Халӑха тӳлевлӗ пулӑшу кӳрессин хакӗсене сӳтсе явнӑ чух Леонид Офаринов депутат хутсен хакӗ хӑш чӗлхепе пичетленине кура уйрӑлса тӑнине асӑрханӑ.
Чӑваш Енре патшалӑх чӗлхи иккӗ иккенне пӗлетпӗр. Апла тӑк хутсене хӑть чӑвашла, хӑть вырӑсла яма юрать. Анчах вӗсене пичетлессин хакӗ Етӗрне хулинче хӑш чӗлхене суйланинчен килет иккен. Вырӑсла пичетлеме чӑвашлинчен икӗ хут йӳнӗрех: вырӑсла — 10 тенкӗ, чӑвашла — 20. Леонид Офаринов депутат ҫак йышӑнӑва мӗне кура тунине ӑнланманнине палӑртнӑ. «Халӑх тарҫи» асӑрхаттарнипе Хула пухӑвӗн депутачӗсем килӗшнӗ — ик чӗлхепе пичетлесен те пӗр пек тӳлеттерме йышӑннӑ.