Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ксенофонтов Иван Ксенофонтович

Ксенофонтов Иван Ксенофонтович — чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ, тӑлмачӗ. 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Килтӗш ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫут тӗнчерен 2014 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.

Пурнӑҫӗ

Ялти шкула 7 ҫул тултарсанах кайнӑ, ӑна Мухтав грамотипе вӗренсе пӗтернӗ. 1939 ҫулта Етӗрнери педагогика техникумне вӗренме кӗрсе пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ специальноҫе алла илнӗ.

Вӑрҫӑ пуҫлансан Муркаш районӗнчи Купӑрля, Чемей ялсенчи шкулта ачасене вӗрентме тивнӗ. Каярах тӑван ялти шкула куҫнӑ.

1943 ҫулхи кӗркунне фронта тухса кайнӑ. Ленинград патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, хулана хупӑрласа илнинчен хӑтарма пулӑшнӑ. Эстони, Польша, Литва ҫӗршывӗсене нимӗҫ ҫарӗнчен тасатма пулӑшнӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче киле таврӑннӑ.

1947–1958 ҫулсенче куҫса ҫӳрекен колхоз театрӗнче вылянӑ. 1958 ҫулта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫлеме кӗнӗ. Малтан актёр пулнӑ, кайран ӑна директор ҫумне лартнӑ. 1964 ҫултанпа тӗрлӗ культура учрежденийӗсенче вӑй хунӑ: музыка драма театрӗн директорӗ, ачасемпе ҫамрӑксен театрӗн директорӗ, пукане театрӗн директорӗ, вырӑс драма театрӗн директорӗ, оперӑпа балет театрӗн администраторӗ. 1986 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче куҫне хупсан ӑна Шупашкарти Салтаксен аллейинче пытарнӑ.

Пултарулӑхӗ

Театрсенче 30 ҫул ӗҫленӗ май 100 ытла сӑнар вылянӑ. Вӗсен хушшинче: Зорин ( М.Белов И. Тукташ повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Хурӑнлӑ ҫулпа» спектакль), Геронтьев милиционер(В. Ржановӑн «Ял кулли» спектаклӗ), Сипаков (В. Романовӑн «Никита Бичурин» спектаклӗ), Морковкин (Н. Айзманӑн «Алла алӑ ҫунӑ чух» спектаклӗ) тата ыттисем.

Иван Ксенофонтович илемлӗ фильмсене чӑашла куҫарас ӗҫе те хутшӑннӑ.

Хисепӗсем

Чӑваш театр ӳнерне аталантарма нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн ӑна «Ветеран труда СССР» (чӑв. СССР ӗҫ вӗтеранӗ) медальпе, В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа «За доблестный труд» (чӑв. Хастар ӗҫленӗшӗн) медальпе чысланӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Каҫӑсем

Вуламаллисем

  • Eливанова Г. Чун ватӑлмасть // Чӑваш ен. – 1997, раштав, 20-27, 52№, 5 с.
  • Еливанова Г. Чун юратӑвӗ – театр // Хыпар. – 2006, пуш, 2, 4 с.
  • Еливанова, Г. «Чунӑм театрах туртӑннӑ» // Хыпар, 2011, нарӑс, 17, 4 с.
  • Большаков, А. К. Ксенофонтов Иван Ксенофонтович // Краткая ядринская энциклопедия. – Шупашкар, 2006. – 128 с.


 
Категорисем: Актёрсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-11-21 07:03:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2173 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org