Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпере чӑваш эрешӗсемсӗр хӑварнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.06.2014 12:28 | 1686 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр Малтанхи тата улӑштарнӑ хыҫҫӑн
Малтанхи тата улӑштарнӑ хыҫҫӑн

Ҫук, вӑрласа кайман. Кӗпер карлӑкне ҫӗнетнӗ те Етӗрнери сӗт ҫавучӗ патӗнчи Сӑр урлӑ каҫаракан кӗпере чӑваш эрешӗсемсӗр хӑварнӑ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмаха» вулакан пӗлтернӗ.

Карлӑка ҫу уйӑхӗн варринче ылмаштарнӑ иккен. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлакансенчен ыйтсан лешсем проект ҫапла пулни пирки пӗлтернӗ. «Ирӗклӗ сӑмах» вулаканӑн шухӑшне те илсе кӑтартать. Карлӑка улӑштарма нимӗнле сӑлтав та пулман имӗш, вӑл чиперех пулнӑ. Ҫул сийне юсани те ҫителӗклӗ пулни пирки ӑнлантарать вӑл.

Етӗрне ҫывӑхӗнче ҫухалнӑ пулсан тепӗр вырӑнта чӑваш эрешӗллисем ҫине улӑштарнӑ. Сӑмах кунта Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнчи ҫул хӗрринчи карта пирки пырать. Унччен ахальли кӑначчӗ пулсан ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче посёлока кӗнӗ вырӑнта, Лапсар паркӗ ҫумӗнче, чӑваш эрешӗллисене вырнаҫнарчӗҫ. Хӗлпе ҫур кунӗсенче малтанхи карта юрӑхсӑра тухнӑччӗ те урапасем ҫул хӗррине пӑсма тытӑннӑччӗ. Ҫӗнӗ карта тытнӑ май чӑваш эрешӗллисене суйланӑшӑн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокне ырласси кӑна юрать.

#чӑвашлӑх, #тӗрӗсем, #юсав, #Етӗрне, #Сӑр, #кӗперсем, #Ҫӗнӗ Лапсар, #картасем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1895.html
 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.06.12 22:47
Чăваш республикинче чăваш чунĕ ан юлтăр теççĕ ĕнтĕ.
2014.06.13 00:07
Аçтахар Плотников
Проектне, тен, Чулхулара хатĕрленĕ? Вĕсене кирлĕ-им вăл? Ак хапха эрешĕсенех илес — пурте тутарла тăваççĕ, пĕрин пуçĕнче те «кăна чăвашла та тума пултаь-çке» текен шухăш çуралмасть :(.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.06.13 15:26
Чăваш чĕлхине çак çĕр çинче пĕтерме Чулхулара мар, Мускавра хатĕрленĕ пулĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем