Ҫапла туни тӳрем вӗҫӗмех чӑвашла ятлӑ пуласа пӗлтермест-ха. Унти Ирӗк тӳремӗ текен вырӑнта раштавӑн 14-мӗшӗнче вырӑнти хастарсем флешмоб ирттернӗ. Ют чӗлхерен йышӑннӑ ҫав сӑмах «малтан калаҫса татӑлса ирттерекен акци» тенине пӗлтерет.
Флешмоб йӗркелеме шут тытнин сӑлтавӗ — маларах асӑннӑ ҫав тӳреме хупнине хирӗҫленине пӗлтернӗ. Акцие пухӑннисем вӑл тӳреме тӗрлӗ чӗлхепе «Ирӗк тӳремӗ» тесе ҫырса хунисемпе илемлетнӗ. Ҫав шутра чӑвашла шӑрҫалакансем те тупӑннӑ. «Ирӗклӗ вӑрӑн» («ӑ» саспалли «ы» вырӑнне йӑнӑш кайнӑ курӑнать-ха) тесе ҫырнӑ иккен унта.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх тӳреме ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне лартма тесе карта тытса ҫавӑрнӑ пулать. Харьковра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ вара урӑхларах шухӑшлать иккен. Ҫынсем правительствӑна хирӗҫ тухса калаҫма ҫавӑнта пухӑннӑран влаҫрисем ҫавӑнпа карта тытса ҫавӑрма йышӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Арт-проект нумай вӑхӑт тытӑнса тӑман иккен — ҫырса хуниcене тепрер сехетренех такамсем пуҫтарса кайнӑ.