Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленсе пырать пулсан та йӗркене пӑсакан ҫав-ҫавах тупӑнать. Кӑҫал экзамена кӗрес умӗн яш-хӗре металл шыракан ятарлӑ хатӗрпе шырама пуҫлани пирки чылай калаҫрӗҫ. Чӑваш Енре пур пӗрех тӑватӑ ача экзамена карас телефонӗ йӑтса кӗме пултарнӑ.
Ку вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ чухне пулнӑ. Тӑватӑ ача карас телефонпа усӑ курнине тупса палӑртнӑ, ҫавна май вӗсен кӑтартӑвне халӗ шута илмӗҫ.
Йӗркене пӑснине видеокамера пулӑшнипе тупса палӑртнӑ. Кусем Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче тата Шупашкарта пулнӑ. Тӑваттӑшӗнчен иккӗшӗ — шкула кӑҫал пӗтерекенсем, тепӗр иккӗшӗ — пӗлтӗрхисем. Халӗ вӗсем ҫак экзамена ҫитес ҫул ҫеҫ тытӗҫ.
Вырӑс чӗлхипе пӗтӗмпе 6 950 ҫын ППЭ тытнӑ. Пӗтӗмпе 38 пункт ӗҫленӗ.