Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче сауна тума пуҫланӑ фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ тесе хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тӳре-шара валли мунча тӑвассине «Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗ пуҫарнӑ тесе тӗпчевҫӗсем шухӑшлани пирки те каланӑччӗ.
Сауна тума пуҫланӑ фактпа пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчевҫӗсем малтанласа тӗпчесе пӗтернӗ. Асӑннӑ предприятин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Борис Портнов «Алза» обществӑна мунча тума хушнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Проектпа смета хучӗсене сауна тума пӑхса хӑварман пулин те ӗҫ пуҫарса янӑ, ун валли хыснаран 7 миллион тенкӗ ытларах куҫарнӑ. Маларах Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗн пуҫлӑхне Алексей Ильина ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.