Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн кавалерӗн ячӗпе шкулта асӑну хӑми уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 31.05.2014 19:14 | 1982 хут пӑхнӑ
Республикӑра Сорокин афганецӑн асӑну хӑми
Сорокин афганецӑн асӑну хӑми

Ӗнер Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсарти шкулта Афганистанри хирӗҫ-тӑрура хӑй вӑхӑтӗнче пуҫне хунӑ Александр Сорокин ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ.

Александр Сорокин асӑннӑ районти Ҫатракасинче 1964 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Ҫатра-Лапсарти шкулта вӗреннӗ. Афганистанра спецназ йышӗнче БМПн оператор-наводчикӗ пулнӑ. 1983 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ.

Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре районти тӗрлӗ тӳре-шара тата пачӑшкӑ пырса ҫитнӗ. Асӑну хӑмине уҫма Афганистан ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсене шаннӑ.

Хальхи вӑхӑтра теприсем «айван, никама кирлӗ мар вӑрҫӑ» тесе хаклакан ҫав хирӗҫ-тӑрура ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫӗсене хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ.

Сӑнсем (24)

#Афган вӑрҫи, #шкулсем, #Ҫатракасси, #Шупашкар районӗ, #вӑрҫӑсем

 

Комментари:

2014.05.31 21:56
Аçтахар Плотников
Эп вĕреннĕ чухне пирĕн класс Александр Сорокин ячĕллĕччĕ. Йăмăкĕ пирĕн класра вĕренсе.
Эх... Кунашкаллине куран та ал усăнать — тăрăшнин ним усси çукки курăнать :(.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.31 23:25
Асăну хăмине ют чĕлхепе çеç туни вăл - чăваш чĕлхине ют чĕлхепе пуянлатни пулать пулĕ е чăваш чĕлхин Чăваш республикинче вырăнĕ çуккине çеç пĕлтерет пулĕ.
2014.05.31 23:45
Аçтахар Плотников
Migulaj, эс те пулин ан тарăхтар-ха! Тупăннă ăсли. Чĕлхене пуянлатма вырăс чĕлхи те кирлĕ. Анчах кунашкал пĕр чĕлхепе кăна çырни вăл ĕçре — пуянлатнинче — пĕрре те пулăшуçă мар.
2014.05.31 23:47
Аçтахар Плотников
Ав, тепĕр хыпарта та ют чĕлхеллĕ сăн пур. Ма ун çине тирĕнместĕн? Сан чăваш чĕлхишĕн мар чуну çунать, вырăс чĕлхине курайманнипе.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.06.01 04:34
Манăн чĕре Турă панă илемлĕ те сăпайлă тăван чĕлхешĕн çунать. Эпĕ тĕнчери ытти чĕлхесене те хисеплетĕп. Чăваш республикинче вырăс чĕлхи чăваш чĕлхине çăтса янине ăсăрхаманни вăл - пысăк çылăх пулать.
2014.06.01 09:16
Аçтахар Плотников
Микулай, эс кăна асăрхан ĕнтĕ. Чи куçлăскер. Асăрхани мĕн вăл? Ĕçне тăвас пулать! Эп, ав, тăван шкулта темле тăрăшрăм пулин те (çыравçăсемпе тĕлпулусем ирттертĕм, шкул юбилейне ирттерме пулăшрăм /сăмахран, йыхрав хутне чăвашла та вырăсла та туса парăм/) — çавах асăну хăмине вырăсла кăна çырса çапнă.
Эс вара пĕр палкама кăна пĕлен. «Ку мероприяти мĕнле чĕлхепе иртнĕ?» пуçсăр урăх нимте сана кăсăклă мар.
2014.06.01 09:19
Аçтахар Плотников
Микулай, http://chuvash.org/news/5979.html - кунти акăлчанла ӳкерчĕк сан кăмăлна пăсмасть, çапла-и? «Ют чĕлхеллĕ» мар. Аха-и?
Migulaj // 8139.4.2696
2014.06.01 17:44
Ĕçе ăна пĕчĕккинчен тытăнса пысăк ĕçсем тума май параççĕ. Вара Чăваш республикинче чăвашла çырамайстпăр пулсан тата мĕн пирки калама пулать? Чăваш халăх конгресĕнче ют чĕлхепе нумайтарах калаçнă пулсан тата мĕн кĕтмелле?Çакна страуссем пек пуçне хăйăр ăшне кĕртсе хунипе танлаштарма пулать.Эпĕ Чаваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çукки пирки çырни ыттисемшĕн вырăс чĕлхине хисеплеменнине пĕлтерет имĕш.Икĕпитлĕ ан пулăр, тархасшăн.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.06.01 17:49
Çакна http://chuvash.org/news/5979.html хăш шкул патĕнче çырса хунă вара, суккăр тăманасем? «Ку мĕнле чĕлхепе иртнĕ?» тесе ыйтни мĕншĕн сана вĕчĕрхентерет е кама кӳрентерет? Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çукки вара никама та чăрмантармасть ĕнтĕ.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.06.01 18:00
Ку сайтра: http://chuvash.org/news/5974.html "çулла" тесе чăвашла çырма пĕлмессине пĕлтерет ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен Ямайкăпа çыхăннă сайтри сăнӳкерчĕк вырнаçтарнă. Часах апла пулсан Чăваш республикинче акăлчан чĕлхи вырăс чĕлхине кăларса çапĕ.
Кунта пăхмалла: http://saffronsholidays.com/


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем