Спорт
![]() Нумаях пулмасть, авӑнӑн 23–26-мӗшӗсенче, Сочире ампутантсемпе кӳмепе ҫӳрекенсен пӗтӗм тӗнчери вӑййисем иртнӗ. Пирӗн спортра палӑрнӑ ентешӗмӗр унтан медальсемпе таврӑннӑ. Спортсменсем спортӑн ултӑ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ: ҫӑмӑл атлетика, ишесси, ухӑран пересси, сӗтелҫи теннисӗ, армспорт, тхэквандо. Чӑваш Енрен унта пӗр спортсмен ҫеҫ хутшӑннӑ. Вӑл нумаях пулмасть декретран тухнӑ Елена Свиридова. Ӑна малтан Иванова хушаматпа пӗлнӗ. Елена 100 тата 200 метрсене чупса кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Пирӗн ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ команди мала тухнӑ. Вӑл 102 ылтӑн медаль, 84 кӗмӗл тата 76 пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Китайпа Польша тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Халӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ тӳлевсӗр уйӑрса параҫҫӗ. Ку таранччен Шупашкарта 1115 лаптӑк уйӑрса панӑ. Ҫӗр лаптӑкне тивӗҫекенсем ҫулсерен нумайланса пыраҫҫӗ. Анчах пӗр ыйту ҫивӗч: хулара лаптӑксем ҫитмеҫҫӗ. Шупашкарта юрӑхлӑ лаптӑксем юлманнине пӗлтереҫҫӗ. Чиновниксем кӳршӗ муниципалитетсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ун вырӑнне Шупашкар, Муркаш, _-Ҫӗрпӳ районӗ|Ҫӗрпӳ__ районӗсенче лаптӑксем уйӑрса парасшӑн. Вӗсем Шупашкар агломерацине кӗреҫҫӗ. Район администрацийӗсем хирӗҫ мар. Вӗсем темиҫе лаптӑк уйӑрса панӑ. Апла пулин те Шупашкарта 820 яхӑн ҫемье лаптӑк илмешкӗн черетре тӑрать. Ку ыйтӑва уҫӑмлатас ӗҫ малалла пырать. Ҫӗре тивӗҫнисем валли вара лайӑх хыпар пур. Хула лаптӑксене коммуникацисемпе тивӗҫтерме малтанах шантарнӑ. Халӗ сетьсене проект тумашкӑн контрактсем алӑ пуснӑ. Апла кӗҫех ҫул, газ, шыв, ҫутӑ пулӗҫ унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнарта пурӑнакан ӑста хӑйех техника пуҫтарать. Ҫапла майпа вӑл укҫине те перекетлет. Рюрик Николаев алӑ айӗнчи япаласенчен техника пуҫтарнӑ. Вӗсем ӑна ял хуҫалӑхӗнче те пулӑшаҫҫӗ. Рюрик Николаев техникӑна лайӑх ӑнланать. 30 ҫул каялла вӑл вырӑнти училищӗре ҫамрӑксене тракторпа ҫӳреме вӗрентнӗ. Халӗ унта ӗҫлемест вӑл. Пиччӗшӗпе Владимирпа шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ вӗсем. Вӑл пуҫтарнӑ трактор савутринчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть. Уйра вара лайӑх ӗҫлет. Унпа вӗсем ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, лартаҫҫӗ, сухалаҫҫӗ. Трактор 15 ҫул ӗҫлет ӗнтӗ. Пысӑк хӑвӑртлӑхпа та кайма пултарать вӑл. Пиччӗшӗпе шӑллӗ малтан чертеж тӑваҫҫӗ, унтан техникӑна пухма тытӑнаҫҫӗ. Тӑпрана кӑпкалатмашкӑн вӗсем агрегат пуҫтарнӑ. Вӑл 25 сантиметр тарӑнӑшне илет. Прицеп та пур вӗсен. Ял ҫыннисене те пулӑшаҫҫӗ. Рюрик халӗ хӑйӗн тракторне ҫӗнетме шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Константин Яковлев Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ кам пуласси пирки тӗрлӗ сас-хура ҫӳрени пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов чирлет, ҫавӑнпа вӑл ку ӗҫрен кайма шутланӑ тесе калаҫма тытӑннӑччӗ. Ку вырӑна информаци политикин министрне Александр Иванова лартасси пирки калаҫакансем тупӑннӑччӗ. Анчах ку хыпар тӳрре килменни ӗнер паллӑ пулчӗ. Вадим Ефимова, сӑмах май, ӗнер Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята пани пирки пӗлтерчӗҫ. Ҫакна сӑнавҫӑсем ку вӑл должноҫрен каяссине пӗлтерекен паллӑ тесе ӗнерех йышӑнчӗҫ. Чӑн та, ҫавсем тӗрӗсех тӗшмӗртрӗҫ. Культура министрӗн тивӗҫне Константин Яковлев пурнӑҫласси паянтан паллӑ пулчӗ. Вӑл Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пынӑччӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Чӑваш Республикин элтеперӗн администрацине тепӗр ҫыру шӑрҫаланӑ — хальхинче вӗсем республикӑна таврӑнма шухӑшлакан чӑвашсене пулӑшма ыйтнӑ. «Ирӗклӗх» палӑртнӑ тӑрӑх Раҫҫейре ятарлӑ программа пур иккен, ун тӑрӑх инҫетре пурӑнакан Раҫҫей халӑхӗ хӑйӗн тӑван ҫӗршывне куҫнӑ чухне тӗрлӗ пулӑшу илейрет. Пӗрлӗх шухӑшӗпе ҫав программа евӗр чӑвашсем валли те ятарлине хатӗрлеме пулать. Республикӑна таврӑнма шутлакансен йышне «Ирӗклӗх» ҫак ушкӑнсене кӗртме сӗннӗ: хуть те ӑҫта ҫуралнӑ чӑвашсем, хуть те ӑҫта ҫуралнӑ ашшӗ е амӑшӗ чӑваш пулнӑскерсем, чӑваш чӗлхине пӗлекен хуть те мӗнле халӑх ҫынни, Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ хуть те хӑш халӑх ҫынни. «Ирӗклӗх» хастарӗсем сӗннӗ тӑрӑх, пулӑшма тивӗҫ таврӑнакан ҫыннӑн чӑвашла пӗлмелле. Таврӑнакан чӑвашсене республикӑра тӗпленме укҫа уйӑрса пама тата республика шучӗпе пурӑнмалли ҫуртпа тивӗҫтерме сӗнеҫҫӗ. «Ирӗклӗх» шучӗпе унашкал программа республикӑра ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, экономикӑна аталантарма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех демографи енчен те улшӑнусем лайӑх енне пулӗҫ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗнче каллех компьютер ӑсталӑхне хӑнӑхтарма тытӑннӑ. Унччен те пулнӑ ҫак пулӑшӑва авӑн уйӑхӗнчен ҫӗнӗрен пуҫарса янӑ. Компьютер ӑсталӑхне центрта ватӑсене вӗрентеҫҫӗ. Занятие эрнере икӗ хутчен, юнкунпа эрнекун, ирттереҫҫӗ. Пурне харӑс ӑнлантармаҫҫӗ. Ҫӗнӗ пӗлӗве ӑша хывма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе кашнине уйрӑм ӑнлантараҫҫӗ. Малтанласа ватӑсене ансат япаласене ӑша хывма пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, ӗҫ сӗтелӗ ҫинчи ярлыксемпе епле усӑ курмалли пирки ӑнлантараҫҫӗ, файлсене епле йӗркелесе епле упраса хӑвармаллине каласа кӑтартаҫҫӗ. Флешкӑпа епле усӑ курмалли пирки те каласа параҫҫӗ. Шӑшипе ӗҫлесси те компьютер умне пуҫласа лараканшӑн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Тепӗр ҫыншӑн ансатӑн туйӑнакан япаласемех ыттисемшӗн йывӑрӑн туйӑнаҫҫӗ. Апла пулин те ватӑсем компьютера хӑнӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Грани» тунӑ сӑн Раҫҫей правительстви нумай ачаллӑ ҫемьесене паракан тӳлев субсидине ӳстерме йышӑннӑ. Кун пирки ria.ru портал пӗлтерет. Палӑртма кӑмӑллӑ: ку программӑна пирӗн республика та кӗнӗ. Ҫак тӳлеве виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратнӑшӑн уйӑхсерен параҫҫӗ. Ҫапла ку субсидие 820 миллион тенкӗ таран ӳстерме палӑртнӑ. Вӗсене хӑш-пӗр регион ҫеҫ тивӗҫӗ. Программӑна Чӑваш Енсӗр пуҫне Ростов, Самар, Сахалин облаҫӗсем, Севастополь хули тата ытти регионсем кӗнӗ. Ку йышӑнӑва ахальтен туман. Раҫҫейре нумай ачаллӑ ҫемьесем йышланнӑ. Ҫапла майпа вӗсене памалли тӳлев виҫи 13,5 миллиард пулӗ. Ку ҫемьесене уйӑхсерен тӳлеме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Канашри агрегат савутӗнче лару-тӑру лайӑхах мар. Предприяти 58 процент ҫеҫ ӗҫлет. Пысӑк саккассем те ҫук унта. Хуҫалӑх савучӗн шӑпине нумаях пулмасть Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Компани хуҫи «ГАЗ» савутра хӑш-пӗр производствӑна хупасшӑн. Тӗплӗнрех каласан, кӗпер пуҫтаракан тата «ПАЗ» маркӑллӑ автобус осьне пухакан пайсене Чулхулана куҫарӗҫ. Ҫавна май Канашри предприятире уйӑхне 400 урапа тӑвас ӗҫ пӗчӗкленет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, тупӑш 10 процент чакать. Анчах ӗҫ вырӑнӗсене сахаллатасшӑн мар. Савут ҫӗнӗ инвестици проектне кӗтет. Ҫавна май ҫулталӑкне 500 урапа тума тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ станоксем туянӗҫ. Анчах савут тӗппипех лайӑх енне ӗҫлесе каяссине ҫирӗппӗн калама ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Доброхотов министр Хальхи вӑхӑтра республикӑн ҫӗнӗ правительстви йӗркеленни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑрать. «Дорэкс» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Доброхотов республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствине ертсе пырӗ. Министр пуканне тивӗҫнӗ ҫав ҫын «Дорэкса» ертсе пыма тытӑниччен тӳре-шарара ӗҫлесе пӑхнӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ҫум пулса тимленӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗпе тӗл пулсан Владимир Доброхотов Михаил Игнатьева вӑл асӑннӑ строительство предприятине пилӗк ҫул ертсе пыни пирки пӗлтернӗ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. 2011 ҫултанпа предприятире шалу виҫӗ хут ӳснӗ-мӗн. Владимир Доброхотов «Дорэкс» талӑкӗпех ӗҫлени пирки те пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Иванов (сылтӑмри) Михаил Игнатьев Элтеперпе Хальхи вӑхӑтра Министрсен Кабинетне ҫӗнӗрен йӗркелени пирки пӗлтернӗччӗ. «Александр Иванова культура министрне лартӗҫ-и?» — тесе пуҫ ватнӑччӗ нумаях пулмасть Чӑваш халӑх сайчӗ. Асӑннӑ хыпарта унччен культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов сывлӑхне пула хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫлаймасть, ун вырӑнне тепӗр ҫынна шыракан, культура министрӗн пуканне унчченхи правительствӑра информаци политикин министрӗнче тӑрӑшнӑ Александр Иванова лартаҫҫӗ текен сас-хура ҫӳрени пирки каланӑччӗ. Халӗ ҫав сас-хура тӳрре килменни паллӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн паянхи Хушӑвӗпе Александр Иванова унчченхи министерствӑнах ертсе пыма шаннӑ. Культура министрӗ кам пуласси пирки хальлӗхе уҫӑмлӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |