче пулӗ. Чӑваш Ен культура министерствипе Шупашкар хула администрациӗ тата Шупашкарӑн Мускав районӗн администрацийӗ пулӑшнипе ӑна Чӑваш наци конгресӗ ирттерет. Акатуй программи анлӑ — сире кунта театрланӑ курав, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркисем, чӑваш юрри-ташши кӗтӗ. Курма пынисем умӗнче ятарласа Аттил патша тухса сӑмах калӗ, унсӑр пуҫне ватӑ мӑчавар та пулӗ. Уйрӑмах республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен килнӗ хӑнасем хатӗрленӗ кӗтессем кӑсӑклӑ пулӗҫ — пур район, пур хула хӑйсен картине илемлетсе йӗркеленӗ. Акатуй 11 сехетре уҫӑлӗ! Курма килас шухӑшлисене пурне те хапӑл туса йышӑнӗҫ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хаклӑ ентешӗмӗрсем! Сире Республика кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ — Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн календарьти паллӑ дата. Ҫак кун 1920-мӗш ҫулта пирӗн республикӑн автономине туса хунӑ, асӑннӑ пулӑм тата 1926-мӗш ҫулта Чӑваш АССР-ӗн пӗрремӗш Конституцине йышӑнни хальхи Чӑваш Енӗн экономикин тата право тӗлӗшӗнчи никӗсне йӗркеленӗ. Республикӑн нумай нациллӗ халӑхӗ йывӑрлӑхсене тата тӗрлӗ асап-нушана пӑхмасӑр, историн темле кӑткӑс тапхӑрӗнче те хӑйӗн ӑс-хакӑл пӗрлӗхне тата граждансен хушшинчи тӑнӑҫлӑха сыхласа хӑварма пултарнӑ. Ҫакӑ Чӑваш Ене мӗн пур кризиса ӑнӑҫлӑн ҫӗнтерме тата республикӑн хальхи тата пуласлӑхри ҫитӗнӗвӗсен никӗсне хывма пулӑшрӗ. Иртнӗ ҫулсенчи тапхӑрта Чӑваш Ен палӑрмаллах ҫӗнелсе улшӑнчӗ. Экономикӑна диверсификацилессипе, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ тытӑмӗсене, социаллӑ сферӑна ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ӗҫ малалла пырать, пурнӑҫ шайӗ ӳсет, Чӑваш Енре пурӑнакансене ӑс-хакӑл тата культура тӗлӗшӗнчен аталанма пулӑшас енӗпе чылай ӗҫ тӑватпӑр, ҫемье хаклӑхӗсене упраса хӑварас тата ҫирӗплетес тӗлӗшпе те тимлӗн вӑй хуратпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |