Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш Ен Элтеперӗн ҫемйи велочупӑва хутшӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 01.07.2013 05:56 | 1512 хут пӑхнӑ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫемьепе спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнни вӑрттӑнлӑх та, тӗлӗнтермӗш те мар. Ҫынсене спорта туслӑ пулма чӗнсе каланӑ май сӑмаха вӑл хӑй тӗслӗхӗпе ҫирӗплетет.

Акӑ, иртнӗ шӑматкун Игнатьевсем каллех спорт тумне тӑхӑннӑ. Хальхинче вӗсем Сочи хулинче ҫитес ҫул иртекен Хӗллехи XXII Олимп вӑййисене халалласа йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри Олимп кунне тата Чӑваш Енре хӑвӑрт утассине пуҫарнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ велочупӑва хутшӑннӑ. Старта республика Элтеперӗ мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе тухнӑ.

Мероприятие республика шайӗнчи тӳре-шара, Чӑваш Ене тӗнчере чапа кӑларнӑ спортсменсем — СССР спорт мастерӗ, 1976 ҫулта хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййине хутшӑннӑ Виктор Семенов, Валентина Егорова Олимп чемпионки, хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййинче палӑрнӑ Владимир Андреев, тӗнче тата Европа чемпионӗ Алина Иванова хутшӑннӑ.

Старта ӑнӑҫлӑ вӗҫленисене Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗн президенчӗ Жак Рогге алӑ пуснӑ дипломпа чысланӑ. Атӑл заливӗ тавралли велочупусӑр пуҫне урамри баскетбол, ҫӑмӑл атлетика тата утассипе ӑмӑртусем иртнӗ. Ӑмӑртӑва республикӑра пурӗ 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ-мӗн. Вӑрнар районӗнчи Олимп кунне епле йӗркелени пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Сӑнсем (21)

#спорт, #Олимп кунӗ, #велочупу, #Вӑрнар районӗ, #уявсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем