Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тосинкасси

Тосинкасси (выр. Тоскинеево) — Чӑваш Республикинчи Шупашкар районне кӗрекен ҫухалнӑ ял. Анаткасси ял канашӗн йышне кӗнӗ.

Географи

Кӑкшӑм юханшывӗн айлӑмӗнче, Мӑн Ҫавал юханшывӗн юппи ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. Шупашкара ҫитме — 0,5 км, район центрне (Кӳкеҫ) ҫитме — 7 км, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме — 7 км.

Историйӗ

Архиври даннӑйсем тӑрӑх, ял 1746 ҫулта никӗсленнӗ. Халап тӑрӑх, Чӑкӑр ялӗнчен хӑваласа янӑ Тосин ятлӑ ҫын хӑйӗн пилӗк ывӑлӗпе пӗрле Кӑкшӑм юханшывӗ хӗрринче пурӑнма пуҫланӑ. Кунта пурӑнакансем Кӑкшӑм юханшывӗ тӑрӑх вырнаҫнӑ ҫӗрсемпе усӑ курнӑ. Кайран Тосинкасси выҫҫӑлки, ҫавӑн пекех Туҫи тата Йӑлӑмкас ялӗсем йӗркеленнӗ.

Кунта пурӑнакансем 1724 ҫулччен — ясак тӳлекенсем, 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, пулӑ тытасси.

1930 ҫулта «Ударник» колхоз йӗркеленнӗ. Пӗрремӗш председателе Ильин Евлампий Ильича суйланӑ. 1950 ҫулта «Ударник» колхоз «Власть труда» (Арманкасси), «Малалла» (Тури Макаҫ), «17 партсъезд» (Урай Макаҫ) колхозсемпе пӗрле «Авангард» колхоза пӗрлешнӗ. Колхоз правленийӗ Тосинкасси ялӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. 1954 ҫулта ун ҫумне «14 лет Чувашии» (Улатӑркасси) тата «Октябрь» (Анатри Макаҫ) колхозсене хушнӑ. Правление Урай Макаҫ ялне куҫарнӑ. 1959 ҫулта «Авангард», «Дружба» (Туҫи, Анаткас, Йӑлӑмкас) тата «Моряк» (Тутаркасси, Юртукасси) колхозсем «Коммунизм» колхоза пӗрлешнӗ. 1964 ҫулта «Большевик» совхоз йӗркеленнӗ. 1976 ҫулхи пушран пуҫласа совхоза «XXV съезд КПСС» ят панӑ. 1993 ҫулта совхоза «Атлашевский» ЯХПК туса ҫӗнӗрен йӗркеленӗ.

Администрациллӗ пайлану тӗлӗшпе 1917—1927 ҫулсенче Шупашкар уесӗнчи Йӑлӑмкас тата Шуркасси вулӑсӗсене кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа — Шупашкар районӗн йышӗнче, 1939 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнчен пуҫласа 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗччен — Сӗнтӗрвӑрри районӗн йышӗнче, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа — Шупашкар районӗн йышӗнче пулнӑ.

Ял канашӗ: 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа Анаткас ял канашӗ, 1952 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа Макаҫ ял канашӗ, 1954 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнчен пуҫласа Анаткас ял канашӗ, 1959 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа Макаҫ ял канашӗ.

Кунта пурӑнакансем Ҫӗнӗ Шупашкара тата Тутаркасси ялне куҫса кайнӑ пирки 1976 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче яла шута илме пӑрахнӑ.

Халӑх йышӗ

1897 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх — 318 ҫын.

Инфраструктура

«Ударник» колхоз, кайрантарах «Большевик» совхоз ӗҫленӗ.

Экономика

Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, пулӑ тытасси.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Тосинкасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-04 00:05:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 27 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем