Шӑмӑршӑ районӗн шкулӗсенче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӗве модернезацилес тӗллевсемпе йышӑннӑ комплекслӑ тӑвӑмсемпе тата ял тӑрӑхӗсенче комплекслӑ ҫӑтӑ ҫурт-йӗрсене хута ярассипе ятарлӑ пилот проекчӗпе килешӳллӗн Шӑмӑршӑ районӗн икӗ шкулӗнче тӗплӗ юсапв тӑваҫҫӗ.
Вӗренӳ пайӗн тата ҫамрӑксен политикин район администрацийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Пуянкасси шкулӗнче 2 420,0 пин тенкӗлӗх тӗплӗ юсав тӑвӗҫ. Унта шкул тӑррине, урайсене, чӳречесене улӑштарассипе тата канализаци, туалета хута ярассипе ремонт ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Юсав ӗҫӗсене йышӑннӑ вӑхӑтра — ҫурлан 15-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ. Строительсене пулӑшма шӑматкунлӑхсене хаваспах шкулӑн ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем тата аслӑ классри вӗренекенсем, вӗсен амӑшсем хутшӑнҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ районӗн тепӗр шкулта вара — Кивӗ Чукалтинче — юсав ӗҫӗсене пӗчӗккен вӗҫлеҫҫӗ те. Асӑннӑ шкулта чӳречесене улӑштарнӑ, тӗп шкула кӗмелли вырӑна, канализацийӗ, водопровода йӗркеленӗ тата вӗренӳ учрежденийӗн спортзалӗнче ремонт ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Юсавӑн пӗтӗмӗшле сумми — 2440,0 пин тенкӗ.