Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шкул ачисене наркӑмӑшран сыхлама ҫӗнӗ саккун йышӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 19.05.2013 10:03 | 1447 хут пӑхнӑ

Ҫитӗнекен ӑрун сывлӑхӗ — ҫӗршыв пуласлӑхӗ! Ҫак лозунга тӗпе хурсах тейӗн Раҫҫей Федерацин патшалӑх думи ҫӗнӗ саккун йышӑннӑ. Унпа килешӳллӗн шкул ачисене наркӑмӑшпа аппаланасси е аппаланманнине тӗреслӗме пуҫлӗҫ. Юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем хушшинче «модӑна» кӗме пуҫланӑ тӗрлӗрен наркӑмӑшсемпе ҫыхланас ӗҫ-пуҫ ҫитӗнекен ӑрун сывлӑхне самаях хавшатать. Ҫавӑнпа та дума ӗҫчӗшӗсен шухӑшӗпе асӑннӑ саккуна пурнӑҫа кӗртни вырӑнлӑ пулать.

Ҫав-ҫавах наркӑмӑш хирӗҫ кӗрешекен саккуна пурте ырласшӑн мар-ха. Пӗрисен шухӑшӗпе наркӑмӑш профилактикинчен усси сахалрах пулӗ, мӗншӗн тесен чӑннипех те наркӑмӑшпа ҫыхӑну тытакансем йышӑннӑ профилактикӑран хӑтӑлас тесе чее меслетсем шырама пуҫлӗҫ.

Ачасен хӑш-пӗр ашшӗпе-амӑшӗ те асӑннӑ саккунпа килӗшсех каймаҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпе хӑйсен ачисене вӗсем дума пулӑшмасӑрӑх тӗрлӗ сиенлӗхрен хӑтарма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тата дума меслечӗ ачасен ирӗклӗхне «хӗсет».

Тем тесессӗн те халӗ саккуна ырланӑ. Ҫавӑнпа тепӗр ҫур ҫултан вӑл пурнӑҫа кӗре.

Тӗрӗслев йышне шкул ачисем, студентсем тата профессилле вӑтам пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем кӗрӗҫ. 15 ҫула ҫитмен ачасене ашшӗ-амӑшӗ килешӗвӗпе тӗреслӗҫ, ыттисем вара хӑйсен кӑмӑлӗпе профилактика тухма пултарӗҫ.

Ҫав ҫавах саккун пурлӑхӗ нумайрах пулни паллӑ ӗнтӗ. Шкул ачисем, ҫамрӑксем ку саккун пуррине пӗлсех тен хӑйсен пурнӑҫне наркӑмӑшлӑ сийӗнлӗ пурнӑҫпа ҫыхӑнтармӗҫ.

#наркӑмӑш, #ачасем, #шкулсем, #саккунсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62796.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем