Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗр тата ҫӳп-ҫап ыйтӑвӗпе — инспектор патне

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 12.07.2013 19:07 | 1838 хут пӑхнӑ

Камӑн мӗн шухӑш теҫҫӗ те, ҫаплах ӗнтӗ — кашни ҫыннӑн хӑйӗн пӑшӑрханӑвӗ-ыратӑвӗ. Чун ыратнипе тепӗр чух ҫынсем таҫта та ҫитеҫҫӗ. Ҫапла тунӑ та республикӑн тӗп хулинчи Ислюков скверӗ ҫумӗнчи ҫуртсенче пурӑнакансем. Ҫак эрнере вӗсем федерацин Чӑваш Республикинчи инспекторӗ Геннадий Федоров патне йышӑнӑва кайнӑ. Унта вӗсем маларах асӑннӑ скверпа юнашар теннис корчӗ тума пуҫлас хыпара пӑшӑрханса йышӑннине пӗлтернӗ. Вӗсен шучӗпе унти ҫӗре урӑх тӗллевпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Унта та кунта суту-илӳ тата кану ҫурчӗсем уҫнӑран шикленнипе те иккӗленсе кайнӑ-тӑр-ха вӗсем. Ҫитменнине тата унта хӑпартма палӑртакан ҫурта офис валли арендӑна парасси пирки сӑмах-юмах тухнӑ имӗш. Кунсӑр пуҫне тата асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ май ҫӗр ишӗлсе пырсан корт шыва каймӗ-и тесе те шухӑшлаҫҫӗ иккен.

Геннадий Федоров вырӑна ҫитсе пӑхнӑ. Чӑн та, ҫынсем калакан лаптӑк ҫыран хӗрринче вырнаҫнӑ-мӗн. Влаҫӑн ҫынсен шухӑшне тӗпе хумаллине палӑртӑн май федерацин Чӑваш Енти тӗп инспекторӗ ҫӗрпе епле усӑ курсан аванраххине хаклама яваплӑ структурӑсене хушнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Анисимов вара асӑннӑ лаптӑкра тӑватӑ теннис корчӗ тата сахал хутлӑ администраци ҫурчӗ тума палӑртни, анчах унти пӳлӗмсене никама та тара памасси пирки каланӑ.

Федерацин Чӑваш Енти тӗп инспекторӗ патне Ҫӗнӗ Шупашкартан йышӑнӑва пынӑ ҫын вара хулари экологи тӑрӑмӗшӗн пӑшӑрханнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗрин ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап тӑкма пуҫланӑ имӗш.

#пӑшӑрханусем, #ҫӗр, #Шупашкар, #тасалӑх, #ыйтусем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.gfi21.pfo.ru/?id=51040
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем