Чӑваш Енре диспансеризаци ирттернӗ май ҫакна палӑртнӑ: республикӑра пурӑнакан кашни улттӑмӗш ҫыннӑн чир шала каяс хӑрушлӑх пур. Чӑваш Енри ҫынсен 26,4 проценчӗ ҫеҫ хӑйсене сывӑ теме пултараҫҫӗ.
ЧР Сывлӑх министерствин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кашни улттӑмӗш ҫыннӑн сывлӑхӗ иккӗмӗш ушкӑна кӗрет. Ку мӗне пӗлтерет-ха? Вӗсен чир шала каяс хӑрушлӑх пысӑк. Кашни иккӗмӗш ҫыннӑн сывлӑхӗ виҫҫӗмӗш ушкӑнри шутланать. Вӗсен шала кайнӑ чиртен сипленмелле, тухтӑр патӗнче тӗрӗсленсе тӑмалла.
Диспансеризаци витӗр тухнӑ 476 ҫынна усал шыҫҫа тӗрӗслеме янӑ. Вӗсенчен 141-шӗн диагнозӗ ҫирӗпленнӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем ытларах эндокрин тытӑмӗн чирӗсемпе аптӑраҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — хырӑмлӑхпа пыршӑлӑх чирӗсем.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа диспансеризацин планне 53 процент пурнӑҫланӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тепӗр 100 пин ҫынна тӗрӗслеме палӑртнӑ.