Ҫурт-йӗр
![]() Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем ҫурта тӗплӗн юсама та укҫа тӳлеме тытӑнчӗҫ. Ытла нумаях пулмасть йышӑннӑ ҫак ҫӗнӗлӗх ҫынсене савӑнтарманни паллӑ ӗнтӗ. Ҫитменнине тата тӳлевшӗн финанс учрежденийӗсем комисси илни халӑха тарӑхтарать. Раҫҫейӗн Перекет банкӗ малашне комисси илмесси пирки пӗлтерет. Укҫана банк хӑйпе килӗшӳ тунӑ организацин ятарлӑ счечӗ ҫине куҫарса парӗ. Коммуналлӑ юсавшӑн тӳлес тесен банка ҫитмесен те юрать. Перекет банкӗн ятарлӑ терминалӗсем те ку тӳлеве йышӑнӗҫ. «Перекет банкӗ Онлайн» пулӑшупа усӑ куракансем килте ларсах тӳлеве куҫарса ярайӗҫ. «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхшӑн автотӳлев» меслетпе те усӑ курма май пур. Юлашкинчен асӑнни парӑма тытӑм хӑех кашни уйӑхра тытса юлассине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗмен облаҫӗнчи Канаш ялӗнче чӑваш туйне ӳкернӗ. Ку пулӑм унтисемшӗн кӗтменлӗх пулни каламасӑрах паллӑ темелле. «Ял кӗҫех ҫӗр ҫула ҫитет. Пирӗн патра вара пуҫласа кино ӳкереҫҫӗ», — тӗлӗнсе калаҫнӑ ял ҫыннисем фильм ӳкернине сӑнанӑ май. «Хӗрӗ тата мӗн кулать? Пӗркенчӗк айӗнче унӑн кулмалла мар, йӗмелле», — ӑна-кӑна чухласа тиркесерех те калаҫнӑ теприсем. Канаш ялне Чӑваш Енри Вӑрнар районӗнчен куҫса кайнӑ чӑвашсем 1921 ҫулта йӗркелесе янӑ. Чӑваш туйне ӳкернӗ май ҫынсем хӑйсен йӑх-несӗл тымарӗсене те аса илнӗ, манӑҫма пуҫланӑ йӑла-йӗркене те. Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова каланӑ тӑрӑх вӗсене вырӑнти «Регион-Тюмень» телерадиокомпани те кӑтартнӑ. «Чӑваш туйӗ» документлӑ фильм унти чӑвашсемшӗн пӗрремӗш мар. Унччен, кӑрлач уйӑхӗнче телеканал «Никита Бичурин» фильм ӳкернӗ, ҫурла уйӑхӗнче — «Ҫӗпӗр кӑмӑлӗллӗ чӑвашсем» ятлине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Вӑрнарти тӗп вулавӑшра тата историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Халӑх ҫӳпҫинчен» ятпа фольклор уявӗ иртнӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран лама куҫса пыракан пуянлӑхне кӑтартма ҫамрӑксене пуҫтарнӑ. «Халӑх ҫӳпҫинчен» фольклор уявне йӗркелекенӗ вара вырӑнти культура ӗҫченӗсем пуҫарса янӑ «Эткерлӗх» клуб. Вӑрнар рйаонӗнчи тӗп вулавӑшӑн пулӑшу кӳрекен пайӗн пуҫлӑхӗ Л.Г. Кадыкова ҫамрӑксене чӑвашсен ал ӑсталӑхӗпе, ытти пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекесене кӑтартнӑ. Кӗнекесенче тӗрӗ ӑсталӑхӗ, йывӑҫран касса тӗрлӗ япала тӑвас вӑрттӑнлӑх, ҫӗвӗ тата пир тӗртес пултарулӑх пирки каласа кӑтартнӑ. Таврапӗлӳ музейӗн пуҫлӑхӗ Е.И. Шарипова вара Чӑваш Енре ӳнер хуҫалӑхӗсем епле аталанса пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Игнатий Молодов сцена ӑсти пирки кӑларнӑ «О театре и о себе» аса илӳсен кӗнекин хӑтлавне Елчӗкри вулавӑшра йӗркелени пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ентешне елчӗксем манманнине ҫирӗплетекен тепӗр пулӑм — Кӗҫӗн Таяпари вулавӑшра Игнатий Молодова халалласа «Анлӑ тавракурӑмлӑ, хӑватлӑ талант» ятлӑ курав йӗркелени. Чӑваш халӑх артисчӗ И.О. Молодов ҫуралнӑранпа юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 110 ҫул ҫитет. Ҫавна май унӑн ентешӗсем курав йӗркеленӗ те. Курава хутшӑннисемне артистӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Ялти шкулта чӑваш чӗлхипе вӗрентекен А. Иванова Игнатий Осиповичӑн пултарулӑхӗ ҫинчен каласа панӑ. Маларах асӑннӑ «О театре и о себе» кӗнекепе те вулакансене паллаштарнӑ. Кӗҫӗн Таяпари культура ҫурчӗ ҫумӗнчи кружоксене ҫӳрекенсем те юбилее хатӗрленеҫҫӗ. Ентешне халласа вӗсем сӑвӑ-хайлав ҫыраҫҫӗ, «Артист пулма ҫӑмӑл мар» конкурса хатӗрленеҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра пурӑнакансем тахҫанах шӑв-шав ҫӗкленӗ. Вӗсене nинех илтнӗ. Ара, халӑх вӗсен ҫурчӗпе юнашар теприне ҫӗкленӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ ҫурта тӑвас ӗҫе чарса лартнине пӗлтернӗ. Халӗ суд приставӗсем строительство лапамне кӗмелли алӑка пичет ҫапса хупнӑ. Ҫурта «Алкор-Строй» фирма тӑвать. Унӑн ертӳҫи — хула парламенчӗн депутачӗ. Вӑл — КПРФ партире тӑракан Алексей Лапин. Проектра вӑл ӑна халӑха пулӑшу памалли объект тесе палӑртнӑ. Хӑй вара нумай хваттерлӗ ҫурт ҫӗклеме тытӑннӑ. Шупашкар мэрийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ларӑвне юпан 20-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ҫынсене ҫав ҫуртра хваттер илме сӗнмеҫҫӗ. Унсӑрӑн улталаннӑ пайҫӑсен йышне кӗрес хӑрушлӑх пур теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ача ҫурални — пысӑк савӑнӑҫ. Анчах пӗчӗкскер вилни те, шел, тӗл пулать. Хӑш чухне ку тухтӑрсен айӑпӗпе пулать. Чӑваш Ен вара ку енӗпе «палӑрмасть». Пирӗн республикӑра ача вилессин кӑтартӑвӗ — чи пӗчӗкки. Кун пирки Патшалӑх статистикин федераци служби пӗлтерет. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчи кӑтартусене шутланӑ та ҫакна палӑртнӑ: Раҫҫейре чӗрӗ ҫуралнӑ 1000 ача ҫине ача вилессин кӑтартӑвӗ 6,6-па танлашнӑ. Атӑлҫи федераци округӗпе вара ку кӑтарту — 6,3. Раҫҫейӗпе илес тӗк, Чӑваш Ен ку кӑтарту енӗпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн республикӑра ку кӑтарту 3-пе ҫеҫ танлашнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Пенза облаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарта 21 ҫултан ҫамрӑкрах ачасемпе ҫамрӑксене эрех-сӑра сутма юраманни пирки калаҫнӑ. Ҫавра сӗтеле хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ирина Клементьева, Роспотребнадзорӑн элчисем, хула администрацийӗн ӗҫченӗсем, Шупашкарти районсен администрацийӗсен ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтел иртнӗ эрнере иртнӗ. Хула администрацийӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хутшӑннисем ҫак саккуна йышӑнмалли пирки каланӑ. Ирина Клементьева палӑртнӑ тӑрӑх, 21 ҫултан ҫамрӑкраххисене эрех-сӑра сутманни ҫамрӑксен хушшинче ӗҫкӗпе иртӗхекенсен йышне чакарма май парӗ. Пӑлханмалли сӑлтав пур ҫав. Чӑваш Ен эрех-сӑра ӗҫсе вилнисен йышӗпе малта пыраканнисенчен пӗри. Ҫавра сӗтел ҫак ҫивӗч ыйтӑва сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: алкоголе 21 ҫултан ҫамрӑкраххисене сутмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Хусанта ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 2-мӗш фестивалӗ старт илнӗ. Унта 10 ытла тӗрӗк халӑхӗсен ҫамрӑкӗсем килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енрен фестивале «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тата чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ хутшӑнать. Кунсӑр пуҫне мероприятие азербайджансем, турккӑсем, пӑлхарсем, казахсем, кӑркӑссем, нухайсем тата тӗрӗк халӑхӗсен ытти ҫыннисем килнӗ. Фестиваль программи анлӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Тутарстан чиновникӗсемпе тӗл пулӗҫ, экскурсисем ирттерӗҫ, семинарсемпе хӑтлавсем йӗркелӗҫ. Фестивале «Атӑл» центр, тутарсен наци культурин федераци автономийӗ тата Тутарстанри ҫамрӑксен ӗҫӗпе тата спорт енӗпе ӗҫлекен министерство йӗркеленӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗ. Аса илтерер: 1-мӗш фестиваль те Хусанта иртнӗ. Ун чухне те унта чӑваш организацийӗсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Раштав уйӑхӗнче Шупашкарти кинотеатрсен экранӗсем ҫине Шупашкар режиссерӗн фильмӗ тухӗ. Ӑна наркотикпе кӗрешес тӗллевпе ӳкернӗ. «Ветки» ят панӑ ӑна. Владимир Синяевӑн илемлӗ фильмне ӳкермешкӗн республикӑри ШӖМ, наркотӗрӗслев служби, айӑплава пурнӑҫлакан управлени хутшӑннӑ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, фильм сценарине республикӑри нарколару-тӑрӑвне шута илсе хатӗрленӗ. Унта наркомани ыйтӑвӗсене ҫутатнӑ. Картина кинотеатрсен экранӗсем ҫине раштав уйӑхӗнче тухмалла. Хальлӗхе монтаж тӑвас ӗҫ пырать. Ҫавӑн пекех кирлӗ документацисене хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакӑ паллӑ: фильм пӗр сехет ҫурӑна тӑсӑлӗ. Хальлӗхе тӗнче тетелӗнче унӑн трейлерӗ тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал Литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май елчӗк ҫыравҫисемпе тӗпчевҫисем сахал мар кӗнеке кӑларма май тупрӗҫ тесе пӗлтерет асӑннӑ районти тӗп вулавӑш. Пултаруллӑ сцена ӑсти Игнатий Молодов 110 ҫул тултарнӑ май А.А. Тимофеевпа Л.П. Молодова чӑваш халӑх артисчӗн Игнатий Молодовӑн вырӑсла асаилӗвӗсене «О театре и о себе» кӗнекере пичетлесе кӑларнӑ. Кӗнекен тишкерӗвне Елчӗкри культура ҫуртӗнче ирттернӗ. «О театре и о себе» кӗнекери аса илӳсенче автор хӑй ҫинчен кӑна мар, чӑваш театрӗпе ӗҫ коллективӗ пирки уҫӑмлӑн та тӗплӗн каласа панӑ. Ҫавна май вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ академи театрӗн историйӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑрать тесе пӗтӗмлетет кун пирки вулавӑш. СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев кӗнеке валли ум сӑмах ҫырнӑ, СССР халӑх артисткин Вера Кузьминапа Василий Митта ҫыравҫӑн асаилӗвӗсем те унта вырӑн тупнӑ. Игнатий Молодов тӗрлӗ рольте вылянӑ самантсен сӑн ӳкерчӗкӗсене кӗртсе хӑварнӑ. ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, кӗнекене пухса хатӗрлекен А.А. Тимофеев, СССР халӑх учителӗ П.Н. Чернов тата Игнатий Осиповичӑн пиччӗшӗн ывӑлӗ А. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |