Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Республикӑри прокуратура вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлать.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Леонид Григорьевич район хыснинче укҫа ҫителӗклӗ пулманнине пӗлсе тӑрсах подряд организацийӗпе стадион тумашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Вӑл Вӑрнарти ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ ҫумӗнче вырнаҫмалла пулнӑ. Контрактра палӑртнӑ укҫа виҫи — 30 миллион тенкӗ. Ӑна 15 кунра тумалла пулнӑ. Анчах укҫа ҫуккине пула ӗҫ чарӑнса ларнӑ.
Ҫав ҫулах пуҫлӑх подрядчикпе 2 миллион та 800 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ тесе алӑ пуснӑ. Анчах кун чухлӗ ӗҫ туман. 2015 ҫулта организаци 1 миллион та 900 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ, ун хыҫҫӑн унпа килӗшӗве татнӑ. Ҫапла майпа Вӑрнар районӗн хыснине пуҫлӑх 880 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.