Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: наркӑмӑш

Пӑтӑрмахсем

Тухтӑрсем чан ҫапаҫҫӗ. Чӑваш Енре токсикологи уйрӑмне бензинпа наркӑмӑшланнӑ ачасене нумай илсе килеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 6-мӗшӗччен Шупашкарти ача-пӑчасен 4-мӗш пульницине 7 ачана илсе килнӗ. Пурте нефть продукчӗсемпе наркӑмӑшланнӑ.

Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, пур тӗслӗхре те ку ӑнсӑртран пулнӑ. Нумайӑшӗ бензина тата ытти ҫунтармалли-сӗрмелли хатӗре пластик кӗленчесенче — лимонад савӑчӗсенче — упрать. Ачасем ҫав шӗвеке лимонад тесе шухӑшлаҫҫӗ те ӗҫеҫҫӗ. Ара, пӗчӗк ачасем шӑрӑхра ӑш хыпнине чӑтаймаҫҫӗ-ҫке — алла мӗн лекет, ҫавна ӗҫеҫҫӗ. Чылай тӗслӗхре организма 1–2 сыпкӑм бензин лекнипе наркӑмӑшланнӑ.

ЧР Сывлӑх министерствин пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова каланӑ тӑрӑх, ку йӑлтах — аслисен тимсӗрлӗхне пула. Вӑл Чӑваш Енри пульницӑсене ҫулсерен 30 пин ачана илсе килнине палӑртнӑ: пӗрисем суранланнӑ, теприсем наркӑмӑшланнӑ… Танлаштармашкӑн: республикӑра пӗтӗмпе 240 пин ача пурӑнать.

Медиксем тӗрлӗ сиенлӗ шӗвексене ачасем тытайман вырӑнта упрама чӗнсе калаҫҫӗ. Астӑвӑр: бензина организм хӑвӑрт ҫӑтать, ҫавӑнпа инкек курасси те инҫех мар.

Малалла...

 

Раҫҫейӗн Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 14 ҫултан пуҫласа 35 ҫулчченхи 100 пин ҫамрӑк наркотика пула вилет. Пӗлтӗр наркотик йышӑнакан 50 пин ытла ҫынна тытса чарнӑ. Маларах асӑннӑ служба пӗлтернӗ тӑрӑх, наркотик туса кӑларасси юлашки ҫулсенче 44 хут ӳснӗ. Усал ҫав наркӑмӑш пирӗн пата Афганистанран тата Вӑтам Азинчен килет.

Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, айӑплансан та наркотик дилерӗсем айӑпланнӑ патшалӑх служащийӗсенчен те ҫӑмӑлрах условие лекеҫҫӗ-мӗн.

Тепӗр япӑх ен — наркопреступленисен пӗрре виҫҫӗмӗш пайне уҫса парайманни. Ушкӑнпа тунӑ преступленисенчен 80 процентне уҫса параҫҫӗ. Ҫапах та ку вӑл лӑпланмалли сӑлтав мар. Иртнӗ ҫул ҫӗршывра тӗпченӗ 141 пин тенкӗрен 13 пин тӗлӗшпе кӑна ушкӑнпа тунин сӗмӗ пуррине палӑртнӑ. Раҫҫейӗн генпрокурорӗ Юрий Чайка шучӗпе наркотик контрбанди енӗпе ӗҫлесе ҫитерейменнине те палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.itar-tass.com/c1/893162.html
 

«Ылтӑн пучах» уйлӑхри вожатӑйсен саккунла мар ӗҫе-хӗлӗ ҫинчен ҫӗршывра пӗлмен ҫын та юлмарӗ пуль. Паянхи куна вара уйлӑх тавра калаҫусем пӗччекӗн лӑпланма та пуҫларӗҫ. Анчах сӳтсе явмалли яланах тупӑнса тӑрать.

Йӗрлев органӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх Муркаш районӗнчи пӗр ача-пӑча лагерьне вожатый пулса ӗҫлеме наркӑмӑшлӑ им-ҫампа туслӑ пулнӑ каччӑ вырнаҫнӑ. Кун ҫинчен вара йӗрке хуралҫисем ӑнсӑртран тӗпчесе пӗлнӗ.

Пӗррехинче хайхи каччӑ пӗртак хӗренкеленнӗскер хӑй палакан яшпа тытӑҫса илнӗ. Ҫакна вара ШӖМ ӗҫченӗсем асӑрханӑ пулнӑ. Икӗ ҫамрӑка вӗсем чарма пикеннӗ, анчах та ку ӗҫ-пуҫ ҫав ҫавах полици уйрӑмӗнче кӑна вӗҫленнӗ. Ун чухне ҫапӑҫӑва пуҫарнӑ каччӑ йӗрке хуралҫисемпе сиввӗн калаҫнӑ, пӗрне урапа тапма та хал ҫитернӗ. Куншӑн вара ӑна пуҫиле ӗҫ кӗтнӗ. Шалти ӗҫсен министерстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх хайхи каччӑ ҫине маларах та иккен «асӑрхануллӑ пулмасӑр ҫын сывлӑхне йывӑр хавшатнӑшӑн» статьяпа ӗҫ пуҫарнӑ, пуҫиле ӗҫ суда та ҫитме ӗлкернӗ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк Республикӑ наркологи диспансерӗнче учетра тӑнӑ. Йӗрлев органӗсене вара чи тӗленмелли хайхи каччӑ ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи ача-пӑча уйлӑхне пӗрремӗш сменӑна вожатый пулса ӗҫлеме вырнаҫни тӗлӗнтернӗ.

Малалла...

 

Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта Чӑваш Енре 848 ҫын наркӑмӑшланнӑ. 100 ҫын пуҫне илсе пӑхсан кӑтарту 68,0 тӗслӗхпе танлашать иккен. Иртнӗ ҫулхи асӑннӑ тапхӑртинчен ку вӑл 2,6 процент пӗчӗкрех.

Тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе сиенлекенсен хушшинче такам та пур: ватти-вӗтти, арӗ-арӑмӗ. Наркӑмӑшланнин йышӗпе Куславкка, Красноармейски районӗсем, Шупашкарпа Канаш хулисем начаррисен шутӗнче.

Спиртлӑ шӗвексемпе 374 ҫын шар курнӑ, вӗсенчен 27-шӗ вилнӗ. Ҫапах та эрех-сӑрапа сиенленекенсен шучӗ пӗлтӗрхи ака-ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен чакнине палӑртма кӑмӑллӑ. Инфекционитсенчен пулӑшу ыйтни тӑрӑх хакласан, хаяр шӗвекпе иртӗхме арҫынсем ытларах кӑмӑллаҫҫӗ тесе шухӑшлама май килет. Спиртлӑ шӗвеке пула наркӑмӑшланнисен шутӗнче 80,2 проценчӗ — шӑпах вӗсем. Ҫынна пульница койки ҫине суррогат кӑна мар, этил спирчӗ те илсе ҫитерет: 374 тӗслӗхрен 65 проценчӗ шӑпах ӑна пула аптӑранӑ та. Ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан эрех-сӑрапа наркӑмӑшланакансен шучӗ Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче тата Шупашкарпа Канаш хулисенче ӳснӗ.

Малалла...

 

Ҫитӗнекен ӑрун сывлӑхӗ — ҫӗршыв пуласлӑхӗ! Ҫак лозунга тӗпе хурсах тейӗн Раҫҫей Федерацин патшалӑх думи ҫӗнӗ саккун йышӑннӑ. Унпа килешӳллӗн шкул ачисене наркӑмӑшпа аппаланасси е аппаланманнине тӗреслӗме пуҫлӗҫ. Юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем хушшинче «модӑна» кӗме пуҫланӑ тӗрлӗрен наркӑмӑшсемпе ҫыхланас ӗҫ-пуҫ ҫитӗнекен ӑрун сывлӑхне самаях хавшатать. Ҫавӑнпа та дума ӗҫчӗшӗсен шухӑшӗпе асӑннӑ саккуна пурнӑҫа кӗртни вырӑнлӑ пулать.

Ҫав-ҫавах наркӑмӑш хирӗҫ кӗрешекен саккуна пурте ырласшӑн мар-ха. Пӗрисен шухӑшӗпе наркӑмӑш профилактикинчен усси сахалрах пулӗ, мӗншӗн тесен чӑннипех те наркӑмӑшпа ҫыхӑну тытакансем йышӑннӑ профилактикӑран хӑтӑлас тесе чее меслетсем шырама пуҫлӗҫ.

Ачасен хӑш-пӗр ашшӗпе-амӑшӗ те асӑннӑ саккунпа килӗшсех каймаҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпе хӑйсен ачисене вӗсем дума пулӑшмасӑрӑх тӗрлӗ сиенлӗхрен хӑтарма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тата дума меслечӗ ачасен ирӗклӗхне «хӗсет».

Тем тесессӗн те халӗ саккуна ырланӑ. Ҫавӑнпа тепӗр ҫур ҫултан вӑл пурнӑҫа кӗре.

Тӗрӗслев йышне шкул ачисем, студентсем тата профессилле вӑтам пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем кӗрӗҫ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62796.html
 

Республикӑри наркосыхлав управленийӗнче ӗҫлекенсем маршрутлӑ такси пассажирӗсене инкекрен хӑтарнӑ. Вӗсем тытса чарнӑ такси водителӗ наркотик сутнӑ, унсӑр пуҫне рейса тухас умӗн хӑй те наркотик тутанса минренӗ.

Йӗрке сыхлавҫисемшӗн йӑлана кӗнӗ тӗрӗслев ― малтанлӑха наркотике хӑй ирӗкӗпе пама ыйтаҫҫӗ, кайран вара тӗплӗн шырама пикенеҫҫӗ. Маршрутлӑ такси водителӗ ҫӳрекен машинӑра наркосыхлав управленийӗн ӗҫченӗсем 3 грама яхӑн гашиш тупнӑ. Наркӑмӑшпа тивӗҫтерекен патӗнче ирттернӗ тӗрӗслев те ӑнӑҫлӑ иртнӗ, унта тепӗр 50 грамм наркотик тупнӑ. Суту-илӗве рейса тухнӑ вӑхӑтра йӗркеленӗ. Наркӑмӑш туянас текенсем маларах телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, унтан маршруткӑна пассажир евӗр ларнӑ, ҫынсенчен вӑрттӑн билетпа пӗрле водительтен минретекен им-ҫам туяннӑ, тепӗр чарӑнура вара анса юлнӑ. Ытларах чухне суту-илӳ рейс вӗҫӗнче, ҫынсем ҫук вырӑнта иртнӗ.

Хальлӗхе наркосыхлав управленийӗнче ӗҫлекенсем ҫул-йӗр инспекторӗсемпе пӗрле Шупашкарти тата ҫывӗхри ялсене пассажир турттаракан маршрутсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫак ӗҫре вӗсене кинологсемпе йытӑсем пулӑшаҫҫӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 22

1935
89
Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ