Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫавалкас

Ҫавалкас (выр. Сявалкасы) — Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районне кӗрекен ял. Ҫавалкас ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗ.

Географи

Илепер юханшывӗн ҫыранӗсенче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме — 82 км, район тӗпне (Вӑрнар) ҫитме — 21 км, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме — 21 км. Ял витӗр асфальтлӑ ҫул иртет.

Истори

XVII—XVIII ӗмӗрсенчи архив докуменчӗсенче Толи-касы (Кивҫурт Мӑрат ялтан тухнӑскер) пек палӑртнӑ. XIX ӗмӗр — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче — Пӗрремӗш Мӑрат ялӗн (хальхи вӑхӑтра Кивҫурт Мӑрат) ялтан тухнӑскер. Историри ячӗ — Сявал-касы-Мурат (Ҫавалкас Мӑрат).

Кунта пурӑнакансем 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, пичке тӑвасси, ҫӗвӗҫ тата атӑ-пушмак ӗҫӗсем. 1894 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче чиркӳ прихучӗн шкулне уҫнӑ. 1931 ҫулта «Ҫутталла» колхоз йӗркеленнӗ.

Администрациллӗ пайлану тӗлӗшпе XIX ӗмӗртен пуҫласа 1925 ҫулччен Етӗрне уесӗнчи Кӗҫӗн Явӑш вулӑсне, 1925—1927 ҫулсенче — Ҫӗрпӳ уесӗн йышне кӗнӗ, 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 1939 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗччен тата 1956 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа — Вӑрнар районӗн йышӗнче, 1939 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 1956 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗччен — Калинино районӗн (хальхи вӑхӑтра Вӑрнар районӗ) йышӗнче пулнӑ.

Ял канашӗ: 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫавалкас ял канашӗ.

Халӑх йышӗ

  • 1858 ҫул — 187 арҫын, 195 хӗрарӑм.
  • 1859 ҫул — 16 кил, 38 арҫын, 37 хӗрарӑм.
  • 1906 ҫул — 119 кил, 278 арҫын, 291 хӗрарӑм.
  • 1926 ҫул — 127 кил, 262 арҫын, 294 хӗрарӑм.
  • 1939 ҫул — 212 арҫын, 307 хӗрарӑм.
  • 1979 ҫул — 144 арҫын, 200 хӗрарӑм.
  • 2002 ҫул — 123 кил, 390 ҫын (180 арҫын, 210 хӗрарӑм).
  • 2010 ҫул — 114 уйрӑм кил хуҫалӑхӗ, 396 ҫын (195 арҫын, 201 хӗрарӑм).

2004 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлнелли даннӑйсем тӑрӑх — 134 кил, 373 ҫын. Наци йышӗ — чӑвашсем.

Инфраструктура

Ялта шкул, ача пахчи, клуб, вулавӑш, фельдшер пункчӗ, ҫыхӑну уйрӑмӗ, Ветерансен ҫурчӗ, ветеринари участокӗ, спорт лапамӗ, тӑватӑ магазин пур. Яла газ кӗртнӗ (85 кил). Ял витӗр асфальтлӑ ҫул иртет.

Экономика

2010 ҫулта К. Маркс ячӗллӗ ЯХПК ӗҫленӗ.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Ҫавалкасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-04 20:58:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем