ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра диспансеризаци мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ. Ҫак тапхӑрта 13 пин ытла ҫынна тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайне диагноза тӗрӗс лартмашкӑн тӗплӗнрех тӗрӗслеме янӑ.
Республикӑри ҫынсем ытларах мӗнле чирпе тертленеҫҫӗ-ха? Ведомство ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева диспансеризаци пирки доклад тунӑ чухне тӳрех палӑртнӑ: ҫынсем сахалрах чирлеме тытӑннӑ.
Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, вӑраха кайнӑ чирсене сахалрах тупнӑ. Пӗлтӗр 22275 ҫынна шута илнӗ пулсан кӑҫал – 16276. Ытларах чухне ҫынсем чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе, вар-хырӑм чирӗсемпе нушаланаҫҫӗ.
Ӗҫлеме пултаракан 9 пине яхӑн ҫыннӑн вӑраха кайнӑ чирне тӳрех тупса палӑртнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах чухне чир-чӗр пирус туртсан, эрех-сӑра ӗҫсен, хускану сахал тусан ҫыпӑҫать.
Халӑхӑн 32,3 проценчӗн юн пусӑмӗ пысӑк, 7,1 проценчӗн юнри сахӑр шайӗ нумай, 14 проценчӗн холестерин шайӗ ытлашшипех.