Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӑваш халӑхӗ яланах хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе, тӗллевлӗхӗпе, чӑтӑмлӑхӗпе палӑрса тӑнӑ, лартнӑ тӗллевсене вара яланах пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Пирӗн республика пысӑках мар пулин те, халӑхӗ вара пирӗн чӑннипех-ҫке маттур. Чӑваш Республики вара хӑйӗн пин-пин юрӑ, пин-пин тӗррипе кӑна мар килленме пултарать, чӑваш ҫӗрӗн халалӗпе чӑмӑртаннӑ спортсменкӑсемпе те мухтанма тивӗҫ.
Ӗнер, утӑн 18-мӗшӗнче, 14:00 сехетре правительство ҫуртӗнче Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Универсиадӑран тӑван кӗтӗсе ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ спортсменкӑсемпе тӗл пулнӑ. Йышӑннӑ йӑла тӑрӑх Михаил Васильевич спортсменкӑсене: Екатерина Красновӑна, Ирина Юманова, Кристина Савицкая, Наталья Пучковӑна, Алина Прокопьевӑна пуш аллӑн кӗтсе илмен, хӗрсене укҫа-тенкӗ енчен хавхалантарас тесе ятарлӑ сертификатпа чысланӑ. Ҫӗнтерҫӗсене саламлама физкультура, спорт тата туризм министрӗ Сергей Мельников, спортменсенкӑсен тренер-вӗрентекенӗсем килсе ҫитнӗ. Чи малтанах Михаил Игнатьев хӗрсенчен вӗсен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ, ҫӗнсе илнӗ медальсем ҫинчен те сӑмах хускатнӑ.
— Универсиадӑра хутшӑннӑ спортсменсене пысӑк ҫитӗнӗвӗсемшӗн чун-чӗререн саламлатӑп. Эпир сирӗнпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр. Сирӗн кӑтартусем ӳсекен ӑрӑва ҫитенӳсем патне талпӑнма хавхалантараҫҫӗ, — тенӗ Республика Элтеперӗ.
Хыҫҫӑн Михаил Игнатьев тренерсене те канаш панӑ. Спортсменсен кӑтартӑвӗсене татах та ӳстерме, ҫӑмӑл атлетикӑпа тӗнче чемпионатне тивӗҫле хатӗрленме вӑй-хал суннӑ.
