Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Егоркино

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Егоркино ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Илья Сафонов Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Сырӑш» конкурсра ҫӗнтернӗ. Экологи конкурсне йывӑҫпа ӗҫлекен 1500 ытла ӑста хутшӑннӑ. Ӑна «Экологи» наци проекчӗн «Таса ҫӗршыв» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ.

Финала 10-шӗ кӑна тухнӑ. Вӗсен йышӗнче - Илья Сафонов та. Вӑл - ЧР Культура министерствин специалисчӗ.

Илья юманран пӗр пӑтапа та усӑ курмасӑр сырӑш ӑсталанӑ. Ун ҫине вӑл «Пашалӑх сыхлать» тесе ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_359561
 

Спорт
Ҫӑлкуҫ: Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗ
Ҫӑлкуҫ: Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗ

Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче ӗнер тӳре-шара хушшинче шашкӑпа шахмат енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Вырӑнти влаҫ органӗсен официаллӑ сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх ӑмӑртӑва мӗнпурӗ 19 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем: округ администрацийӗпе территори пайӗсенчи ӗҫченсем.

Ӑмӑртӑва администрацин вӑй-хал культури, спорт тата ҫамрӑксен политикин сектор заведующийӗ Николай Чангайкин чаплӑн уҫнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хутшӑнакансемпе паллаштарнӑ кӑна мар, ҫак спорт тӗсӗ ыттисем хушшинче 8-мӗш вырӑн йышӑннине те палӑртнӑ. Ӑмӑртун тӗп тӳри Сергей Иовлев хутшӑнакансене вӑйӑ йӗркине ӑнлантарса панӑ.

Шашкӑлла вылянӑ май пӗрремӗш вырӑна Хутар территори пайӗнчи Дмитрий Александровпа Анат Кӑмаша территори пайӗнчи Валентина Губанова йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн Юманай тӑрӑхӗнчи Олег Яковлева лекнӗ.

Шахмат енӗпе вара пӗрремӗш вырӑна Юманай территори пайӗнчи Сергей Измайлов йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑн Егоркино территори пайӗнчи Ольга Улисовӑпа Турхан территори пайӗнчи Вениамин Яскея лекнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗмӗрле районӗнчи Егоркино ялӗнче нимӗҫ овчарки вӑрӑ ҫулӗ ҫине лекме пулӑшнӑ.

Унти ял лавккине пӗр каҫхине такамсем чӳречерен кӗрсе апат-ҫимӗҫ ҫаклатса тухнӑ. Чӗнмен хӑнасем ҫимеллипе пӗрлех пылак апата та илнӗ, эрех-сӑра таврашне те тиркесе тӑман. Лавкка хуҫи йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, кукӑр ӑллисем 20 пине яхӑн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.

Вӑрра шырама йӗрке хуралҫисем хӑйсен шанчӑклӑ тусне, «Мухтар» ятлӑ нимӗҫ овчаркине ертсе кайнӑ. Лавккана вӑрӑ чӳрече тимӗр решеткине касса кӗнине асӑрханӑ вӗсем. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ ҫыннӑн йӗрӗ ҫине кинологпа йытӑ часах лекнӗ. Пӗр километр шыраса кайсан вӗсем ялти пӗр киле пырса ҫитнӗ. Унта вӑрланӑ пурлӑха асӑрханӑ та. Пӗр пайне кил хуҫисем пахчана тухса пытарнӑ.

Кил хуҫийӗ 35 ҫулти, унччен судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм пулнӑ. Ун патӗнче хӑй пекех тахӑҫан суд тенкелӗ ҫинче пулнӑ хӑнасем пулнӑ. Вӗсенчен пӗри Етӗрне районӗнченех пырса ҫитнӗ. Эрех пӗтсе ҫитсен ҫавсем ялти лавккана ҫаратма шутланӑ.

 

Культура

Ял тӑрӑхӗнчи чи лайӑх культура учрежденийӗсен конкурсӗнче Ҫӗмерле районӗнчи Егоркинӑри информаципе культура центрӗнче фольклор специалисчӗ пулса ӗҫлекен Людмила Григорьева та кӗнӗ.

Людмила Григорьевна Ҫӗмӗрле районӗнчи культура тытӑмӗнче 20 ытла ҫул ӗҫлет. Вӑл культура учрежденийӗнче методистран директор таран ӳснӗ. Халӗ вӑл Егоркинӑри информаципе культура центрӗнче фольклор специалистӗнче вӑй хурать.

Людмила Григорьева тӑрӑшнипе «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ Ҫӗмӗрле районӗнче пӗлтерӗшӗ вырӑн йышӑнать. Вӑл пӗлтӗр 25 ҫул тултарнӑ. Ушкӑна культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, медиксем, пенсионерсем, ҫамрӑксем ҫӳреҫҫӗ, ӗлӗкхи халӑх юррисене, йӑли-йӗркине, увӗсене, ташшисене халӑха кӑтартаҫҫӗ. Репертуарта Ҫӗмӗрле районӗн юрӑпа йӑла фольклорӗ, вырӑнти туйсем, улахсем, ҫара ӑсатни пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

«Шанчӑка» республикӑра кӑна мар, Раҫҫейре та хапӑлласах йышӑнаҫҫӗ. Ушкӑн Коми Республикинче иртнӗ «Завалинка» VIII регионсем хушшинчи фестивале, Екатеринбургри «Кӗр сӑрине» хутшӑннӑ. Ансамбль пухмачӗ дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе пуянланнӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та