Ыран, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, республикӑри пульницӑсенче Пӗрлехи диспансеризаци кунӗ иртӗ. Ҫак кун кӑмӑл пур тӑк – участковӑй тухтӑр патне ҫитӗр, сывлӑха тӗрӗслеттерӗр.
Диспансеризаци вӑхӑтӗнче тухтӑр сывлӑх тӗлӗшӗнчен кӑлтӑксем тупса палӑртать тӗк пациента тӗплӗнрех тӗрӗсленме ярать. Эсир ҫуралнӑ ҫула кура вӑхӑтра диспансеризаци тухаймарӑр-и? Апла профилактика медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма пултаратӑр.
ЧР Сывлӑх сухлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран тухтӑрсем пациентсене иртен пуҫласа кӑнтӑрлаччен йышӑнӗҫ. Каласа хӑварар: Пӗрлехи диспансеризаци кунӗ чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тата раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче иртӗҫ.
Кӑҫал диспансеризаци пуҫланни пирки сайтра нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. ЧР официаллӑ порталӗнче РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви диспансеризаци йӗркине улшӑнусем кӗртнине пӗлтернӗ.
Йышӑннӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, пульницӑра тӗрӗсленмелли перечене ҫирӗплетнӗ. Малашне 21–48 ҫулсенчи ҫынсене ВИЧ-инфекци пуррипе ҫуккине тӗрӗслемешкӗн маларах пӗлтерӗҫ.
Ҫавӑн пекех ВИЧ-инфекцие анонимлӑ майпа тӗрӗслемелли пульницӑсен адресӗсене парӗҫ. Кунсӑр пуҫне пульница ҫумне ҫирӗплетнӗ халӑхӑн 23 проценчӗн мар, 21 проценчӗн диспансеризаци витӗр тухмалла.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра диспансеризаци мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ. Ҫак тапхӑрта 13 пин ытла ҫынна тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайне диагноза тӗрӗс лартмашкӑн тӗплӗнрех тӗрӗслеме янӑ.
Республикӑри ҫынсем ытларах мӗнле чирпе тертленеҫҫӗ-ха? Ведомство ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева диспансеризаци пирки доклад тунӑ чухне тӳрех палӑртнӑ: ҫынсем сахалрах чирлеме тытӑннӑ.
Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, вӑраха кайнӑ чирсене сахалрах тупнӑ. Пӗлтӗр 22275 ҫынна шута илнӗ пулсан кӑҫал – 16276. Ытларах чухне ҫынсем чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе, вар-хырӑм чирӗсемпе нушаланаҫҫӗ.
Ӗҫлеме пултаракан 9 пине яхӑн ҫыннӑн вӑраха кайнӑ чирне тӳрех тупса палӑртнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах чухне чир-чӗр пирус туртсан, эрех-сӑра ӗҫсен, хускану сахал тусан ҫыпӑҫать.
Халӑхӑн 32,3 проценчӗн юн пусӑмӗ пысӑк, 7,1 проценчӗн юнри сахӑр шайӗ нумай, 14 проценчӗн холестерин шайӗ ытлашшипех.
Чӑваш Енре черетлӗ диспансеризаци пуҫланнӑ. Кӑҫал та тӗрлӗ ҫулта ҫуралнисем тӗрӗсленме пултараҫҫӗ.
Диспансеризаци витӗр 21 ҫултан аслӑрах ҫынсем тухма пултараҫҫӗ. Кӑҫал 1995, 1992, 1989, 1986, 1983, 1980, 1977, 1974, 1971, 1968, 1965, 1962, 1959, 1956, 1953, 1950, 1947, 1944, 1941, 1938, 1935, 1932, 1929, 1926, 1923, 1920, 1917 ҫулсенче ҫуралнисен тӗрӗсленме ирӗк пур.
Пӗлтӗр, 2015 ҫулта, диспансеризаци витӗр 217 пин ытла ҫын тухнӑ. Ун чухне тӗрлӗ чирпе нушаланакан 25 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ҫынсем ытларах чӗрепе юн тымарӗн, хырӑмлӑхпа пыршӑлӑх, сывлав органӗсен чирӗсемпе аптӑраҫҫӗ. Усал шыҫӑпа чирлекенсем те пулнӑ.
Чӑваш Енре диспансеризаци ирттернӗ май ҫакна палӑртнӑ: республикӑра пурӑнакан кашни улттӑмӗш ҫыннӑн чир шала каяс хӑрушлӑх пур. Чӑваш Енри ҫынсен 26,4 проценчӗ ҫеҫ хӑйсене сывӑ теме пултараҫҫӗ.
ЧР Сывлӑх министерствин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кашни улттӑмӗш ҫыннӑн сывлӑхӗ иккӗмӗш ушкӑна кӗрет. Ку мӗне пӗлтерет-ха? Вӗсен чир шала каяс хӑрушлӑх пысӑк. Кашни иккӗмӗш ҫыннӑн сывлӑхӗ виҫҫӗмӗш ушкӑнри шутланать. Вӗсен шала кайнӑ чиртен сипленмелле, тухтӑр патӗнче тӗрӗсленсе тӑмалла.
Диспансеризаци витӗр тухнӑ 476 ҫынна усал шыҫҫа тӗрӗслеме янӑ. Вӗсенчен 141-шӗн диагнозӗ ҫирӗпленнӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем ытларах эндокрин тытӑмӗн чирӗсемпе аптӑраҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — хырӑмлӑхпа пыршӑлӑх чирӗсем.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа диспансеризацин планне 53 процент пурнӑҫланӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тепӗр 100 пин ҫынна тӗрӗслеме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |