|
Чӑваш чӗлхи
![]() Кунта чӑваш чӗлхи вӗренме пулать Пушкӑртстанри патшалӑх университечӗн Стерлитамак хулинчи филиалӗ пулас Ашмаринсене, Перельмансене, Ломоносовсене шырани пирки Фейсбукри хӑйӗн страницинче Иван Тарасов пӗлтерет. "Вӑхӑтлӑха та пулин Интернетри вӑййӑрсене чарса тӑрӑр-ха. Ҫтерлӗри Кеннати Челпир поэтран васкавлӑ ҫыру килчӗ. Пирӗн чӑваш тӗнчи вӑл лартакан ыйтӑва татса пама епле пулӑшаять-ши?", — тесе ҫырнӑ вӑл. Асӑннӑ аслӑ шкулӑн Стерлитамакри фиалиалӗн чӑваш филологи уйрӑмне абитуриентсене пухса ҫитереймен-мӗн, пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Вӗренме кӗрес кӑмӑллисен заявленийӗсене утӑ 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытманнисене тест майӗпе те илме хатӗр иккен унта. "Халӗ йышра 10. Тата кирлӗ... Унсӑрӑн бюджетлӑ вырӑнсене ӗмӗрлӗхех хупма пултараҫҫӗ, куҫӑн мар вӗренме тӳлевлӗ тӑваҫҫӗ. Хальтерех кайсан аван. Тен, эсир кама та пулин вӗренме каяс текенсене пӗлетӗр? Пӗлтерсен пит аван пулӗччӗ. Тав", — тесе хыпараланӑ ӗнер Иван Тарасов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Маршруткӑсем хула тӑрӑх ҫил пек вирхӗнсе пыраҫҫӗ-и? Водительсем салона ҫынсене хӑяр пички пек тултараҫҫӗ-и? Ҫӑхавлӑр. Вӗсене 23-51-99 номерпе йышӑнаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ ятарласа хӗрӳ лини уҫнӑ. Вӑл ӗҫлемелли кунсенче ирхи 6 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен ӗҫлӗ. Шӑнкӑравласан оператор хуравне кӗтмелле е ҫӑхава автоответика пӗлтермелле. Ята, хушамата, ашшӗн ятне пӗлтерме, маршрутка ӑҫта тата хӑҫан йӗркене пӑснине калама ыйтӗҫ. Ҫавӑн пекех телефон номерне, адреса каламалла, ҫапла ҫырса хуравлӗҫ. Сӑмах май, администраци ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе пӗрле рейд ирттернӗ. Ун чухне виҫӗ микроавтобус ҫын нумай тултарнине тупса палӑртнӑ. Вӗсем 42, 44, 52-мӗш маршрутсемпе ӗҫслекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Канашра пурӑнакан Марина Матвеева Burda журнал конкурсӗсене 11 хут хутшӑннӑ. Нихӑҫан та парӑнман вӑл. Хальхинче Маринӑна чӑнах та ӑннӑ. Вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Марина Матвеева ҫӗлеме юратать. Чыслава вӑл 1987 ҫулта тухнӑ журнала йӑтса пынӑ. Шӑпах ҫав номертен вӑл ҫӗлессипе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ку таранччен хӑй миҫе япала ҫӗленине пӗлмест вӑл. Шкулти ӑсату каҫне те хӑйӗн валли кӗпе хатӗрленӗ. Амӑшне те, ывӑлне те, хӗрне те, упӑшкине те илемлӗ кӗпе ҫӗлесе тӑхӑнтартнӑ. Шкапӗнче хӑй ҫӗленӗ кӗпе туллиех унӑн. Марина Матвеева шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет. Ҫӗвӗ машини умне кашни каҫ ларать. Халӗ хӗрӗ те ку ӗҫе хӑнӑхать. Марина кӗпесен моделӗсене куҫ хупсанах курать. Теприсем ҫывӑрма выртсан та канлӗх памаҫҫӗ ӑна. Сӑмах май, Марина Матвеева 2012 ҫулта та журналти конкурса ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ эрнере Вӑрнар районӗнче 20 ҫулти хӗр пуйӑс айне пулнӑ. Малтанах пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер тавар турттаракан пуйӑс айне хӑй сикме пултарнӑ. Анчах тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем ҫакна хирӗҫлеҫҫӗ. Машинист рельс тӑрӑх утакан ҫынна курсан пуйӑса кӑшкӑртнӑ-мӗн. Анчах лешӗ пӑрӑнман. Тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем каланӑ тӑрӑх, пике хаваслӑскер, пурнӑҫа юратаканскер пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хурайман. Ҫав кун пикене курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл хаваслӑ пулнӑ. «Ахӑртнех, вӑл пуйӑса кая юлса асӑрханӑ», — тенӗ аппӑшӗ. Ку ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре пулнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, хӗр ҫак вӑхӑтра унта ӑнсӑртран лекмен. Ҫамрӑксем каҫсерен станцӑ ҫывӑхӗнче час-часах пухӑннӑ. Хӗр те ҫав куҫ унталла рельс тӑрӑх утнӑ-мӗн. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Пульница ҫинчи баннер ЧР Прокуратури ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Прокуратура шухӑшӗпе, ведомство ертӳҫи хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти интересӗшӗн усӑ курнӑ. Прокуратура ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин тӗлӗшпе «агитацилеме» юраманнине пӑснӑшӑн представлени ҫырнӑ. Ҫак тӗрӗсмарлӑха «Наблюдатель» общество юхӑмӗ асӑрханӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина учрежденийӗ ҫине ҫакнӑ баннерсем ун куҫӗ тӗлне пулнӑ. Унта Алла Самойлова «Пациент азбуки» брошюрӑпа тӑрать, ун ҫинче вара – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» палли. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн, кун пек агитацилеме юрамасть. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, баннерсемпе брошюрӑсене «Чӑваш Республикинчи медицина ассоциацийӗ» коммерциллӗ мар организаци шучӗпе хатӗрленӗ. Ӑна вара Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Владимир Викторов ертсе пырать. Вӑлах «Хулари стоматологи клиники» АУ ертӳҫи те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Садовый» микрорайонти кафере чейпе кофене пӗр хут усӑ курмалли стаканпа панинчен тӗлӗннӗ. Ҫакна вӑл ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, районсемпе хуласен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра асӑнса хӑварнӑ. Канашлура ытти нумай ыйтупа пӗрле социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ хакӗсене те тишкернӗ. Лавккасенче Чӑваш Енре туса кӑларакан продукци ытларах пулмалли пирки те калаҫнӑ. «Хыпар» хаҫатра Николай Коновалов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев ҫак кунсенче тӗп хулари ҫӗнӗ «Садовый» микрорайонта пулнӑ май унти ватӑсем пӗр кафере ирех — 4-5 сехетрех — эрех сутма пуҫланипе кӑмӑлсӑрланни ҫинчен каланӑ. Журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫипе Михаил Васильевич ятарласа курнӑҫнӑ — лешӗ юсанма шантарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Элтепере чейпе кофене пӗр хут усӑ курмалли стакансене пани тӗлӗнтернӗ. «Ҫул хӗрринчи кафе пулнӑ тӑк — ӑнланмалла-ха, анчах ҫакӑн пек вырӑнсенче нивушлӗ йӗркеллӗ савӑт-сапа пулмалла мар? Хула влаҫӗсен ҫак самантсене те сӑнасах тӑмалла», — тенӗ иккен Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Ирӗклӗх» наци культурин обществин хастарӗсем Шупашкарти аэропорт гендиректорне самолетсем вӗҫсе килнипе кайнине вырӑсла кӑна мар, чӑвашла та калама ыйтнӑ. Аэропортра таблона вырӑсла тата акӑлчанла ҫырнӑ. Хастарсем ӑна чӑвашлатма та ыйтнӑ. Хастарсен шухӑшӗпе, ку ҫыннӑн Конституци правине пӑсать. Ара, чӑвашла калаҫакансем чӑвашла илтеймеҫҫӗ-ҫке ҫакна. «Ирӗклӗх» ырӑ тӗслӗх вырӑнне «Хусан» пӗтӗм тӗнчери аэропорта илсе кӑтартнӑ. Унта пассажирсене вырӑсла кӑна мар, тутарла, акӑлчанла та пӗлтереҫҫӗ. Ҫапла майпа общество хастарӗсем Шупашкарти аэропорт ертӳлӗхне информаци хӑмисене тата пассажирсене пӗлтернине чӑвашлатма хистесех ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар поселокӗ хӗрринчи ҫул ҫинче темӗн те йӑваланать: хутаҫ, йывӑҫ, сӗтел-пукан, пластик кӗленче, михӗ, ҫӳп-ҫап… Ку вӑрнарсене шутсӑр пӑшӑрхантарать. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап купи чакса мар, ӳссе пырать. Унта пурӑнакан Александр Иванов «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, поселокри ҫӳп-ҫапа йӗркеллӗ илсе тухмаҫҫӗ. Ҫул пӑрӑнӑшӗнче, кабель савучӗпе чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта, свалка пухӑннӑ. Кун пирки Вӑрнар район администрацийӗ нимӗн те калайман. Пӗртен-пӗр эколог вӗренӳре-мӗн, ҫавӑнпа нимӗнле комментари те паман вӗсем. Вӑрнар ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем вара ку свалка пирки пӗлмеҫҫӗ те. Анчах ку вӗсене яваплӑхран хӑтармасть. Ҫӳп-ҫапа тасатма шантарнӑ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре туристсем валли кӑтартмӑшсем лартасси пирки унчченех калаҫнӑччӗ. Ҫакна Чӑваш Ен правительстви хушнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Халӗ вӗсене вырнаҫтарас ӗҫ кал-кал пырать. Республикӑра туристсем валли пӗрремӗш кӑтартмӑш вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Вӑл Европӑри евӗрех: дизайнӗ те, тӗсӗ те. Пӗрремӗш кӑтартмӑша Сӗнтӗрвӑрри районӗнче А.Г.Николаев космонавт асӑну комплексне кайнӑ ҫӗрте вырнаҫтарнӑ. Кӑтартмӑш туристсене унта пӗр чӑрмавсӑрах ҫитме май парать. Ытти кӑтартмӑша та кӗҫех вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Суйлав ҫывхарнӑ май хальхи вӑхӑтра партисем хайсен кандидачӗсене суйлава тӑратаҫҫӗ. Раҫҫейӗн либерал-демократсен партийӗ РФ Патшалӑх Думине суйланма икӗ кандидата тӑратнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Константин Степанов тата Сергей Белобаев иккӗшӗ те пӗр мандатлӑ округсемпе суйлава тухӗҫ: пӗри — Канашпа, тепри — Шупашкарпа. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти тӑратнӑ кандидатсемпе пӗр пек хушаматлӑ ҫынсем те хӑйсен кандидатурисене регистрациленине эпир ҫырнӑччӗ. РФ Патшалӑх Думин хальхи депутатне Анатолий Аксакова Чӑваш Енре ҫул пама пултарнине хыпарланӑччӗ. Чӑн та, ку хыпар тӗрӗсе килчӗ. Вӑл канашри пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе кӗрешӗве тухать. Анчах паллӑ политик сассине туртса илме ӗмӗтлӗ Аксаков хушаматлисем кӗҫех тупӑннӑ та. Вӗсенчен пӗри — 23 ҫулти Александр Аксаков тренер-преподаватель, тепри — ӗҫсӗр Анатолий Аксаков. Анчах каярах лару-тӑру урӑхла ҫаврӑнса тухнӑ: тренер хӑй кандидатурине илнӗ, ӗҫсӗр Анатолий Аксаков судпа айӑпланни, унӑн айӑплав вӑхӑчӗ иртсе пӗтменни ҫиеле тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
