Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре краеведенипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. "Водоемы Чувашии" ят панӑскере 2 пин тиражпа пичетленӗ. Кӗнеке авторӗ - паллӑ таврапӗлӳҫӗ, Шупашкарти 38-мӗш шкулта географи вӗрентекен Иван Дубанов. Чӑваш Енри юханшывсем, пӗве-кӳлӗсем, ҫӑлкуҫсем, шыв управҫисем пирки кӗнеке-альбом пирки пуҫласа кӗнеке-альбом кӑларнӑ. Унта автор таврапӗлӳҫӗсем, ватӑ ҫынсем каласа панине те, картографи, архив материалӗсене те кӗртнӗ. Экспедицисене маларах асӑннӑ 38-мӗш шкулта вӗренекенсем те ҫӳренӗ, материал пухма пулӑшнӑ. Автор экологи ыйтӑвӗсене те хускатнӑ. Кӗнекере биологсен, таврапӗлӳҫӗсен, тӑван тавралӑха тӗпчекенсен сӑн ӳкерчӗкӗсене усӑ курнӑ. А.А. Ластухин тата А.А. Яковлев нумай фотопа пулӑшу кӳнӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Тӗмен хулинчи патшалӑх университечӗн Кӗпӗрнаттӑр залӗнче "Чуваши с симбирским характером" (Ҫӗпӗр кӑмӑлӗллӗ чӑвашсем) документлӑ телефильм хӑтлавӗ иртнӗ. Фильмӑн чи пирвайхи геройӗсем - Анат Тавда районӗнчи Пӗчӗк Хутор ялӗнче пурӑнакансем. Хӑтлава Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрти тата Кӑнтӑр Уралти чӑвашсен наци автономийӗсен пайташӗсем, Ҫӗпӗрти ӑсчахсем, студентсемпе вӗренекенсем хутшӑннӑ. Фильма сенкер экран ҫине кӑҫалхи раштав ҫуррисенче кӑларӗҫ. Документлӑ картинӑна Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Владимир Васильев тата Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева телережиссер ӳкерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсем Сургут, Нефтеюганск, Тобольск тата Тӗмен хулисене, вӑл тӑрӑхри Пӗчӗк Хутор, Канаш, Анат Тавда ялӗсене ҫитсе те курнӑччӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер, Екатеринбургра Раҫҫейре пуҫласа президент центрӗ уҫӑлнӑ. Вӑл - Борис Ельцин центрӗ. Ҫк пулӑма ҫӗршывра ҫӗнӗ политика йӑли-йӗркине йӗркеленӗ евӗр хакласа ҫырнӑ асӑннӑ центр сайтӗнче. Борис Ельцин президент центрне уҫма 3ур пин ытла ҫын пырса ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче Б. Ельцина пӗрле ҫӗршыва ертсе пынисем, паллӑ политиксем, культура ӗҫченӗсем. журналистсем пулнӑ. Борис Ельцина ҫывӑх пӗлнисем те ку мероприятие хутшӑннӑ. Вӗсем - Раҫҫейӗн пӗрремӗш президенчӗпе пӗрле вӗреннисем, Президент командинчи ҫынсем, тӑванӗсем. Ӗнерех Борис Ельцинӑн президент центрне Белоруҫпа Украинӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ертсе пынӑ Станислав Шушкевичпа Леонид Кучма пырса ҫитнӗ. Паллӑ ытти ҫынсен шутӗнче - Геннадий Бурбулис, Андрей Нечаев, Эдуард Россель, Минтимер Шаймиев, Михаил Швыдкой, Евгений Ройзман, Александр Волошин, Игорь Сечин, Анатолий Чубайс, Ирина Хакамада, Артур Чилингаров, Владимир Познер, Светлана Сорокина, Георгий Франгулян, Андрей Смирнов, Андрей Макаревич, Ирина Ясина тата ыттисем. Центра саванӑҫлӑ лару-тӑрура Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тата Дмитрий Медведев премьер-министр хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енӗн Правительстви «Чӑваш Республикинчи ӗҫ ветеранӗсем пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнине паян Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. РФ Патшалӑх Думи вара «Ветерансем пирки» федераци саккунне улшӑну кӗртнӗ. 1997 ҫулсенче Таджикистанри хирӗҫтӑрура пулнисем те ҫар ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ ветеранӑн статусне илме пултарӗҫ. Статуса илсен ҫӑмӑллӑхсем те пулӗҫ. Ку ҫӑмӑллӑх Раҫҫейри 23 пин ытла ҫынна пырса тивет. Таджикистанра ҫапӑҫнине ҫырса пыманран вӗсем ку категорие кӗмен. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова каланӑ тӑрӑх, ун патне ку ыйтупа Чӑваш Ен ҫыннисем те пынӑ пулать. Ҫавна май вӑл 2013 ҫулта РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу патне ҫитнӗ-мӗн. Ку ыйтӑва тинех татса панӑ. 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа саккун вӑя кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас та упраса хӑварас, ачасен пултарулӑхне ҫӳллӗ шая ҫӗклес, патриотизм туйӑмне вӑйлатас тата культура хутшӑнӑвӗсене йӗркелес тӗллевпе чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче республикӑн Вӗрентӳ институтӗнче «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс-фестиваль иртнӗ. Фестивале республикӑри чӑваш тата вырӑс шкулӗсенчи 3-6 классенче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Фестивальте пурӗ 192 номер пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӑватӑ номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх сӑвӑ калакан», «Чи лайӑх юрлакан», «Чи лайӑх ташлакан», «Чи лайӑх сценка». Ҫак фестивале Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкул та хутшӑннӑ. 4-мӗш «а» класра вӗренекен Дарья Данилова «Вӑйӑра» ташӑпа, 6-мӗш «а» класри Ксения Клочкова В. Тимаков ҫырнӑ, В.Салихова кӗвӗленӗ «Кушак» юрӑпа кайнӑ. «Чи лайӑх юрлакан» номинацире Ксения Клочкова 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Фестивале Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Вӑрмар, Куславкка, Йӗпреҫ, Канаш, Ҫерпӳ, Муркаш, Елчӗк, Тӑвай, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчен килсе ҫитнӗ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи шкул ачисем те хастар пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта «Ҫемье ҫын пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнать» канашлу иртнӗ. Ӑна Аннесен кунӗ умӗн Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ ирттернӗ. Вӑл хӑй ҫӗнсе илнӗ гранта хӑтланӑ. Канашлура ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Унта килнисем матрӳшкесене сӑрланӑ, открыткӑсем хатӗрленӗ. Ку ӗҫе канашлу йӗркелӳҫисем, хисеплӗ хӑнасем хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара проекта пурнӑҫламалли сӑнав лапамӗ валли суйланӑ. Унӑн тӗп тӗллевӗ – Чӑваш Енре телейлӗ ҫемьесен йышне ӳстересси. Ӑна хулари Ашшӗсен тата Амӑшӗсен канашӗ пуҫарнӑ. Хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнсе илнӗ грантпа пулас ашшӗпе амӑшӗсене хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Авторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна ача пахчинчех тума тытӑнмалла. Малтанах вӗсем волонтерсене хатӗрлесшӗн. Вӗсем тӗрлӗ учрежденире хӑйсен ӗҫне пурнӑҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Елена Загорская тунӑ сӑн Шупашкарти Кузнецовсен ҫемйи 17 ҫул 10 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмре пурӑнать. Галинӑпа Игорь пилӗк ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ. Асли – 16-ра, кӗҫӗнни ҫулталӑк та тултарман. Кузнецовсен ҫичӗ уйӑх каялла ывӑл кун ҫути курнӑ. Ҫемье Петров урамӗнче пурӑнать. Пӗчӗк пӳлӗмре телевизор, компьютер, апатланмалли сӗтел те пур. Урок тумалли пӗр сӗтел кӑна. Каҫхине тӑватӑ арҫын ача икӗ яруслӑ кравать ҫине выртаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вара урайне матрас сарса ҫывӑрать. Чи пӗчӗкки вара кӳме ҫинче выртать. Ҫемье нумай ачаллӑ пулнӑран черете тӑнӑ. Халӗ вӗсем списокра 20-мӗш. Ҫемье ҫитес ҫул ҫӗнӗ хваттере куҫма ӗмӗтленет-ха та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() "Про Город" тунӑ сӑн ЧР Экономика аталанӑвӑн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви ку эрнере лавккасенче апат-ҫимӗҫ хакӗсем мӗнлерех улшӑннипе паллаштарнӑ. Ку эрне пуҫламӑшӗнче, иртнӗ эрнепе танлаштарсан, хӑш-пӗр пахча ҫимӗҫ йӳнелнӗ. Помидор хакӗ 11 тенкӗ чакнӑ, хӑяр вара – 9 тенкӗ. Ҫавӑн пекех кишӗр тата сухан хакӗсем кӑштах пӗчӗкленнӗ. Ку эрнере сысна ашӗ 6 тенкӗ чакнӑ. Ӳсен-тӑран ҫӑвӗ, рис, сахӑр та йӳнелнӗ. Чӑх какайӗ, кӑлпасси, хӑйма, чӑкӑт, чей, тӑвар, ҫӑнӑх, ҫӑкӑр, хура тул, вир кӗрпи, вермишель хакӗсем улшӑнман. Пулӑ тата тӑпӑрчӑ хакланнӑ. Ҫавӑн пекех ӗне какайӗ, услам ҫу, сӗт, ҫӑмарта, макарон хакӗсем хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Дальнобойщиксем лӑпланман-ха. Вӗсем ҫул ҫинче ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлеттернипе килӗшесшӗн мар. Ӗнер, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, фура водителӗсем каллех влаҫа «илттересшӗн» пулнӑ. Каллех акци ирттернӗ вӗсем. Дальнобойщиксем колоннӑпа тӑрса ҫулпа майӗпен пынӑ. Паллах, ку ыттисене вӗчӗрхентернӗ. Ӗнер водительсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспекчӗпе «Ромашка» ҫавра ҫул таран килнӗ. Ҫула тухиччен вӗсем патне ҪҪХПИ экипажӗсем пынӑ та саланма ыйтнӑ. Анчах дальнобойщиксем хӑнк та туман, малаллах кайнӑ. Анчах полицейскисем ҫула хупӑрласа дальнобойщиксене пӗрерӗн яма тытӑннӑ. Анчах ку та пулӑшман. Пӗр ҫухрӑмранах каллех колонна пуҫтарӑннӑ. Водительсем «Ромашка» ҫавра ҫул патне ҫитсен ҫеҫ саланнӑ. Палӑртмалла: вӗсем хӑйсене йӗркеллех тытнӑ, ҫул-йӗр правилисене пӑсман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Правительстви «Чӑваш Республикинчи ӗҫ ветеранӗсем пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Мӗнлисене? Халӗ ӗҫ ветеранӗн ятне илес тесен арҫынсен — 42,5 ҫул, хӗрарӑмсен 37,5 ҫул ӗҫлемелле. Ку хисепсем унчченхи пекех юлӗҫ. Анчах ӗҫ ветеранӗн ятне илес тесен малашне ӗҫ стажӗн ҫуррине республикӑра пухмалла. Ҫыннӑн професси тӗлӗшӗнчен репутацийӗ вара таса пулмалла. Выговорсем, асӑрхаттарусем пулмалла мар. ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министрӗ Сергей Дмитриев палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра 120 ҫын кун тӗлӗшпе ыйту ҫырнӑ ӗнтӗ. Сӑмах май палӑртса хӑварар: республикӑри ӗҫ ветеранӗсене уйӑхсерен 1082 тенкӗ хушса тӳлеҫҫӗ. Тата вӗсен ҫыхӑнушӑн 50 процент ҫеҫ тӳлеме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |