Республикӑра
![]() Республикӑра ҫулсерен «Чӑваш Ен — тӑлӑхсемсӗр» автокараван иртет. Ӑна тӑлӑхсен ыйтӑвне ыттисене явӑҫтарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Авӑнӑн 24-мӗшӗнче автокараван Шӑмӑршӑ районне ҫитнӗ. Мероприяти районти культура ҫуртӗнче иртнӗ. Зала тӑлӑхсене опекӑна, усрава илнӗ ҫемьесем, социаллӑ педагогсем, реабилитаципе тӳрленмелли центрӗн ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Шӑмӑршӑ район администрацийӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пай пуҫлӑхӗ Н.Ендиеров ачасене хӑйсен ҫемйисене воспитани пама илнӗ ҫынсене тав тунӑ. Мероприятире тӗрлӗ ыйту тавра калаҫнӑ. Тӑлӑхсене ҫемьесене вырнаҫтарас ӗҫе пӗтӗмлетнӗ. Ыйтусене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн 3 секци ӗҫленӗ. Вӗсем консультаци, тренинг, ӑсталӑх класӗ евӗр иртнӗ. Унтан Карапай Шӑмӑршӑри Исаевсем патне ҫитнӗ. Вӗсем тӑлӑхсене хӑйсен хӳттине илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Халӑх тетелӗнчи сӑн Тин кӑна ЧР экс-Элтеперӗ Николай Федоров хӗрне Каринӑна чаплӑ туй туса качча пани пирки Шупашкарӗпех кӗрлерӗҫ. Тӗп хулара тепӗр туй кӗрлеттерме хатӗрленеҫҫӗ. Хальхинче Шупашкар мэрӗ хӗрне качча парать. Леонид Черкесовӑн хӗрӗ Анна ятлӑ. Нумаях пулмасть вӑл хулари пӗр кафере хӗр тусӗсемпе уяв ирттернӗ. Ун чухне вӑл ҫутӑ шӑлавар тата диадема тӑхӑннӑ. Тусӗсем вара хура костюмсемпе килнӗ. Хӗрсем караоке-залра пулнӑ. Анна тата унӑн тусӗсем кафере ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене «Инстаграм» халӑх тетелне кӑларса хунӑ. Туй пулассине ҫавӑнтан пӗлнӗ ӗнтӗ ҫынсем. Анчах вӑл хӑш кун иртӗ? Кун пирки хальлӗхе сӑмах тухман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Авӑнӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчин тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Леонид Волков Пӗтӗм Раҫҫейри кӗске метражлӑ киносен «Арткино» фестивальне хутшӑннӑ. Вӑл ҫулсерен авӑн уйӑхӗнче Мускавра уҫӑлать та ҫулталӑкӗпех Раҫҫейри 50 ытла хулара иртет. Конкурса 30 минутран ытла мар тӑсӑлакан фильмсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсене киношкулти студентсемпе выпускниксем хатӗрлеҫҫӗ. 8-мӗш фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗрте 7-мӗш фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. 25 фильм хушшинче профессионал жюри Николай Котяшӑн «Каждый первый» картинине чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Куракансем вара, Раҫҫейри тӗрлӗ хулари сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Евгений Корчагинӑн «Феликс и его любовь» фильмне суйланӑ. Евгений — пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Леонид Волков Евгений Корчагина саламланӑ. Палӑртса хӑварар: «Феликс и его любовь» фильм кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче АПШра иртнӗ пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте ҫӗнтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Наталья Хлесткина Авӑн уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче Китайра йывӑр атлетика енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта ҫӗнтернӗ спортсменсем Рио-де-Жанейрӑра 2016 ҫулта иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнас шанчӑк пур. Раҫҫей чысне Сергей Петров, Дмитрий Хомяков, Алексей Юфкин тата Наталья Хлесткина (вӑл республикӑн спорт шкулӗнче вӗреннӗ) хӳтӗленӗ. Турнир 10 виҫе категорийӗнче иртнӗ. Пиллӗккӗшӗ — арҫынсем валли, тепӗр ҫавӑн чухлех — хӗрарӑмсем валли. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене укҫан хавхалантарнӑ. Раҫҫей спортсменӗсен йышӗнче Наталья Хлесткина помост ҫине пӗрремӗш тухнӑ. Икӗ енлӗ кӗрешӳре вӑл 220 килограмм пухма пултарнӑ. Ҫапла пирӗн ентеш пьедесталӑн иккӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ылтӑн медале Китай спортсменки ҫӗнсе илнӗ. Чӳк уйӑхӗнче АПШра Олимп вӑййисен квалификаци тапхӑрӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ӗнер Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине хальхи технологисемпе усӑ курса вӗрентессипе стажировка иртнӗ. Кун пек вӗрентӗве федерацин патшалӑх вӗренӳ стандартне куҫнӑ май йӗркеленӗ. Стажировкӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркелени пирки Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров пӗлтерет. Унта Шупашкар тата Ҫӗрпӳ районӗсен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем хутшӑннӑ. И.А. Фомина «Литература юррисем, вӗсенче илемлӗхе курма вӗрентесси», А.В. Волкова «Ҫӗнӗ технологипе усӑ курса «Йывӑҫсем» темӑна вӗрентесси», С.Ю. Ефимова «Ача-пӑча сӑмахлӑхне 5-мӗш класра вӗрентесси», А.В. Ишова «Ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса В. Агеевӑн «Чӑваш вӑййи» ӳкерчӗкне тишкересси, сочинени ҫырасси», Л.Ю. Николаева «Пайӑр ятсене вӗрентнӗ май кулленхи вӗренӳре усӑ куракан ӗҫ-хӗле йӗркелесси», Н.Д. Васильева «Сывлӑха упрас тесен мӗн тумалла?» темӑсемпе ӑсталӑх урокӗсем ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Лидия Филиппована Анатолий Ухтияров саламлать «Мӗн кӑна тума ӗлкӗрмест-ши чӑваш хӗрарӑмӗ! Хӑйӗн черченлӗхӗпе, ачашлӑхӗпе тата ырӑ кӑмӑлӗпе пурнӑҫа илем кӳнисӗр пуҫне вӑл тӑван халӑх валли мӗн чухлӗ ырӑ ӗҫ тӑвать, чун пуянлӑхӗпе, ӑсӗпе, пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерет!» — тесе калать ӗнер Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртнӗ кӗнеке хӑтлавӗ пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗн, ҫыравҫӑн, публицистӑн, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Лидия Филиппован «Чун таппи» кӗнеке хӑтлавӗ иртесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май каласан, маларах Лидия Ивановнӑн тепӗр ӗҫне, Геннадий Волков ӑсчаха халалланӑ кӗнекине, Шупашкар хула администрацийӗ «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» (Родные истоки) номинацире палӑртнине те эпир пӗлтернӗччӗ. Лидия Ивановна – лара-тӑра пӗлмен хастар. Вӑл ертсе пынипе ЧНКн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ ЮТВ телеканал эфирӗнче «Лар, аннеҫӗм, юнашар» телекӑларӑм хатӗрлесе пырать. «Эс хӑв та поэзи, хӗрарӑм» ятпа нумаях пулмасть эфира ку ярӑмри тепӗр кӑларӑм тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Григорьевсем кевер туя паллӑ тунӑ. Иван Григорьевичпа Валентина Тихоновна пӗрле 60 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Иван Григорьевич 30 ҫула яхӑн автоколонна водителӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 88 ҫулта та кирек мӗнле транспорта та илеттерме пултарать. Мӑшӑр аса илнӗ тӑрӑх, вӗсен туйӗ чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса иртнӗ. Ку 1955 ҫулта пулнӑ. Вӑл пулас мӑшӑрне лашапа илсе килнӗ. Аслисем пил панипе пурӑннӑ вӗсем. Мӑшӑр вӑрҫа час-часах аса илет. Тӑванӗсене ӑсатнине, ҫыру кӗтнине… вӗсем аслисемпе тан колхозра ӗҫленӗ. Халӗ вӗсен награда нумай. Григорьевсен икӗ ача. Мӑнукӗсем виҫҫӗн. Вӗсем пӗр-пӗрне юратни, ӑнланни — ҫакӑ ҫемье пурнӑҫне тӑсаканни тесе шутлаҫҫӗ вӗсем. Пӗр-пӗрне итлемелле, вӑрҫмалла мар. Ҫапла калаҫҫӗ Григорьевсем. Икӗ ватӑ пӗрле пурнӑҫ сукмакӗпе утнӑшӑн савӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енри ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫӑхавсем йышӑнма тытӑннӑ. Малашне видеосене унта ярса пама пулать. Видео ҫинче ҫул-йӗр правилисене пӑсни пулмалла. Вӑл — видеорегистратор ӳкерни пулмалла. Водительсен ун пекки пур тӑк ӑна ҫул-йӗр инспекцине яма май пур. Видео ҫинче ҫул-йӗре пӑсни кӑна мар, урапан регистраци палли те курӑнмалла. Кун пек видеона йӗрке хуралӗнче йышӑнаҫҫӗ. Видеоматериалсене 2 уйӑх хушшинче ярса памалла. Ӑна ҫул-йӗре пӑснӑ йӗрке хуралӗн территори адресӗпе ярса парсан лайӑхрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ене Раҫҫей эстрадинчи паллӑ «ҫӑлтӑр» килнӗ. Анна Семенович Кӳкеҫ поселокӗнче концертра юрланӑ. Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Кӳкеҫре «Скания» урапан дилер центрӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Мероприятие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура йӗркеленӗ. Концертра тӗп номере «Блестящие» ушкӑнӑн экс-солистки Анна Семенович пурнӑҫланӑ. Концертра Раҫҫей эстрада юрӑҫи юрланисӗр пуҫне ташӑсем, шоу пулнӑ. Мероприятие ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Вӑл департамент директорӗпе Зденек Петраспа килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Канаш хулинче суйлав хыҫҫӑн депутатсен ларӑвӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта чи ҫивӗч ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Депутатсем Канаш хулин пуҫлӑхне палӑртнӑ. Вӑрттӑн сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем пӗр саслӑн Андрей Николаевич Константинова суйланӑ. Депутатсен пухӑвӗн ҫумӗ вара Гариф Мифтахутдинов пулӗ. Ҫапла хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ. Палӑртма хӑварар: Андрей Николаевич Константинов — Канашри 13-мӗш суйлав округӗн депутачӗ. Вӑлах «Канаш хулинчи электрика сечӗ» акционерсен уҫӑ обществин тӗп директорӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |