Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Чӑваш йӑмри» литӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.12.2013 17:37 | 2881 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Ак, «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвне те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вӑл кӑҫал тивӗҫлӗ шайра иртрӗ теме пулать — пурӗ 92 хайлав пирӗн пата ҫитрӗ. Кашни районтан тенӗ пекех хутшӑнакансем тупӑнчӗҫ. Ҫавах та Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Элӗк, Канаш районӗсенчисем уйрӑмах хастар хутшӑнчӗҫ. Тутарстанран та икӗ хайлав килчӗ — пӗри Пӑва районӗнчен, тепри Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчен.

Хайлавӗсене хаклама питӗ йывӑр пулчӗ — кашнинех мухтас килет. Чылай хайлаври чӗлхе илемлӗхӗ те, сюжет кӑткӑслӑхӗ япӑх мар шӑрҫаланнӑ. Хӑшна мала кӑларасси, хӑшне парнеллӗ тӑвасси самай пуҫа ваттарчӗ.

Кӑҫал эпир кашни класа уйрӑммӑн хаклас терӗмӗр — капла парнесем те сахал мар пулӗҫ, ачасене та ытларах савӑнтарӑпӑр. Мала ҫак хайлавсем тухрӗҫ:

6-мӗш класс, проза:

1-мӗш: Дарья Джус (Красноармейски) ҫырнӑ «Кушакпа йӑмра» калавӗ;

2-мӗш: Кристина Ивановӑн (Красноармейски) «Телей йӑмри» тата Алексей Яшмейкинӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) «Пӗлӗт ҫинчи кермен» калавӗсем;

3-мӗш: Екатерина Сидоровӑн (Красноармейски) «Ҫул ҫӳревҫӗ йӑмра», Дмитрий Капитоновӑн (Шупашкарти 37-мӗш шкул) «Йӑмра шавӗ», Наталия Михайловӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) «Йӑмра-метеоролог» калавӗсем.

6-мӗш класс, поэзи:

1-мӗш: Марина Фёдоровӑн (Элӗк районӗ, Мӑн Вылӑ) «Телей йӑмри» сӑвви;

2-мӗш: Анастасия Желтовӑн (Канаш районӗ, Энтрияль) «Улмаллӑ йӑмра» сӑвви;

3-мӗш: Софья Сергеевӑн (вӑл та Анастасия шкулӗнченех) «Ҫамрӑк йӑмра» сӑвви.

Ку классем шутне 5-мӗшсене те кӗртрӗмӗр. Ӑмӑрту йӗрке-шывӗпе 6-мӗшсенчен кӑна пуҫламалла-ха та, анчах та 5-мӗшсем ярса панисене те пӑрахмарӑмӑр.

7-мӗш класс, проза:

1-мӗш: Екатерина Харитоновӑн (Красноармейски) «Йӑмра хуралҫи» калавӗ;

2-мӗш: Тутарстанри Пӑва районӗн Рункӑн шкулӗнче вӗренекен Эльза Шурбинан «Сиплӑ шерпет вӑрттӑнлӑхӗ» калавӗпе, Карина Маловӑн (Вӑрнар районӗ, Туҫи Мӑрат) «Тунката» юмахӗ;

3-мӗш: Юлия Адюковӑн (Елчӗк районӗ, Аслӑ Елчӗк) «Управҫӑ чӑваш йӑмри» калавӗ, Анастасия Алексеевӑн (Красноармейски) «Ылтӑн ҫулҫӑ юмахӗ» тата Диана Михайловӑпа (9-мӗш класра) Денис Михайлов (Красноармейски) пӗрле шӑрҫаланӑ «Улӑпсен ҫӗршывӗпе туслашрӗҫ» калавӗ (Денис 7-мӗш класра пӗлӳ пухнине шута илсе ку хайлава ҫак ушкӑна кӗртес терӗмӗр).

7-мӗш класс, поэзи:

1-мӗш: Никита Никитинӑн (Элӗк районӗ, Шӗмшеш) «Асамҫӑ йӑмра» сӑвви;

2-мӗш: Александра Афанасьевӑн (Элӗк районӗ, Вутлан) «Йӑмра» сӑвви;

3-мӗш: Екатерина Сергеевӑн (Канашри 10-мӗш шкул) «Катари асамлӑх» сӑвви.

8-мӗш класс, проза:

1-мӗш: Никанор Шишокинӑн (Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимнази) «Паттӑрсен ырӑ ӗҫӗсем» калавӗ;

2-мӗш: Ольга Мироновӑн (Вӑрнар районӗ, Туҫи Мӑрат) «Йӑмрапа этем» тата Константин Георгиевӑн (Канаш районӗ, Энтрияль) «Пуласлӑхра…» калавӗсем;

3-мӗш: Надежда Козловӑн (Красноармейски) «Йӑмра сӗткенӗ», Динара Фаттаховӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Хусанушкӑнь) «Асамлӑ Йӑмра» тата Дмитрий Миллинӑн (Елчӗк районӗ, Патраккел) «Йӑмра хӳтлӗхӗнчи тӗлӗнтермӗш» калавсем.

8-мӗш класс, поэзи:

1-мӗш: Анастасия Сетейкинӑн (Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул) «Кӗтӳҫ» сӑвви;

2-мӗш: Ирина Тумашкинӑн (Канаш районӗ, Анаткас Уҫырма) «Чӑваш йӑмри» сӑвви;

3-мӗш: Марина Яковлевӑн (Элӗк районӗ, Вутлан) «Тӑван тавралӑх» сӑвви.

Иккӗмӗшпе виҫҫӗмеш вырӑнсем йышӑннӑ сӑвӑсенче фантастика палли ҫук. Шел, хӑшӗ-пӗри хӑйӗн хайлавне йӑмрапа ҫеҫ ҫыхӑнтарса ҫырнӑ. Ҫавах та пирӗн литӑмӑрту чи малтан фантастика ӑмӑртӑвӗ пулнине шута илсе унашкаллисене пӗчӗкрех хак патӑмӑр.

9-мӗш класс, проза:

1-мӗш: Виктория Тихоновӑн (Муркаш районӗ, Кашмаш) «Улӑп паттӑр Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче» калавӗ;

2-мӗш: Лидия Кузнецовӑн (Красноармейски) «Ырӑлӑх йӑмри» тата Роман Красновӑн «Телей шырани» калавӗ;

3-мӗш: Анастасия Харитонова ҫырнӑ «Юрату йывӑҫҫи», Кристина Аркадьевӑн «Улӑп паттӑр» тата Елена Григорьевӑн «Тӗлӗнтермӗш йӑмра» калавӗсем. Вӗсем виҫҫӗшӗ те пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски вӑтам шкулӗнче вӗренеҫҫӗ.

9-мӗш класс, поэзи:

1-мӗш: Инесса Егорова (Вӑрнар районӗ, Кӑмаш) хайланӑ «Йӑмра» сӑвӑ;

3-мӗш: Ксения Ивановӑн (Вӑрнар районӗ, Кӑмаш) «Йӑмра» сӑвви.

2-мӗш вырӑна Тӑвай районӗнчи Татьяна Петрушкова тивӗҫмеллеччӗ те, анчах та унӑн хайлавӗ плагиат пулнине шута илсе 2-мӗш вырӑна ку ӳсӗмре палӑртмарӑмӑр..

10–11-мӗш класрисем:

1-мӗш: Инесса Шашкинӑн (Элӗк районӗ, Мӑн Вылӑ) «Йӑмра тӗнчи» калавӗ;

2-мӗш: Полина Ивановӑн (Канаш районӗ, Янкӑлч) «Чӑпар кӳлӗ» тата Мария Даниловӑн (Красноармейски) «Йӑмра тӗнчи» калавӗсем;

3-мӗш: Наталия Бобылевӑн «Телейпи юрри», Екатерина Федотовӑн «Асаплӑ йӑмра», Екатерина Михайловӑн «Йӑмра хӑвӑлӗнчи тӗлӗнтермӗш» калавсем. Виҫҫӗшӗ те пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейскинчи вӑтам шкулта пӗлӳ пухаҫҫӗ.

Вӗрентекенсем, проза:

1-мӗш: Роза Емельяновӑн (Куславкка районӗ) «Ленук йӑмри» калавӗ;

2-мӗш: Людмила Алексеевӑн (Ҫӗмӗрле) «Ватӑ йӑмра айӗнче» тата Фаина Фомина (Йӗпреҫ) ҫырнӑ «Ватӑ йӑмра вӑрттӑнлӑхӗ» калавсем;

3-мӗш: Маргарита Петровӑн (Канаш районӗ) «Сӳннӗ туслӑх», Зинаида Михайловӑн (Красноармейски) «Йӑмра пилӗ» тата Венера Кузьминан (Етӗрне районӗ) «Йӑмра ачисем» калавсем;

Вӗрентекенсем, поэзи:

1-мӗш: Марионелла Тимофеевӑн «Чӑваш йӑмри» сӑвви;

2-мӗш: Любовь Шашкинӑн (Элӗк районӗ) «Тӗлӗк» сӑввипе Светлана Яруткинӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ) «Авалхи паттӑрсем» сӑвви;

3-мӗш: Алина Петровӑн (Элӗк районӗ) «Сурӑм пуххи» тата Светлана Никитинӑн (Патӑрьел районӗ) «Кашлаҫҫӗ йӑмрасем ҫилпе» сӑввисем.

«Вулакансем суйланӑ хайлав» номинаци кӑҫал 9-мӗш класра вӗренекен Анна Воробьевӑна лекрӗ — «Юратупа куляну» калавшӑн чи нумай сасӑларӗҫ.

Вырӑн йышӑннисем Хисеп хутне тивӗҫӗҫ, йышӑнайманнисене ӗнентерӳ хучӗсем (эл. вариант) ярса пама пултаратпӑр.

Пӗтемлетӳ хучӗпе кунта паллашма пулать: docme.ru/xZR. Йӑнӑш тупӑнсан эрне хушшинче пӗлтерме пултаратӑр (вара юсаса ҫӗнетӗпӗр). Чыслав хӑҫан пулассине каярах пӗлтерӗпӗр.

Литература ӑмӑртӑвне хутшӑннӑшӑн пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр!

#Чӑваш йӑмри, #литература, #ӑмӑртусем, #Красноармейски, #Канаш районӗ, #Красноармейски районӗ, #Элӗк районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ

 

Комментари:

Любовь Шашкина // 3796.44.3784
2013.12.02 14:57
Ăмăртăва йĕркелекенсене те пысăк тав!Сирĕнтен татах та интереслĕ конкурссем кĕтетпĕр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем