Сухапуҫ тытса Мускавран Чӑваш кӗнеке издательстви ячӗпе телеграмма килнӗ. Ӑна яраканӗ — федерацин Пичетпе массӑллӑ коммуникаци хатӗрӗсен агентствин периодика пичечӗн, кӗнеке кӑларас ӗҫпе полиграфи управленийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Пуля. Телеграммӑра Чӑваш Ен кӗнекеҫисене Пӗтӗм Раҫҫейри регион тата таврапӗлӳ литературин «Кӗҫӗн тӑван ҫӗршыв» конкурсӗн «Тӑван ҫӗршыв сӑнарӗ» номинацире ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ. Ҫак чыса тивӗҫнӗ кӗнеке — Г.Иванов-Орковӑн «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» кӗнеке-альбомӗ. Вӑл иртнӗ ҫул кун ҫути курнӑ. Терентий Дверенин тӗлӗнмелле ҫын — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртре пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗ, алӗҫ ӑсти. Терентий Дверенинӑн тӗнчи мӗнлерех-ши? Тӑван ен, халӑх культури, йӑли-йӗрки унра мӗнле туйӑмсем ҫуратать? Пуканесем, пӗчӗк скульптурӑсем касса кӑларса вӗсене халӑх тумӗ тӑхӑнтартать, ҫӗр ӗҫне пурнӑҫлаттарать, уяв юрри юрлаттарать... Халӑх ӑстишӗн унӑн ӗҫӗсем тетте мар, историпе ҫыхӑннӑ япаласем, пулӑмсем. Вӗсенче вӑл чӑваш пурнӑҫне курать. 90 ҫул ҫут тӗнчере пурӑннӑ май чун-чӗрине уҫса памалли сахал мар унӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Трак ен сайт сӑн-сӑпачӗ Красноармейски район сайчӗ виҫӗ чӗлхепе ӗҫлеме пуҫларӗ. Вырӑсли официаллӑ ӗҫлӗ сайт шутланать, ӑна, паллах, район администрацийӗн яваплӑ ӗҫченӗсем тытса пыраҫҫӗ. Чӑвашлине вара Михайлов Алексей, Чӑваш Республикин Президенчӗн 2010-мӗш ҫулхи стипендиачӗ йӗркелесе пырать. Вӑл Красноармейскинчи 2-меш шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренет. Алеша Пӗтӗм тӗнчери веб-сайтсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи те. Сайт редакторӗ тата администраторӗ — ҫак шкултах чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен В.М.Михайлов. Акӑлчан чӗлхипе сайт тытса пыма вара ҫӑмӑлах мар. Анчах та ҫак пархатарлӑ ӗҫе Красноармейски 2-мӗш шкулӗнчи 8-мӗш класра вӗренекен Никифорова Анастасия пуҫӑннӑ. Ӑна амӑшӗ (сайт редакторӗ, акӑлчан чӗлхи вӗрентекен) пулӑшса пырать. Сӑмах май, ку пулӑм Чӑваш Республикипе пӗрремӗш темелле. Ытти район сайчӗсем вырӑсла кӑна (уйрӑм статьясене шута илмесен). Ман шутпа, темиҫе чӗлхеллӗ сайт тума йывӑр мар, ӑна йӗркелеме пуҫаруллӑ ҫынсене ҫеҫ тупмалла. Тавах ҫак маттур чӑваш ачисемпе вӗсене пулӑшакансене. Уйрӑмах — Красноармейски район администрацийӗн информатизаци секторӗн пуҫлӑхне Владимир Тимофеевич Никифорова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Н. Фёдоров Трак тӑрӑхӗнче Паян, пушӑн 27-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнче ӗҫлӗ визитпа Чӑваш Республикин Президенчӗ Н.В.Федоров пулчӗ. Ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ С.А.Николаев тата Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.И. Федоров кӗтсе илчӗҫ. Кун хыҫҫӑн Николай Васильевич «Шетмӗ» хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. Ҫак хуҫалӑх ертӳҫи Владислав Германович Васильев пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта халӗ 5 ҫын ӗҫлет. Ӑна 2006 ҫулхи пуш уйӑхӗнче йӗркеленӗ. 2008 ҫулта унччен усӑ курман 208 гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Пӗлтӗр 240 гектар тӗш тырӑ акса пӗр гектартан кӗлет виҫипе 20 центнер тухӑҫ пухса илнӗ. Кӑҫал 350 гектар акасшӑн. Пушӑн 1-мӗшӗ тӗлне хуҫалӑхра 181 пуҫ шултра мӑйракаллӑ выльӑх шутра тӑрать, вӗсенчен 70 пуҫӗ - сӑвакан ӗне. 2009 ҫулта кашни ӗнерен 4984 килограмм сӗт суса илнӗ. Укҫа ҫине куҫарсан хуҫалӑх 5472 пин тенкӗлӗх продукци туса илнӗ. (2008 ҫулта - 4006 пин тенкӗлӗх), ӑна сутса 3967 пин тенкӗ тупӑш илнӗ, таса тупӑш вара 910 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Президент Алманч ял тӑрӑхне те ҫитсе курчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Янра Юрӑ Пушӑн 27-мӗшӗнче, шӑматкун, Мускаври «Хӗрлӗ Октябрь» (Красный Октябрь) культура керменӗнче «Янра Юрӑ» тата ытти чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулӗ! Пуҫламӑшӗ: 15 сехетре!
Культура керменӗн адресӗ: Мускав хули, Чие урамӗ (ул. Вишневая), 7-мӗш ҫурт. Метро: Тушино.
Концертра кӑмӑла ҫӗклеме, хавас юрӑсемпе савӑнма — билет туянмалла. Вӗсене кунтах, концерт умӗн, сутӗҫ. Хыпара юлташӑнсем патне ҫитерме ан манӑр — концертра пӗрле савӑннине, пӗрле пухӑнса калаҫнине мӗн ҫиттӗр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӗмпӗр облаҫӗнче тӗрлӗ нацисен хушшинче 1-мӗш хут «Эп — анне» конкурс иртнӗ. Унта сакӑр наци хӗрарӑмӗ хутшӑннӑ: чӑваш, тутар, еврей, мордва, вырӑс, вьетнам, эрмен, азербайджан. Кашни хӗрарӑм хӑй наци культурине туллинрех кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Жюри ҫаплах халӑх юррисене шӑрантарнине, наци тумне тӑхӑннине хакланӑ. Конкурсра чӑваш хӗрарӑмӗ — Чӗмпӗрте пурӑнакан Светлана Трубочникова (Караполова) ҫӗнтернӗ. Вӑл ача садӗнче воспитательте вӑй хурать. Конкурсра ӑна мӑшӑрӗ Александр тата 4 ҫул та тултарман хӗрӗ Виктория пулӑшнӑ, Светланӑпа пӗрле сцена ҫине тухнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чӗмпӗр облаҫӗнче тухакан «Канаш» хаҫат |
Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗ хӑнасене яланах хавас. Ку хутӗнче ялавҫӑсем патӗнче Кӗтеснер шкулӗнчи 2-мӗш тата 4-мӗш классенче вӗренекенсем пулчӗҫ. Н.Николаевӑпа О.Сорокина ачасене экскурсине ахальтен илсе килмен: хӑйсен ентешӗ, Чӑваш халӑх писателӗ В.Алендей, кунта редакторта ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа та вӗренекенсем хаҫат кӑларас ӗҫпе кӑна мар, паллӑ ентешӗн нумай енлӗ пултарулӑхӗпе те паллашрӗҫ. Хаҫат редакцийӗ Вӑрмар посёлокӗнче, Совет урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Хаҫат эрнере иккӗ тухать, пӗтӗмӗшле тиражӗ: 2300. Тӗп редактор: Пётр Васильевич Алексеев. Хаҫатӑн кун-ҫулӗ 1931 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ — ун чухне вӑл «Трактор» ятпа тухнӑ. 1938 ҫултанпа хальхи ятпа тухать. Хаҫат материалӗсемпе кунта паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
WhiteKnightTwo тата SpaceShipTwo самолетсен ҫыхӑнӑвӗ Ӗнер, пушӑн 22-мӗшӗнче, Virgin Galactic компани тӗнче уҫлӑхӗн ҫулҫӳревҫисем валли тунӑ SpaceshipTwo карапӑн пӗрремӗш вӗҫев тӗрӗслевне ирттернӗ. Кун пирки AFP хыпар агентстви пӗлтерет. Вӗҫев тӗлӗслевӗ Калифорни штатри Мохаве пушхирте иртнӗ. WhiteKnightTwo ҫине ҫаклатнӑ SpaceshipTwo карапӑн пӗрремӗш вӗҫевӗ 2 минут ҫеҫ тӑсӑлнӑ, тӗрӗслев ӑнӑҫлӑ иртнӗ тесе палӑртнӑ. SpaceShipTwo ракетоплана уйрӑм ҫын хатӗрлет, патшалӑх хутшӑнмасть. Карап орбита ҫывӑхӗнчи уҫлӑха (100 пин ҫухрӑм ҫӳллӗшне) ҫитме пултарать. Вӗҫевре карап малтан WhiteKnightTwo самолетпа ирттерӗ — вӑл ӑна 16 пин ҫухрӑм ҫӳллӗшне хӑпартӗ. Малаллахи ҫулне вара SpaceShipTwo хӑйӗн вӑйӗпе вӗҫӗ. Вӗҫев 2 сехет патнелле тӑсӑлӗ. Вӑл хушӑра карапри ҫулҫӳревҫӗсем йывӑрӑшсӑрлӑха туйса илӗҫ. Карап уҫлӑха пурӗ 6 ҫулҫӳревҫе хӑпартма пултарать. 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗ тӗлне тӗнче уҫлӑхне ҫитсе курма 330 ҫын ытла ҫырӑннӑ — вӗсен хушшинче Раҫҫей ҫыннисем те пур. Вӗҫев хакӗ — 200 пин доллар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Авалхи храм вырӑнӗнче Турккӑ археологӗсем хальхи вӑхӑтчен сыхланса юлнӑ чи авалхи храма шыраса тупнӑ. «Hurriyet» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна 12 пин ҫул каялла туса лартнӑ. Малтан чи авалхи таса вырӑн шутӗнче Мальта утраври храм шутланнӑ — тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх ӑна пирӗн эрӑччен VI-V пин ҫул каялла туса лартнӑ пулнӑ. Турцире вырнаҫнӑ храма тин ҫеҫ тупман, ӑна малтан та пӗлнӗ — вӑл Сири чикки ҫывӑхӗнчи Шанлӑурх илте (ил — Турци пайланӑвӗ, чӑвашла «тӑрӑх», вырӑсла «провинция») вырнаҫнӑ авалхи Харран хули ҫумӗнчи Кепеклитеп сӑрчӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Анчах та хальхи вӑхӑтччен ун аваллӑхӗ ҫавӑн пек тарӑннине татса калайман. Тин ҫеҫ тупӑннӑ статуэткӑсем вара ӑна сӗм авалта туни пирки калама май панӑ. Йӗрӗх евӗр статуэткӑсене ҫын кӗлеткине евӗр тунӑ пулин те пуҫӗсем е пачах ҫук, е кайӑк пуҫлӑ. Ҫакнашкал кайӑк тӗсӗсем тӗл пулаҫҫӗ — кашкӑр, тилӗ, сысна, ҫӗлен, скорпион, тӑрна. Храмӑн тепӗр хӑйнеевӗрлӗхӗ — юписем «Т» евӗрлӗ. Ку таса вырӑна мӗнле йӑх туса лартма пултарни пирки ӑсчахсем хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хальхи «Ял пурнӑҫӗ» Красноармейски районӗнче тухса тӑракан «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Вӑл чи малтанах «Колхозник» ятпа ҫапӑнса ҫынсем патне саланнӑ. 1939—1962 ҫулсенче район хаҫачӗ «Коммунизм ҫулӗпе» ятпа пичетленнӗ. «Ял пурнӑҫӗ» вара 1966 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тухса тӑрать. Редакци йышӗнче, хаҫат тематикипе содержанийӗнче нумай улшӑнусем пулнӑ. И. Хатаевский, А. Маркова, Л. Семенов, Л. Николаев редакторсем уйрӑмах нумай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ И. А. Прокопьев тӗп редактор пулса вӑй хурать. Ҫак ӗҫе вӑл 20 ҫул йӗркелесе пырать. Юлашки ҫулсенче хаҫат сӑн-сӑпачӗ чылай улшӑнчӗ. Вулакансен йышӗ ӳсни те ҫак ӗҫре тимлекенсене савӑнтарать. 2010 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче хаҫат 1790 экземплярпа ҫапӑнать. Райхаҫат 75 ҫул тултарнине халалласа пушӑн 5-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Мероприятине райхаҫат гимнӗпе уҫрӗҫ, ӑна редакцинче вӑй хуракансем юрларӗҫ. Ун хыҫҫӑн Иван Афанасьевич пуҫтарӑннисене хаҫат историйӗпе паллаштарчӗ, малта пыракансене Хисеп грамотипе наградӑларӗ. Уявра ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информации политикин тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ А. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
ЧР Культура министерствинче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ енӗпе ӗҫлекен йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ ҫыравӑн логотипне хатӗрлессипе йӗркеленӗ конкурса пӗтӗмлетнӗ. Жюри пурӗ 50 ӗҫ пӑхса тухнӑ. Вӗсен авторӗсен пысӑк пайӗ — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн дизайнпа компьютер технологийӗсен факультечӗн тата Шупашкарти ӳнер училищин дизайн уйрӑмӗн студенчӗсем. Конкурса ҫавӑн пекех преподавательсем те хутшӑннӑ. Жюри ҫирӗплетнӗ тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ДКТ-62-06 ушкӑнӗнче вӗренекен Иван Никифоров йышӑннӑ, иккӗмӗшне — ӳнер училищинчи Олег Григорьев преподаватель, виҫҫӗмӗшне — тӗп хулара пурӑнакан Владислав Ильин. Иван Никифоров хатӗрленӗ логотиппа Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗпе ҫыхӑннӑ пичет тата сувенир хатӗрӗсем кӑларнӑ чухне усӑ курма сӗннӗ. Вӗсене Чӑваш Енри районсене ҫеҫ мар, йӑхташсем пурӑнакан пур региона, чикӗ леш енне те ӑсатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |