Раҫҫейре халӑх ҫыравӗ тӗлӗшпе ҫӗнӗлӗхсем кӗртесшӗн. Кун пирки tass.ru порталта пӗлтереҫҫӗ.
Малашне ҫынсене ҫырава пурне те йӗркепе килӗшӳллӗн хутшӑнтарасшӑн. Хутшӑнманнисене штраф тӳлеттересшӗн.
Унччен Росстат саккуна ҫырав тӗлӗшпе ҫӗнӗлӗхсем кӗртме сӗннӗ. Правительство комиссийӗ ку ыйтӑва пӑхса тухсан ӑна ырланӑ.
Саккуна улшӑнусем кӗртсен ҫырава кашни ҫыннӑнах ниме пӑхмасӑр хутшӑнма тивӗ. Хӑйӗн пирки информаци пӗлтерме хирӗҫлесен (хӑш наци пулнисӗр пуҫне) штраф тӳлеттересшӗн. Унӑн виҫи 100-300 тенкӗпе танлашмалла.
«Кам ӑҫта пурӑннине, халӑх мӗн чухлӗ пулнине пӗлесси – патшалӑх ӗҫӗ. Унпа социаллӑ экономика пулса пырать», - тенӗ социаллӑ экономика ыйтӑвӗсене тишкерекен ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрӗн ертӳҫи Ольга Воробьева.