Ҫара кайма яшсене повесткӑна ӳлӗмрен 17 ҫултах пама тытӑнӗҫ. Ку шухӑш патне Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерстви ҫитсе тухнӑ иккен. Анчах ку вӑл салтака та ҫав вӑхӑтра пуҫтарса каяссине пӗлтермест.
Вунҫичче ҫитсен яшсене ҫар комиссариатне чӗнеҫҫӗ. Ун чух вӗсене ҫар учетне илеҫҫӗ тата ятарлӑ ӗнентерӳ хутне тыттараҫҫӗ. Малашне вара ҫав хутпа пӗрле повестка та пама шухӑшлаҫҫӗ. Ҫапла туни хӗсметрен пӑрӑнакансен йышне чакарма май парасса шанаҫҫӗ иккен. Халӗ 250 пин каччӑ ҫар ретне тӑрассинчен пӑрӑнать имӗш.
Хӳтӗлев министерстви пӗлтӗр призыв пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн яшсене ҫар комиссариатне чӗнессе кӗтмесӗрех ҫитмелли, пымасан пуҫиле майпа явап тыттарас йӗрке йышӑнтарас шухӑш та сӗнсе пӑхнӑ иккен. Анчах ӑна ҫӗршывӑн правительстви ырламан. Хальхинче вара Хӳтӗлев министерстви яшсем медтӗрӗслев витӗр тухнӑ хыҫҫӑн ҫар службине юрӑхли ҫинчен йышӑну тунӑ хыҫҫӑнах вӗсене повестка парса ярасшӑн. Уведомленин ҫӗнӗ тытӑмне ӗҫлеттерсе ярасси пирки халӗ Генштабра пуҫ ватаҫҫӗ-мӗн.