Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Улатӑр

УлатӑрЧӑваш Енӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ хула. Улатӑр районӗн тӗпӗ. 2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрах ку хулара 45,8 пин ҫын пурӑннӑ. Вӗсенчен 87,3% — вырӑссем, 7,2% — мордва, 4,1% — чӑвашсем. Хула Улатӑр ятлӑ юханшыв Сӑра юхса кӗнӗ вырӑнта ларать.

Хула сӑртлӑ вырӑнта вырнаҫнӑ.

Шупашкарпа Улатӑр хушши 195 ҫухрӑм. Хула лаптӑкӗ — 41,7 км².

Улатӑр хулин гербӗ

Истори

Хулана 1552 ҫулта Иван Грозный никӗсленӗ, 1780 ҫулта вӑл хула шайне ӳссе ҫитнӗ.
Тӗплӗн илсен вара, хулана вырӑнти тавралӑха вырӑс ҫӗрӗсем шутне кӗртме палӑртнине пула йӗркеленӗ. 1372 ҫулта вырӑссем Кӑрмӑша, 1523 ҫулта Васильсурска никӗсленӗ.

Чи малтан хула вырӑнӗнче хӳтлӗх пекки кӑна пулнӑ тет. 1552 ҫулта Улатӑра ҫулҫыравра асӑнни пур — вӑл ҫулхине Хаяр Иван Хусан илме хатӗрленнӗ, Улатӑр ҫывӑхӗнчи хирте тӗл пулма хӗйӗн воедодисене чӗнсе каланӑ.

Чи малтанхи вӑхӑтра хула хӳмми пилӗк кӗтеслӗ пулнӑ. Йӗри тавра тарӑн шӑтӑк алтнӑ пулнӑ, хӳтлӗх хӳмми йывӑҫран пулнӑ. Хӳтлӗхре сӑнав тата хулана кӗрсе тухмалли турулсем пулнӑ. Пӗр турулӗ «Силинский» ятлӑ пулнӑ. Вӗсен ӑшӗнче пӑшал (пищаль) е тупӑ вырнаҫнӑ, анса хӑпармалли пусма пулнӑ. Турулсем тӑватӑ кӗтеслӗ пулнӑ. Вӗсене чердаклӑ, тӑрӑллӑ туса лартнӑ.

Хула варринче йывӑҫран купаласа тунӑ соборлӑ чиркӳ пулнӑ. Хулара ҫавӑн пекех хушу ҫурчӗ, судпа айӑплав вырӑнӗсем вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех кунта воеводӑн кил тартийӗ тата каралҫӑсем пурӑнакан ҫурт ларнӑ.

Ҫул-йӗр

Хула урлӑ Хусан-Канаш-Пенза чукун ҫул иртет. Улатӑр-Етӗрне автоҫул хулана Мускавпа, Чулхулапа ҫыхӑнтарать. Шупашкара ҫитме Ҫӗмӗрлепе Канаш урлӑ тухакан ҫулсем тӑрӑх каймалла.

Сӑр юханшыв хулана Атӑлпа ҫыхӑнтарать.

Хулари объектсем

Хулари предприятисем

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Улатӑр, Улатӑр районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-09-28 16:36:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 29594 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем