Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пирӗн ентеш Алина Прокопьева Хусанти Универсиадӑра чӗретле кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 12.07.2013 12:10 | 1447 хут пӑхнӑ
Алина Прокопьева
Алина Прокопьева

Паян, утӑн 12-мӗшӗнче, Хусанта иртекен Универсиадӑра пирӗн ентеш — Алина Прокопьева — чӗретле кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗнче (21 ҫх 97,5 м дистанцире) пирӗн спортсменка ҫӗнтерӳҫӗрен — Маи Цуде япун спортменкинчен — 6 ҫеккунт ҫеҫ кая юлнӑ: вӑл ҫула 1 сехет те 13 минут та 12 ҫеккунтра вӗҫленӗ. Пӑхӑр медале те япун хӗре — Юкико Окуно — тивӗҫнӗ.

Аса илтеретпӗр, асӑннӑ виҫӗ атлет иртнӗ кунсенче те ҫӗнтерӳҫӗсен картлашки ҫине хӑпарнӑ. Утӑн 7-мӗшӗнче, ҫӑмӑл атлетика турнирӗн пӗрремӗш кунӗнче, 10 пин метр чупура паянхи ӑмӑртун пӗтӗмлетӗнчи пекех япун спортсменкисем — Юкико Окуно тата Маи Цуде — ҫӗнтернӗ. Алина Прокопьева та ун чухне кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗччӗ.

Раҫҫей пӗрлешӳллӗ команди вара ку ӑмӑртура иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

#спорт, #чупу, #ҫӑмӑл атлетика, #Хусан, #универсиада, #ҫитӗнӳсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем