Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче ҫӗршывӑн пур тӑрӑхӗсенче Раҫҫей олимп кунӗ иртӗ. Кӑҫалхи спорт уявне вара 2014 ҫулта Сочире ирттерме палӑртнӑ XXII хӗллехи олимп вӑййине Раҫҫейӗн пӗрлехи ушкӑнӗ хутшӑннине халалланӑ. Вулакан ҫак сӑмахсенче йӑнӑш шырама та пултарӗ пуль, анчах чӑн та ҫапла. Ҫук-ҫук, пирӗн ҫӗршыв ушкӑнне спорт вӑййисенчен никам та пӑрма шутламан, ытти ҫулсенче те вӗсем яланах хутшӑннӑ. Тӳре-шара ҫапла йышӑннӑ пулсан вӗсен шухӑшӗпе килӗшесси ҫеҫ юлать.
Чӑваш Енте Олимп кунне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх спорт лаптӑкӗсенче ирттерӗҫ. Ҫак кун республикӑра спорт енӗпе 400 мероприяти ирттерме планланӑ, унта спортпа туслӑ, ҫирӗп сывлӑхшӑн ҫунакан 10 пин ҫын хутшӑнӗ.
Спорт уявне Шупашкарти кӳлмекре хастаррӑн ирттерме палӑртнӑ. Вӑл кунхине ветерансем хушшинче ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Урамри баскетболпа чемпионат тата республика ӑмӑртӑвӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне велосипедпа 3 ҫухрӑм ярӑнӗҫ (кӑмӑл пур пулсан унта пурте хутшӑнма пултарать), ҫавӑн чухлех хӑварт утассипе ӑмӑртӗҫ.