Шупашкар хула администрацийӗн тӑватӑ ӗҫченне улталанӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсен аллине лекнисем право управленийӗнче тӑрӑшаҫҫӗ иккен.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енти Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхисем Улатимӗр хулинче командировкӑра пулнӑ чух хӑна ҫуртӗнче чарӑнтӑмӑр тесе хутсем илсе килнӗ иккен. Тӗрӗссипе ҫав вӑхӑтра вӗсем ӑҫта тӗпленнине кӗске информацире хыпарламан, анчах тӗпчевҫӗсен шучӗпе тӳре-шара унта пурӑнман. Апла пулин те суя хутсене хула администрацийӗн бухгалтерине тӑратса хӑна ҫуртӗнче тӑкакланнӑҫи пулса хыснаран укҫа илнӗ. Ҫапла майпа вӗсене пустуйран 9 пин тенкӗ тӳленӗ-мӗн.