Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Республикинчи ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗр банкра 10 пинлӗх суя хут укҫа тупнӑ. Вӗсем пилӗк пинлӗххисем пулнӑ. Укҫасене банкӑн тӗрлӗ уйрӑмӗсенче тӗрӗслекен хатӗрпе тупса палӑртнӑ. Икӗ купюрӑна та тӳллев счёчӗсем ҫине укҫа хурас тӗллевпе илсе килнӗ. Хальхи вӑхӑтра суя хут укҫасем ҫынсен аллине мӗнле лекнине тӗпчеҫҫӗ. ШӖМ ӗҫченӗсем пӗр пин тата пилӗк пинлӗ хут укҫасем тӗлӗшпе тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ. Чылай чухне шӑп та лӑп вӗсемпе улталама тӑрӑшаҫҫӗ. Асӑрхасанах полиципе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Суя укҫасенчен пӗлсе тӑрсах хӑтӑласшӑннишӗн явап та тытма тивӗ. Куншӑн тӗрмене 6 ҫултан пуҫласа 15 ҫулччен лекме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Паян 8:52-ре турккӑсен Turksat-4B спутникӗ «Бриз-М» хӑвӑртлатакан блокран уйрӑлса чиперех тӗллевлӗ орбитӑна тухнӑ. Саккаслаканнисем управленине хӑйсем ҫине илме те ӗлкернӗ ӗнтӗ. Спутнике эрнекун юпан 16-мӗшӗнче 23:40 вӑхӑтра «Байконуртан» «Протон-М» ракетӑпа вӗҫтерсе янӑ. Turksat-4B — Япунри Mitsubishi Electric Турцири Turksat Satellite Communication, Cable TV and Operation A.S. спутникла ҫыхӑну операторӗ валли хатӗрленӗ иккӗмӗш спутник шутланать. Ҫӗнӗ уҫлӑхташ (спутник) сарлака юхӑмлӑ ҫыхӑнупа тата телекуравпа Турци, Европа, Тӗп Ази, Африка тата Ҫывӑхри Тухӑҫри тӑрӑхӗсенче тивӗҫтерме пултарӗ. «Протон-М» рекатӑпа вӗҫтерсе янисене шутласан — ку кӑҫалхи пиллӗкмӗш ӑнӑҫлӑ запуск. Унчченхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче пулнӑ, ун чухне тӗнче уҫлӑхӗнчи орбитӑна «Экспресс-АМ8» уҫлӑхташа ӑнӑҫлӑ кӑларма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Лондонри Биг-Бена ҫывӑх вӑхӑтра тӗпрен юсамалла, унсӑрӑн сехет механизмӗ чарӑнса ларма пултарӗ. The Daily Mail пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 29£ млн укҫа кирлӗ. Ку ыйтӑва парламент ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Юсав валли тӑватӑ уйӑх кирлине палӑртнӑ, сехетӗн кашни енне хуплама тивни пирки каланӑ. Унта сехет йӗпписен тата маятниксен подшипникӗсем юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫав кӑлтӑка пула Биг-Бен сехечӗ хуть те хӑш вӑхӑтра хӑйех чарӑнса ларас хӑрушлӑх пур. Сехет чарӑнса ларассинчен ҫеҫ сыхлакан юсава тума 4,9£ млн кӑна кирлӗ. Анчах пӗттипе юсаманран каярах тепӗр 10£ млн кирлӗ пуласси пирки пӗлтереҫҫӗ. Парламент ырласан ку юсав Биг-Беншӑн чи вӑрӑмми пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинчи культура ҫуртӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Республикинчи ӑстасем хатӗрленӗ япаласене, халӑх стилӗпе хатӗрленӗскерсене, кӑтартӗҫ. Унта чӑваш наци костюмне халалланӑ «Нарспи» фестивалӗ иртӗ. Ӑна К.Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Фестиваль пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна наци тумне аталантарас, ӑстасене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта ӳнерҫӗсен, ӑстасен чи лайӑх коллекцийӗсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче Зинаида Вороновӑн ӗҫӗсем те пулӗҫ. Ҫавӑн пекех фестивальте «Паха тӗрӗ» фабрика ӗҫӗсем те пулӗҫ. фестивале Чӑваш Енри «Асамат» эстрада ушкӑнӗ те хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Патӑрьелти тӗп вулавӑша ҫыравҫӑсемпе поэтсем час-часах килеҫҫӗ. Кӑҫал, Литература ҫулталӑкӗнче, ку енӗпе мероприятисем чылай ирттереҫҫӗ. Нумаях пулмасть вулавӑш ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Александр Павлов хӑйӗн «Калавсем» ятлӑ кӗнекине парнеленӗ. Александр Павлов 1923 ҫулта Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ. Туҫари вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Шӑнкӑртамри ҫу савутӗнче, статистикӑра, колхозра тата ытти ҫӗрте ӗҫленӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ хыҫҫӑн вӑл хайлавсем ҫырма пуҫланӑ. Ҫак кунсенче унӑн «Асрах ун ячӗ» тата «Эпир те пулнӑ» сӑвӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ. Эппин, халӗ унӑн хайлавӗсемпе ыттисем те вуласа курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Раҫҫейре ялсенчи чи лайӑх 500 тата 200 шкулсене палӑртнӑ. Танлаштарӑма (рейтинга) хатӗрленӗ чухне 2014-2015 вӗренӳ ҫулӗн кӑтартӑвӗсене шута илнӗ. Кӑҫалхи списока Крым тата Севастополь шкулӗсем кӗнӗ. Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул та лайӑх енпе палӑрса списока кӗме пултарнӑ. Вӑл топ-200 шкулсен йышӗнче. Сӑмах май, Элӗк шкулӗ пӗлтӗр те ҫак танлаштарӑмра вырӑн тупнӑ. Шкул пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшать. Унтан пултаруллӑ ҫынсем вӗренсе тухаҫҫӗ. Вӗренекенсем ҫулленех ППЭсене лайӑх тытаҫҫӗ те аслӑ шкулсенче, техникум-колледжсенче ӑс пухма тытӑнаҫҫӗ. «Раҫҫейри чи лайӑх шкулсем» рейтинга кашни ҫулах хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Хӗл ҫывхарнӑ май чир-чӗр сарӑлать. Нумайӑшӗ гриппа чирлеме пуҫлать. Нумаях пулмасть республикӑна 260 пин доза ҫӗнӗ вакцина килнӗ. Вӑл — Совигрипп. Ку аслӑ ҫынсем валли. Тухтӑрсем вакцина грипран лайӑх хӳтӗленине пӗлтереҫҫӗ. Планпа килӗшӳллӗн, халӑхӑн 30 процентне прививка тумалла. Вакцина пур пульницӑра та пур ӗнтӗ. Тухтӑрсем грипп эпидемийӗнчен хӑтӑлма май пуррине палӑртаҫҫӗ. Ачасене, шкула ҫӳрекенсене, студентсене тата аслисене прививка тумалла. Вӑл инфекцирен хӳтӗленмелли лайӑх мел. Пӗлтӗртенпе ача кӗтекен хӗрарӑмсене тата шала кайнӑ чирсемпе аптӑракан, 60 ҫултан иртнӗ ҫынсене прививка тӑваҫҫӗ. Уйрӑмах чӗрепе аптӑракансене ку пырса тивет. Прививкӑна кирек кам тутарма пултарать. Терапевт патне ҫеҫ каймалла. Чылай организацире директорсем ӗҫченӗсене прививка тума майсем туса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енре пӗр ҫӳп-ҫап купи «ӗҫлеме» пӑрахать. Сӑмах Питтукасси ҫывӑхӗнчи пирки. Ӑна мӗншӗн хупаҫҫӗ? Ҫӗннине уҫаҫҫӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳп-ҫапа ҫӗнӗ полигон йышӑнма пуҫлать. Питтукасси ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап лаптӑкӗ 32 гектар пулнӑ. Ӑна тӗрӗссипе 1984 ҫултах хупмалла пулнӑ. Анчах ҫакна кӑҫал чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫеҫ тӑвӗҫ. Малашне ҫӳп-ҫапа ятарлӑ полигона илсе тухӗҫ. Вӑл Питтукасси патӗнчен 12 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Малашне ҫӳп-ҫапа кайса тӑкӗҫ кӑна мар, тюкласа, пресласа, уйӑрса хурӗҫ. Халӗ 1 кубла метр ҫӳп-ҫапа утилизацилемешкӗн 43,77 тенкӗ кӑларса хумалла. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хак хӑпарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли программа тата фонда харпӑрлӑхҫӑсем укҫа хывасси мӗнле пурнӑҫланнипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе брифинг иртнӗ. «Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли фонд» коммерциллӗ мар организаци пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова республикӑра кивӗ ҫуртсене ҫӗнетес тӗллевпе 30 ҫуллӑха (2014-2043 ҫҫ.) программа йышӑнни пирки пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫынсем ҫак тӳлевпе лайӑхрах татӑлса пыма пуҫланине пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, ҫынсем пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа уйӑхсерен тӳлеме тытӑнчӗҫ. Малтанласа ҫынсем кӗсьене ҫӳхетме тытӑнса тӑнӑ пулсан халӗ хваттер харпӑрлӑхҫисен 81 проценчӗ хушма тӳлевпе вӑхӑтра татӑлса пырать-мӗн. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне регион операторӗн счечӗ ҫине 331,575 млн тенкӗ куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Терентьев мӑшӑрӗ ывӑлӗпе тата хӗрӗпе Ҫакӑн пек каланӑ Чӑваш халӑх ҫыравҫин Николай Терентьевӑн 90 ҫулхине халалласа К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче ирттернӗ каҫра Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов. Ара, ҫуркунне ҫут тӗнчене килнӗскерӗн ячӗпе халӗ, кӗркунне кӑна пуҫтарӑннӑ-ҫке. «Ырӑ ӗҫ тума, ырӑ сӑмах калама, тӗрӗссипе, нихӑҫан та кая мар», — тет кун пикри уявра пулнӑ Римма Прокопьева журналист. Литература каҫӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Николай Терентьев ҫинчен аса илнӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров тата драматургӑн ҫывӑх тӑванӗ Полина Константинова юрӑ шӑрантарнӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗсен артисчӗсем «Ыйхӑ ҫухатнисем», «Ҫӗпӗр дивизийӗ» спектакльсенчи сыпӑксене вылянӑ. Драматург мӑшӑрӗ Мария Ивановна: «Ҫыннӑн чӑн-чӑн пӗлтерӗшне унпа ӗмӗрлӗхе уйрӑлсан кӑна ӑнланса илетпӗр», — тенӗ. Вӑл хӑйӗн упӑшкин пьесисене, ал ҫырӑвӗсене тепӗр хут вуласа унӑн тӗлӗнмелле таланчӗпе киленнине палӑртнӑ. «Вӑл хӑй — пӑр ҫапса тухнӑ ҫеҫпӗл», — хак панӑ упӑшкине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |