Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.1 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

10 ҫул каялла Чӑваш халӑх сайчӗ йӗркеленнӗ. Вӑл кун Чӑваш халӑх канашлӑвӗнче пӗрремӗш тема уҫӑлнӑ. Унтанпа хӑйӗн Чӑваш халӑх сайчӗ кун-ҫулне пуҫланӑ тесе шутланать те.

10 ҫул хушшинче эпир сахал мар ӗҫ турӑмӑр теме пулать. Чӑваш халӑх сайчӗн уҫлӑхӗнче вуншар сайт йӗркеленнӗ — Чӑваш халӑх канашлӑвӗ, Электронлӑ вулавӑш, Электронлӑ сӑмахсарсен пуххи, Орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗн сайчӗ, Чӑвашла терминсем ӑсталамалли сайт, «Чӑваш тӗнчи» сӑнсен галереи, чӑвашла сайтсем каталогӗ (хальлӗхе вырӑсла кӑна-ха), «СУМ» электронлӑ лавкка, Халӑх пултарулӑхӗн сайчӗ (yumah.ru), «Тупмалли юмахсем» вӑйӑ-сайт, чӑвашсен кун-ҫулне уҫса паракан «Повествование о чувашах» сайт тата ыттисем. Хӑшӗ-пӗри (сӑмахран, чӑвашла юрӑ-кӗвӗ пуххи) паянхи кунччен пурӑнса ҫитереймерӗ пулин те хӑй вӑхӑтӗнче йӗр хӑварчех.

Паян вара, Чӑваш халӑх сайчӗ 10 ҫул тултарнӑ тӗле эпир сире валли ҫӗнӗ сайт йӗркелесе патӑмӑр — Ваттисен сӑмахӗсем ятлине. Вӑл as.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Унта эсир чӑваш халӑхӑн ӗмӗр-ӗмӗр тӑршшӗпе пухӑннӑ ӑс-хакӑлӗпе паллашма пултаратӑр.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://as.chv.su/
 

Вӗренӳ

Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Трак шкулӗ 125 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унта вӗренекенсене тата вӗрентекенсене саламламашкӑн паллӑ хӑнасем килсе ҫитнӗ. Уява педагогика ветеранӗсем, тӗрлӗ ҫулта кунтан вӗренсе тухнӑ ҫынсем, ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑннӑ.

Шкул хӑнасен умӗнче мухтанма пултарать. Ҫак ҫулсенче вӑл илемленсе, аталанса ҫеҫ пынӑ. Малтанах чи лайӑх ӗҫченсене чысланӑ. Чылай вӗрентекен тата педегогика ветеранӗсем Хисеп грамотине, Тав хучӗпе ҫырӑвне тивӗҫнӗ.

Трак шкулӗ кунтан вӗренсе тухнӑ ҫыннисемпе мухтанма пултарать. Трак шкулӗнче аттестат илнисем лайӑх тухтӑрсем, юристсем, ӳнерҫӗсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем пулса тӑнӑ.

Уявра Трак шкулӗ, унта ӗҫлекенсемпе вӗренекенсем тӗлӗшпе нумай ырӑ сӑмах янӑранӑ.

Пӗлмешкӗн: 2011 ҫулччен вӑл Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази пулнӑ. Унтан ӑна Трак вӑтам шкулӗ туса хунӑ. Халӗ те вӑл ҫак ятпах.

 

Хулара «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн
«Про Город» хаҫат тунӑ сӑн

Шупашкарти пӗр ҫуртра пулнӑ ҫак пулӑма пӑтӑрмах та теме пулать пулӗ. Телее, унта никам та вилмен. Анчах ку ҫынсен пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ.

Шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи Кадыков урамӗнчи пӗр ҫуртра лифт йӑтӑнса аннӑ. Унта пассажирсем пулнӑ.

18 сехет те 20 минут тӗлне пӗр подъездра 9-мӗш хутран ватӑ мӑшӑр аннӑ. Анчах вӗсем 4-мӗш хута ҫитнӗ те лифт татӑлса аннӑ.

Унта пурӑнакан халӑх каланӑ тӑрӑх, вӗсем лифт япӑх ӗҫлени пирки нумай ҫӑхав панӑ. Анчах ӗҫ вырӑнтан та хускалман.

Ҫав вырӑнта полицейскисем тата васкавлӑ медпулӑшу ӗҫленӗ. Тухтӑрсем лифтра пулнӑ ҫынсен сывлӑхне тӗрӗсленӗ. Пӗрин шӑмӑ хуҫӑлма пултарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/view/73
 

Культура «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн
«Про Город» хаҫат тунӑ сӑн

Шупашкарта театрсем сезона кӗҫех уҫасси пирки унччен те хыпарланӑччӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ черетлӗ сезонне «Нарспи» оперӑпа пуҫӑни пирки те сайтра пӗлтернӗччӗ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сезона хӑйне евӗр акцирен пуҫӑнасси нумаях пулмасть паллӑ пулнӑ. ЧР Культура министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, оперӑпа балет театрӗ куракансене тӳлевсӗрех кӗртӗ. Билета укҫасӑрах парӗҫ-ха, анчах ун вырӑнне кураканӑн пӗрле чечек ҫыхи йӑтса кӗмелле.

Театр ӗҫченӗсем юратнӑ артистсене чечек ҫыххи парнелеме ан вӑтанӑр тесе калаҫҫӗ. Артиста ку савӑнӑҫ кӳрӗ, спектакль вара куракан кӑмӑлне ҫӗклӗ.

Акци авӑн уйӑхӗн тӑршшӗпех пулӗ. Аса илтерер: Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сезонне авӑнӑн 11-мӗшӗнче уҫӗ. Эппин, ҫынсен спектакльсене чечек ҫыххи йӑтса килсех курма май пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/relax/view/1005
 

Раҫҫейре

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ умӗн Чӑваш Енре «Хӗрӳ лини» уҫма йышӑннӑ. Вӑл — республикӑри Общество палатипе «Раҫҫейри ирӗклӗ суйлав фончӗ» коммерцилле мар общество организацийӗн пӗрле пуҫарнӑ проект-мӗн.

Федерацин 2016 тата 2018 ҫулсенчи суйлавӗ умӗн «Хӗрӳ лини» пункчӗн пӗлтерӗшӗ татах ӳсӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ сӑнавҫӑсем.

Лини суйлав тапхӑрӗнче кӑна мар, малашне те ӗҫлӗ.

«Хӗрӳ лини» адресӗпе телефонӗсем: Шупашкар хули, Республика тӳремӗ, 2-мӗш ҫурт, 118 пӳлӗм; тел. (8352) 39-35-86; электрон почти: chuvashia21-hotline@mail.ru; SMS ямалли номер те пур: 8-927-668-35-67.

«Хӗрӳ линин» Мускаври тӗп пункчӗпе те ҫыхӑнма май парать. Унӑн тӳлевсӗр номерӗ — 8-800-333-4103.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://op21.ru
 

Хулара

Шупашкарти А. Фучикпа Геннадий Айхи урамӗсене пӗрлештерекен икӗ сийлӗ ҫул-йӗр тӑваткалне тума пуҫланӑ. Ҫурт-йӗрпе комуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗпе ӗҫлекен хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров хушнипе ӗҫ икӗ сменӑпа пырӗ. Ҫул-йӗр тӑваткалӗ унталла та кунталла та икӗ йӑрӑмлӑ пулмалла.

Ӗҫе хӑвӑртрах пурнӑҫламалли хушӑва Герман Александров авӑнӑн 2-мӗшӗнче иртнӗ ятарлӑ пухура пӗлтернӗ. Унта Шупашкарӑн Ленин район администрацинчен, Кил-ҫурт хуҫалӑхӗпе комуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управлени ҫыннисем, Шупашкарӑн ҫурт-йӗр фончӗн управленинчен хутшӑннӑ. Пухура «Суор» ТМЯП-ран, Шупашкарти «Газпром газораспределение» АУО-ран, «Коммуналлӑ технологисем» ТМЯП-ран, «Скайлайн» ТМЯП-ран та пулнӑ. Юлашкисем — ҫурт-йӗр хӑпартакансен ӗҫне тӗрӗслесе тӑракансем.

Хӑйӗн сӑмахӗнче Герман Александров юлнӑ вӑхӑтпа тухӑҫлӑ усӑ курмалли пирки чарӑнса тӑнӑ.

Фучикпа Айхи хӗрӗсленнӗ вырӑнта икӗ сийлӗ ҫул тӑваткалне «Суор» ТМЯП тӑвӗ. Ӑна 2016 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне туса ҫитермелле. Пӗтӗмӗшле ӗҫ хакӗ — 350 млн. тенкӗ. Сӑмах май, ҫул тӑваткалне тӑвиччен пушаннӑ 3 ҫурта ишмелле.

 

Ҫул-йӗр Иван Шаронов тунӑ сӑн
Иван Шаронов тунӑ сӑн

Паян ҫӗрле Чулхула облаҫӗнче Чӑваш Ен автобусӗ йывӑр тиевлӗ урапапа ҫапӑннӑ. Ку 00:56 сехетре пулса иртнӗ.

Чӑваш Енре регистрациленнӗ автобус Чулхула облаҫӗнчи Володарск районӗнчи «Мускав — Ӗпхӳ» автоҫулӑн 357-мӗш ҫухрӑмӗнче пырса ҫапӑннӑ. Автобус — «Мерседес», йывӑр тиевлӗ урапа «Ивеко» маркӑлли.

Телее, автобус самаях вӑйлӑ ҫапӑннӑ пулсан та никам та вилмен. Чулхула облаҫӗнчи МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.

Куракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, автобусӑн малти пайӗ самаях сиенленнӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66019
 

Политика

Шупашкарта хула пухӑвӗн депутачӗсене суйлас тӗлӗшпе маларах пуҫланнӑ суйлава вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. Ҫапла майпа республикӑран авӑнӑн 13-мӗшӗччен тухса каякансен граждан тивӗҫне пурнӑҫлама май ҫук. Ҫапла «Правда ПФО» сайтра пӗлтереҫҫӗ.

Сайтра ҫапларах ҫырнӑ: «Маларах суйланисем улталаннӑ, мӗншӗн тесен вӗсен «сасӗ» вӑйра шутланмасть».

Авӑнӑн 5-мӗшӗнче суйлав комиссийӗ РФ Тӗп суйлав комиссийӗн йышӑнӑвне пурнӑҫласа «Раҫҫей патриочӗсем» парти списокне регистрациленӗ. Ҫапла майпа маларах пичетленӗ бюллетеньсем макулатура пулса тӑнӑ.

ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн «хӗрӳ линийӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче ҫӗнӗ бюллетеньсем пичетлӗҫ, вӗсене участокри комиссийӗсене хӑвӑрт валеҫӗҫ. «Хальлӗхе маларах суйлама май ҫук», — тенӗ унта.

«Раҫҫей патриочӗсем» бюллетеньре ҫиччӗмӗш номер илӗҫ. Парти хӑйсенчен килмен сӑлтавсене пула шӑпа янӑ ҫӗре хутшӑнайман.

«Раҫҫей патриочӗсем» парти лидерӗ Владислав Солдатов каланӑ тӑрӑх, унчченхи бюллетеньсене пӑрахӑҫламасан та пултарӗҫ. Анчах кунашкал пулсан парти суда ыйту ҫырӗ.

 

Политика

Чӑваш Ен Элтеперӗн должноҫне йышӑнассишӗн хӑйӗн кандидатурине тӑратнӑ Валерий Сапожников суйлава хутшӑнмассине пӗлтернӗ. Кун пирки «Советская Чувашия» хаҫат хыпарланӑ.

Хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, кун пирки Раҫҫейри пенсионерсен союзӗ тата парти хастарӗсем тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ. Вӗсем Михаил Игнатьевӑн кандидатурине ырласа ӑна пулӑшма чӗнсе каланӑ.

Анчах Тӗп суйлав комиссийӗнче «Регнум» информаци агентствин корреспондентне ҫакна ҫирӗплетсе каламан. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, кандидатурӑна илмешкӗн нимӗнле заявлени те пулман.

Аса илтерер: суйлава хутшӑнмашкӑн 12 ҫын кӑмӑл пулнине пӗлтернӗ. Анчах вӗсенчен 5-шне ҫеҫ суйланӑ: Михаил Игнатьев («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей»), Валентин Шурчанов (КПРФ), Олег Николаев («Тӗрӗслӗхлӗ Раҫҫей»), Константин Субботин (ЛДПР), Валерий Сапожников («Раҫҫейри пенсионерсен партийӗ»).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=143966
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм наркотикпе айкашакансене хӑйӗн хваттерне тара ярса пурӑннӑ.

Ун пек сиенлӗ йӑла хӑйӗн пулмасан вӗсемпе, тен, ҫыхланмӗччӗ те, анчах ниҫта та ӗҫлемен пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑм Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районти хваттере наркотикпе айкашакансене ярса пурӑннӑ. Хӑйӗн утӑмне хӗрарӑм наркотика «хӑрушлӑхсӑр» хатӗрлеме май туса парас тенипе ӑнлантарнӑ.

Шанчӑксӑр хваттере йӗрке хуралҫисем пырса тӗрӗсленӗ те унта шприцсем, наркотик хатӗрлеме усӑ курнӑ савӑт-сапа, хатӗрсем асӑрханӑ.

Ҫапли-ҫапли пуль те, анчах ун пек «ырӑ кӑмӑл» саккунпа килӗшсе тӑмасть ҫав. Наркотикпе тахҫанах айкашакан хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗчӗк ачаллӑ ҫав хӗрарӑма тӑватӑ ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ.

Сӑнсем (5)

 

Страницӑсем: 1 ... 2928, 2929, 2930, 2931, 2932, 2933, 2934, 2935, 2936, 2937, [2938], 2939, 2940, 2941, 2942, 2943, 2944, 2945, 2946, 2947, 2948, ... 3892
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 13

1940
85
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...