Хутар
Хальхи Хутар ялӗ вырӑнӗнче ӗлӗк пурӑннӑ ирҫе ятлӑ халӑхсем. Хурӑн ҫулӗ урлӑ Вӑрманкас Апашра пулнӑ пӗр ҫыннӑн виҫӗ ывӑл, виҫҫӗшӗ те паттӑр пулнӑ теҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗ Хутар ятлӑ, вӑталӑххи Тӑван ятлӑ, кӗҫӗнни Ялтра ятлӑ пулнӑ теҫҫӗ. Вӑсем ҫул ҫӳренӗ чух (ҫаратса ҫӳренӗ чух) хальхи Хутар ялӗ вырӑнне питӗ юратнӑ теҫҫӗ. Виҫҫӗн пӗртӑванскерсем килтен ҫар пухса килсен, тапратнӑ тарма ирҫесем. Ҫар халӑхӗ парӑннӑ ирҫесене Сӑр шывӗ урлӑ хӑваласа каҫарса янӑ теҫҫӗ. Вара ирҫесен ҫӗрӗсене, пурлӑхӗсене, выльӑхӗсене тапратнӑ уйӑрма виҫҫӗн пӗртӑванскерсем, Асли Хутар вырӑнне йымшӑннӑ теҫҫӗ, вӑталӑххи- Тӑванкасси вырӑнне, кӗҫӗнни-Ялтра вырӑнне.
С.В.Пазиков ҫырса илнӗ.- ЧПГӐЙ ӐА, I, 569, 7002, 70 л.