Афиша
![]() Йыхрав хучӗн хуплашкки Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Москакасси ялӗнчи Культура ҫуртӗнче чӑвашсен паллӑ сӑвӑҫи, «Нарспи» поэмӑн пӗрремӗш куҫаруҫи Андрей Петтоки ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа «Поэт кун-ҫулӗпе пултарулӑхне ӑса хывни» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртмелле. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре. Чи малтанах, 13 сехетре, поэт ҫуралнӑ ялӗнче — Ахманере — Андрей Петтоки палӑкӗ патне чечек хурӗҫ. Ун хыҫҫӑн юнашар ялта конференци пуҫланӗ. Андрей Петтоки (Петухов Андрей Трофимович) 1905 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче Ахманере ҫуралнӑ. 1940 ҫулта Куйбышеври педагогика институтне вӗренсе тухнӑ. 1935 ҫултан пуҫласа А. Петтоки Мускавра, унтан Самарта пурӑннӑ, кинематографи тата педагогика институчӗсенче вӗреннӗ, чӑваш литературине вырӑсла куҫарас тӗлӗшпе тӑрӑшнӑ. 1942 ҫулхи ҫулла Витебск патӗнчи ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Пӗрремӗш сӑввине 1925 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Хӑйӗн «Ҫирӗм иккӗ» кӗнекине 1932 ҫулта Андрей Трофимович хӑй илемлетсе кӑларнӑ. 1935 ҫулта К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэмине вырӑсла куҫарнӑ, ку паллӑ поэмӑн пӗрремӗш куҫарӑвӗ пулнӑ. |
Политика
![]() Александр Иванов Хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ Министрсен кабинечӗ йӗркеленет. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх унччен культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов сывлӑхне пула хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫлаймасть, ун вырӑнне тепӗр ҫынна шыраҫҫӗ. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ пулма маларах информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ вырӑнне йышӑннӑ Иванов Александр Степановича шанса парӗҫ. Александр Степанович 1957 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне «Математика» специальноҫпе вӗренсе пӗтернӗ. 1998 ҫулта тепӗр аслӑ пӗлӳ илнӗ — Мускаври патшалӑх социаллӑ университетӗнче «Юриспруденци» енӗпе вӗренсе диплом илнӗ. Ишлей шкулӗнче ачасене математика вӗрентнӗ, 1981-1984 ҫулсенче Салапайкассинчи сакӑр ҫул вӗрентекен шкул директорӗ пулнӑ. 2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарат ертӳҫине лартнӑ. 2010 ҫулта Президент Администрацийӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӑна Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрне лартнӑ. |
Политика
![]() Николай Федоров Николай Федоров Чӑваш Ен интересӗшӗн Федераци Пухӑвӗнче вице-спикерта ӗҫлеме тытӑнӗ. Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федоров нумай пулмасть ҫӗршывӑн Ял хуҫалӑх минитерствине ертсе пынӑччӗ. Ҫав пукана урӑххине шанса панӑ хыҫҫӑн ӑна Чӑваш Енӗн хальхи Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн ӗҫ тӑвакан органӗнчен Федераци Канашӗн пайташӗ пулма шаннӑ. Ун пек йышӑнӑва Михаил Игнатьев авӑнӑн 20-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Николай Федорова РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗнче вице-спикера лартнӑ. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва ӗнер, авӑнӑн 30-мӗшӗнче, Федераци Канашӗн 378-мӗш ларӑвӗнче тунӑ. Аса илтерер, Николай Федоров Чӑваш Ене 18 ҫул ертсе пычӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл РФ юстици министрӗ те пулнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Резников Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче улшӑнусем пуҫланни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алла Салаева ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн должноҫне йышӑннӑ. Алла Салаевӑсӑр пуҫне Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ пулма Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхне Михаил Резникова ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта унӑн ӗҫ укҫи савутринчен пӗчӗкрех пулать теҫҫӗ. Паянхи тепӗр Хушупа Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пуҫлӑхне те палӑртнӑ. Ку тивӗҫе малтан ҫак тилехепене тытса пынӑ Юрий Васильевах пурнӑҫлӗ. Министрсен Кабинетне вара Иван Моторин ертсе пырӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫитес ытларикун, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, планпа килӗшӳллӗн халӑха пӗлтермелли сигнал тытӑмне тӗрӗслӗҫ. Ҫавӑнпа ҫынсене хӑраса ӳкмелле марри ҫинчен систереҫҫӗ. Ҫак кун 10:00 тата 10:30 сехетсенче сиренӑсем тата громкоговорительсем янӑраса кайӗҫ. Ҫавӑн пекех радио каналӗсем, телекурав халӑха граждан хӳтӗлевӗн систермелли сигналӑн тренировки пулни пирки «Внимание всем!» тесе пӗлтерӗҫ. Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, хахайт (тревога) вӗренмелли ҫеҫ пулӗ. Ҫавӑнпа ҫынсене лӑпкӑ пулма, ӗҫ вырӑнӗсенчех юлма ыйтаҫҫӗ. Хальхинче хахайт — вӗренмелли ҫеҫ. Ытти чухне вара халӑха кун пек сасса илтсен радиоприемниксене, телевизорсене ҫутма, васкавлӑ пӗлтерӗве итлеме хушаҫҫӗ. Кун пирки ӗҫтешсене, ертӳлӗхе, ҫемьене, кӳршӗсене пӗлтермелле ун чухне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнчи таврапӗлӳпе наци литературин пайӗнче чӑваш ҫыравҫипе Людмила Николаевӑпа тӗлпулу иртнӗ. Унта шкул ачисем пынӑ. Людмила Петровна ачасем валли вырӑсла та, чӑвашла та ҫырать. Вӑл «Сывлӑм ӑҫтан тупӑнать», «Кӗр парни» кӗнекесен авторӗ. Унӑн хайлавӗсене «Нарт-нарт кӑвакал», «Пӗчӗк туссем» кӗнекесенче те тупма пулать. 2009 ҫулта унӑн «Побегу я по дорожке» пуххи тухнӑ. Хайлавсене чӑвашларан вырӑсла Раиса Сарпи куҫарнӑ. Тӗлпулура Людмила Николаева хӑйӗн хайлавӗсене хавхаланса вуланӑ. Ачасем унӑн сӑввисем валли рифмӑсем шухӑшласа тупнӑ. 4-мӗш класс ачисем ҫыравҫӑн сӑввисене вуласа кӑтартнӑ. Шӑпӑрлансем ыйтусем панӑшӑн савӑннӑ вӑл. Людмила Николаева Шупашкарти 62-мӗш шкулта ӗҫлет, ачасене чӑваш чӗлхипе литературин предмечӗсене ӑса хывма пулӑшать. Вӑл Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗнче тӗп сӑнарсене вылять. Ачасем тӗлпулура ҫаксене те пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗнче Чӑваш наци музейӗ акци ирттерет. Вӑл тата унӑн филиалӗсем ватӑ ҫынсем валли паян тӳлевсӗрех ӗҫлӗҫ. Паян Чӑваш наци музейӗнче «Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии» (чӑв. Археологипе палеонтологи тӑрӑх пӗлнӗ Чӑваш тӑрӑхӗнчи авалхи ҫынсем), «История Чувашского народа и Чувашского края с IX века до начала XX века» (чӑв. IX ӗмерпе XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑвашсен тата Чӑваш тӑрӑхӗн историйӗ), «Чувашия в XX веке» (чӑв. XX ӗмӗрти Чӑваш Ен), «Человек и природа» (чӑв. Ҫын тата ҫутҫанталӑк) экспозицисем ӗҫлӗҫ. Ҫавӑн пекех «15 лет в строю» (чӑв. 15 ҫул ӗҫре) куравпа паллашма май пулӗ. Ватӑ ҫынсем Чӑваш наци музейӗн филиалӗсенче те экспозицисене тӳлевсӗрех курма пултарӗҫ. Музейпе курав центрӗ, Василий Чапаев музейӗ, Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнчи «Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван ҫӗршывӗ» асӑну комплексӗ филиалсен йышне кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хусанта ӗҫлӗ тӗлпулура пулнӑ. Унта вӑл Венгрин тӗп консулӗпе Ференц Контрӑпа тӗл пулнӑ. Хусанта Михаил Игнатьевпа Ференц Контра ял хуҫалӑх, туризм, культура тата хуҫалӑх тытӑмӗсенче килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Венгри — суту-илӳпе экономика тӗлӗшӗнчен Чӑваш Енӗн партнерӗсенчен пӗри. Пӗлтӗр ҫак ҫӗршывпа пирӗн республикӑн тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ 1 миллион яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Михаил Игнатьев тӗлпулура ку ҫыхӑну тата ҫирӗпленессине палӑртнӑ. Венгри консулӗ вара Михаил Васильевича ЧР Элтеперӗн пуканне тепӗр хут йышӑннӑ ятпа саламланӑ, Хусанти тӗп консульство экономика, культура тӗлӗшӗнчен пирӗн регионпа малашне те хастар ҫыхӑнса ӗҫлессине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Алла Салаева ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн должноҫне йышӑнӗ. Республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫӑн органӗсен ҫӗнӗ тытӑмӗпе килӗшӳллӗн, ЧР Министрсен Кабинечӗн икӗ ҫум. Вӗсем министрсен ӗҫӗ-хӗлне, влаҫри ӗҫ тӑвакан ытти органа ертсе пырӗҫ. Правительствӑн вице-премьерӗсем министрсен ӗҫне пурнӑҫламӗҫ. Алла Салаева социаллӑ ыйтусен енӗпе ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫӑлтан пуҫласа И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем Шупашкарти шкулсенче ҫӗнӗлле практика тухма пуҫлӗҫ. Малашне вӗсем унчченхи пек 1 уйӑх ҫурӑ мар, ҫур ҫул уроксем ирттерӗҫ. Ку проектпа тӗп хулари 30 шкул интересленнӗ. Наталия Кудряшова практикант палӑртнӑ тӑрӑх, ку опыт уншӑн усӑллӑ. Унччен вӑл 1 уйӑх ҫурӑ ҫеҫ практикӑра пулнӑ. Ку уншӑн ҫителӗксӗр пек туйӑннӑ. 3-мӗш лицейри Аршак Сагателян вӗрентекен вара Наталия пултаруллӑ педагог пулма пултарассине палӑртнӑ. Лицей директорӗ Ирина Полбенникова ҫамрӑк специалистсен шкула килнӗ чухне опыт сахал пулнине каланӑ. Ҫапла вӗсем ӗҫлеме тытӑнсан 3 ҫул хӑнӑхаҫҫӗ. Ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерес тесе хатӗрленӗ ку проекта. Эппин, малашне студентсем ахаль практикантсем ҫеҫ мар пулӗҫ. Вӗсем интереслӗ ҫамрӑк специалистсене ҫаврӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |