Республикӑри наркосыхлав управленийӗнче ӗҫлекенсем маршрутлӑ такси пассажирӗсене инкекрен хӑтарнӑ. Вӗсем тытса чарнӑ такси водителӗ наркотик сутнӑ, унсӑр пуҫне рейса тухас умӗн хӑй те наркотик тутанса минренӗ.
Йӗрке сыхлавҫисемшӗн йӑлана кӗнӗ тӗрӗслев ― малтанлӑха наркотике хӑй ирӗкӗпе пама ыйтаҫҫӗ, кайран вара тӗплӗн шырама пикенеҫҫӗ. Маршрутлӑ такси водителӗ ҫӳрекен машинӑра наркосыхлав управленийӗн ӗҫченӗсем 3 грама яхӑн гашиш тупнӑ. Наркӑмӑшпа тивӗҫтерекен патӗнче ирттернӗ тӗрӗслев те ӑнӑҫлӑ иртнӗ, унта тепӗр 50 грамм наркотик тупнӑ. Суту-илӗве рейса тухнӑ вӑхӑтра йӗркеленӗ. Наркӑмӑш туянас текенсем маларах телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, унтан маршруткӑна пассажир евӗр ларнӑ, ҫынсенчен вӑрттӑн билетпа пӗрле водительтен минретекен им-ҫам туяннӑ, тепӗр чарӑнура вара анса юлнӑ. Ытларах чухне суту-илӳ рейс вӗҫӗнче, ҫынсем ҫук вырӑнта иртнӗ.
Хальлӗхе наркосыхлав управленийӗнче ӗҫлекенсем ҫул-йӗр инспекторӗсемпе пӗрле Шупашкарти тата ҫывӗхри ялсене пассажир турттаракан маршрутсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫак ӗҫре вӗсене кинологсемпе йытӑсем пулӑшаҫҫӗ.