Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Пуҫлӑхсене лӑпкӑ пурӑнма паманнисене чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 05.12.2013 22:17 | 1205 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫак шухӑша республикӑн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова паян «Чӑваш Республикинчи ӗҫ сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен 2013 ҫулхи чи лайӑх специалист» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ май каланӑ.

Ӑмӑрту кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртет. Кӑҫал Чӑвашкредитпромбанкӑн ӗҫ сыхлавӗн инженерне Владимир Порфирьева ҫитекен пулман. Вӑл ҫулталӑкри чи лайӑх специалист пулса тӑнӑ. 2-мӗш вырӑна 3-мӗш стройтрестӑн «Канашстрой» обществин ӗҫ сыхлавӗн специалисчӗ Любовь Иванова тухнӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче — Красноармейски районӗнчи «Чесла» обществӑн ӗҫ сыхлавӗн специалисчӗ Анатолий Михайлов.

Ӗҫ сыхлавӗ пирки хаҫатра ҫыракансемпе радио-телевиденире калса паракансене те хавхалантарас тенӗ. Вӗсем валли ятарласа икӗ номинаци палӑртнӑ. Ӗҫ сыхлавӗн тӑрӑмӗ пирки ҫырса кӑтартнисенчен «Время» профсоюз хаҫатӗнче тӑрӑшакан Владимир Рыбкинпа Евгения Басовӑна пӗрремӗш вырӑна тухнӑ тесе йышӑннӑ. Иккӗмӗшӗнче — Чӑваш радиовӗн «Столичный курьер» кӑларӑмне ертсе пыраканӗ тата авторӗ Николай Мулянов, виҫҫӗмӗшӗнче — Етӗрне район администрацийӗн информаци пайӗн тӗп специалисчӗ Лилия Петрова. Ӗҫ сыхлавӗн тытӑмӗ пирки «Авангард» Патӑрьел район хаҫачӗн редакторӗ Святослав Перепелкин тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат редакторӗ Алина Карпова аван ҫутатаҫҫӗ тесе вӗсене пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсемпе палӑртнӑ.

#МИХсем, #Красноармейски районӗ, #Канаш, #сывлӑх, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Етӗрне районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем