Спорт
![]() Чӑваш Ен Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен кунне ирттерӗ. Ӑна Раҫҫейӗпех йӗркелеҫҫӗ. Уяв нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулӗ. Ун чухне чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Ӑна 2014 ҫулта Сочире иртнӗ Олимп вӑййисем хыҫҫӑн ирттерме тытӑннӑ. Халӗ те уява ӑна халалласа йӗркелеҫҫӗ. 11 сехетре «Олимпийский» стадионта «Лед нашей надежды» (чӑв. Пире шанчӑк паракан пӑр) мероприяти иртӗ. Ҫав вӑхӑтрах ветерансем йӗлтӗрпе чупса ӑмӑртӗҫ. 10-11 сехетсенче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче конькипе тӳлевсӗрех ярӑнма май пулӗ. 11 сехетре уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. 16 сехетре пӑр ҫинче ташӑ каҫӗ иртӗ. «Олимпийский» стадионта та ташӑ каҫӗ пулӗ. Вӑл 18 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Студентсен кунӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ «Ҫулталӑк студенчӗ – 2015» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Номинацисенче ҫӗнтернисене аслӑ шкулти тата хулари хисеплӗ ҫынсем пӗлтернӗ. «Ҫулталӑк интеллекчӗ» номинацире Дарья Медведева ҫӗнтернӗ. Вӑл «пиллӗксемпе» ӗлкӗрсе пырать. Дарья факультетри общество ӗҫӗн председателӗ, аслӑ шкулти ҫамрӑк ӑсчахсемпе студентсен канашӗн секретарӗ. «Ҫулталӑк спортсменӗ» ята Екатерина Иванова тивӗҫнӗ. Вӑл ЧР Элтеперӗн стипендине те илсе тӑрать. «Чи пултаруллӑ студент» Светлана Тарасова пулса тӑнӑ. Вӑл ЧР Элтеперӗн стипендине илме тивӗҫнӗ. «Аслӑ шкулти лидер» ята вара Рена Филиппова илтнӗ. Вӑл та общество ӗҫне хастар хутшӑнать. «Студентсен чи лайӑх ӑслӑлӑх организацийӗ» номинацире шкулчченхи тата коррекци педагогипе психологийӗн факультечӗн ӑслӑлӑх обществи ҫӗнтернӗ. Чи пултаруллӑ ушкӑн «Ыйхӑсен патшалӑхӗ» мода театрӗ пулнӑ. Студентсен чи лайӑх общество пӗрлешӗвӗ вара «Корпорация добра» нимеҫӗ (волонтер) организацийӗ пулнӑ. «Ҫулталӑк студенчӗ» Гран-прине вара психологипе педагогика факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренекен Татьяна Шипова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Чӑваш Енре сивӗ ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем эрне вӗҫне ӑшӑтасса пӗлтереҫҫӗ. Анчах темиҫе кунра пульницӑна тӑм илнӗ ҫынсене илсе килме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Шупашкарта икӗ кунра тӑм илнипе аптӑранӑ тӑватӑ ҫынна илсе килни хальччен пулман. Паянхи кун тӗлне тӑватӑ ҫынна тӑм илнӗ. Виҫӗ тӗслӗхӗнче ку эрех-сӑрана пула сиксе тухнӑ. Ӳсӗрскерсем урамрах ҫывӑрса кайнӑ. Акӑ Куславкка районӗнче кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ӑс-тӑн енчен хавшак 54 ҫулти ҫын ҫӗрле ҫухалса кайнӑ та урамра 4 сехете яхӑн ҫӳренӗ. Ҫапла вӑл ӳт-пӗвне тӑм илтернӗ. Хур курнӑскере иртен-ҫӳрен пульницӑна илсе ҫитернӗ. Кӗҫех ӑшӑтать пулин те синоптиксем асӑрханма ыйтаҫҫӗ. Чӑваш Енре тепӗр виҫӗ кун сивӗ ҫанталӑк пулмалла. Хӑш-пӗр районта термометр 27 градус таранах анма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, чӑвашсен паллӑ сӑвӑҫи Раиса Сарпи 65 ҫул тултарнӑ. Раиса Васильевна юбилейне Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче паллӑ тунӑ. Раиса Сарпи 40 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Унӑн сӑввисемпе 300 ытла юрӑ ҫырнӑ. Унӑн пьесисем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Пуканесен театрӗнче пур. Раиса Сарпин ашшӗ кӑҫал 101 ҫул тултарать. Поэтесса та ҫавӑн чухлӗ пурӑнма сӑмах панӑ. Вӑл тепӗр 40 ытла кӗнеке кӑларма ӗмӗтленет. Юбиляра саламламашкӑн кӳршӗ регионти тусӗсем те килнӗ. Мари Эл Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Ипполит Лобанов Раиса Сарпипе пӗлтӗр паллашнӑ. Вӑл унӑн сӑввисене куҫарнӑ та хӑйсем патӗнчи хаҫатра пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫамрӑк, пултаруллӑ ҫынсене шырать. Театр труппӑна яш-хӗре йышӑнма хатӗр. Режиссерсем 16–25 ҫулсенчи ҫамрӑксене шыраҫҫӗ. Кайран вӗсене Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ ҫумӗнче вӗрентӗҫ. 4 ҫул вӗрентме палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫамрӑксем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Суйлав нарӑс уйӑхӗн 2–3-мӗшӗсенче театрта иртӗ. Абитуриентсен чӑвашла пӗлмелле, ташлама ӑста пулмалла. Пулас артистсен прозӑри сыпӑка, сӑвӑ, юптару вуламалла, сценка-импровизаци лартмалла. Суйласа илнисем института вӗренме кайӗҫ. Ҫулла вӗсен вырӑс чӗлхипе, литературипе, историпе тытнӑ ППЭ кӑтартӑвӗсене илсе килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсен тӗпренчӗкӗсем валли чӑвашла ятсем те суйлаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул ҫуралнӑ пепкесене хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ Илемпи, Юман, Айдар, Хастар ят хунӑ. Республикӑн Юстици министерстви иртнӗ ҫулхине тишкернӗ тӑрӑх, уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ арҫын ача ячӗсем хушшинче — Кирилл, Максим, Артём, Дмитрий, Егор, Роман, Александр, Михаил, Иван, Илья. Хӗрачасене Анна, Мария, Виктория, Анастасия, Дарья, Валерия, Ксения, София, Екатерина, Елизавета тесе ҫыртаракансем ытларах. Вырӑссен авалхи ячӗсене кӑмӑллакан ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пӗчӗк пӑхаттирӗсем валли Гордей, Матвей, Савелий, Семён, Степан, Арсений, Мирон, Макар, Прохор, хӗр ҫуралсан Захар, Елисей, Анисия, Есения, Таисия, Устиния, Варвара ятсене суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ҫамрӑксен театрне ҫитес уйӑхра кайма сахалтан та виҫӗ сӑлтав пур. Кун пирки Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ май: «Калама ҫук ҫук илемлӗ те кӗтмен пулӑмсем кӗтеҫҫӗ хаклӑ кураканӑмӑрсене!» — тесе ӗнентереҫҫӗ. Театра ҫитес уйӑхра каймалли сӑлтавсен шутӗнче хушшинче ҫаксене асӑнса кайнӑ: 1. Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш халӑх артистки Лидия Красовӑн юбилей каҫӗнче «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» спектакль кӑтартӗҫ, кун пирки эпир пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. 2. Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче — ачасем валли «Ылтӑн чӗпӗ» юмах. Ашшӗсемпе аслашшӗсем тӳлевсӗр кӗме пултараҫҫӗ. 3. Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче — премьера. «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма чӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Иртнӗ эрнекун Етӗрне райадминистрацинче районти ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу иртрӗ. Канашлура кулленхи ӗҫсене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Стрелецки ял тӑрӑх пуҫлӑхне Александр Недопивцева ҫуралнӑ кунпа саламласа малашне те ял тӑрӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Канашлу хыҫҫӑн пухӑннисем «Сӑрҫум» ВХСК ирттернӗ шахмат турнирне хутшӑннӑ. Хӗрарӑм ертӳҫӗсенчен чи ӑста шахматҫӑ ята Кӑкшӑм ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Маргарита Кольцова ҫӗнсе илнӗ. 2-мӗш вырӑнта — Пушкӑрт ял тӑрӑх ертӳҫи Светлана Яковлева, 3-мӗшӗ — Мӑн Чураш ертӳҫи Любовь Соколова. Арҫынсем хушшинче 1-мӗш вырӑнта Етӗрне район администраци ертӳҫи Владимир Кузьмин, 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсенче — Хучаш ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Святослав Кузьмин тата Етӗрне хулин пуҫлӑхӗ Виталий Абрамов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юрист кирлӗ пулсан вулавӑша каймалла. Ӑслӑ-тӑнлӑ та пултаруллӑ юрист пулӑшӑвне илес тесен кӗсьене самай ҫӳхетмелле. Гражданла тавӑҫ суда шӑрҫалама тӑрсан та специалистсенчен пулӑшу ыйтма тивет, юридици ыйтӑвӗпе уҫӑмлатмалли тупӑнсан та ятарласа вӗреннисен куҫӗнчен пӑхмалла. Тав сӑмахӗшӗн кӑна никам та пулӑшасшӑн мар. Кӗҫнерникун, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗ черетлӗ хутчен юристсене пухать. Право информацийӗн халӑх центрӗнче уйрӑм ҫынсене юридици пулӑшӑвӗ кӳрӗҫ. Раҫҫей юрисчӗсен ассоциацийӗн пайташӗсем Наци вулавӑшӗнчи тӗлпулура тӳлевсӗрех ӑнлантарӗҫ-пулӑшӗҫ. Йышӑну вӑхӑчӗ 16 сехетрен 18 сехетчен пырӗ. Юристсем патне вулавӑшри 101-мӗш пӳлӗме пымалла. Малтанласа ҫырӑнмалли телефон номерӗ: 23-02-17 (хушма номер — 128). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кивӗ тата ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакансен нуши-терчӗ тепӗр икӗ ҫултан вӗҫленмелле. Ҫитес ҫул вӗсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарса пӗтересшӗн. Ҫакӑн пек ҫутӑ ӗмӗтпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче, ун пирки эпир маларах пӗлтертӗмӗр, палӑртса хӑварнӑ. Кивӗ ҫуртсенче пурӑнакансене хӑтлӑ ҫурт-йӗре куҫарма 5 миллиард тенке уйӑрмалла. Ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ ырӑ хыпар 847 ҫуртри 13 пин те 100 ҫынна савӑнӑҫ кӳмелле — паян шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗн кивӗ ҫурт-йӗрте кун кунлать те ҫӗр ҫӗрлет. Хваттер ыйтӑвӗ пирки каланӑ май Михаил Васильевич Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, тӑлӑх ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ытти ҫавӑн йышши категорие ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме кӑҫал хыснаран 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрассине пӗлтернӗ. Ку тупра 4 пин те 700 ҫемьен пурнӑҫ условине лайӑхлатма ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |