Ҫул-йӗр
![]() Халӗ, саккунпа килӗшӳллӗн, урапасен хӗлле ҫуллахи шинӑпа ҫӳреме юратмасть. Ҫавӑнпа, ахӑртнех, кашни водителех хӑйӗн «урхамахне» хӗллехи тум «тӑхӑнтартнӑ». Анчах урапа шипли пулсан та чутах инкекпе вӗҫленмен пӗр пулӑм. Ку Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулса иртнӗ. Ҫанталӑк сивӗтнӗ май ҫулсем пӑрлакланнӑ. Тӑвалла хӑпармалли ҫул ҫинче Фольксваген урапа каялла чакнӑ. Ҫавӑнпа салонра ларакан упӑшкипе арӑмӗн кайнӑ ҫӗртех сиксе тухма тивнӗ. Мӑшӑр сиксе тухнӑ чухне аманнӑ. Кун хыҫҫӑн урапа каялла чакса-чакса пынӑ та пӗвене чӑмнӑ. Видеорегистратор салона шыв мӗнле тулнине ҫеҫ ӳкерсе юлнӑ. ҪҪХПИрен пӗлтенӗ тӑрӑх, ҫав ҫула тӑварлӑ-хӑйӑрла хутӑш сапман. Урапа вара шыва чӑмса самаях сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Ирина Гавриловӑн ҫемйинче «интереслӗ» пулӑм пулса иртнӗ. Чӗре ҫывӑхне илмелле-и ӑна е хурланмалла… Анчах Ирина полицирен пулӑшу ыйтасшӑн. Хӗрарӑм кун пирки «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ. Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Иринӑн пиччӗшне, эпилепсипе аптӑраканскере, япӑх пулса кайнӑ. Арҫыннӑн юн пусӑмӗ хӑпарнӑ. Ирина васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем чирлӗскере пульницӑна илсе кайма шухӑшланӑ. Ирина кӳршисене пулӑшмашкӑн ыйтма подъезда тухнӑ. Картлашкапа темӗнле арҫын хӑпарнине курах кайнӑ вӑл. Лешӗ медпулӑшу кӳме килнӗ арҫын вилнипе-вилменни пирки кӑсӑкланнӑ. Ирина вӑл кам иккеннине ыйтнӑ. Лешӗ ритуал службин ӗҫченӗ пулнине пӗлтернӗ. Паллах, Ирина Гаврилова тарӑхнӑ. Ара, васкавлӑ медпулӑшу чӗнетӗн те хыҫҫӑн ритуал служби килет. Эппин, медпулӑшу ӗҫченӗсенчен тахӑшӗ информаци пӗлтерсе тӑрать вӗсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Светлана Лазарева тунӑ сӑн Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑнать. Ҫитес ҫул Китай гороскопӗпе — упӑте ҫулталӑкӗ. Ҫавӑнпа Шупашкарта упӑте вырнаҫтарасшӑн. Ӑна раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен лартасшӑн. Ахӑртнех, вӑл «Шупашкар» универмаг патӗнче пулӗ. Шупашкарта вырнаҫтармалли символсене яланах Александр Жигарев хатӗрлет. 9 ҫул ҫак ӗҫпе аппаланать вӑл. Халӗ те вӑл темиҫе эскиз ӳкернӗ ӗнтӗ. Эскиза хула администрацийӗ ҫирӗплетсен вӑл тӳрех ӗҫе пуҫӑнӗ. Ӑста каланӑ тӑрӑх, пукане икӗ метр ҫӳллӗшӗнчен пӗчӗк пулмӗ. Ӑна искуственнӑй ҫӑмран, йывӑҫран хатӗрлӗҫ. Каркасӗ тимӗртен пулӗ. Пӗтӗмпе материалсене 20 пин тенкӗлӗх туянмалла. Пукане ҫӑмӑл пулӗ, ӑна ҫӗклеме те май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта шыв хакне хаклатасшӑн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Ку сӗнӳпе Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем тухнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, шыв пӑрӑхӗсем тахҫанхисемех, кивелнӗ. Пӑрӑхсене улӑштармалла-мӗн. Ҫакна тумашкӑн 130 миллион тенкӗ кирлӗ-мӗн. Депутатсем палӑртнӑ тӑрӑх, Атӑлҫи федераци округӗпе танлаштарсан, Шупашкарта шыв хакӗ чи йӳнни. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, шыв хакӗ ҫын пуҫне 23 тенкӗ ӳсмелле. Ҫакна 2016 ҫултанпа вӑя кӗртесшӗн. Анчах хальлӗхе ку депутатсен сӗнӗвӗ кӑна-ха. Йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян ЧР строительство министрӗн ҫумӗ Александр Герасимов хӑйӗн должноҫӗнчен кайнине пӗлтернӗ. Вӑл министр ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. 46 ҫулти Александр Герасимович хӑйӗн пуканне мӗншӗн пушатнине каламаҫҫӗ. Хушӑва ӗнер, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Иван Моторин алӑ пуснӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен, министр ҫумне лариччен, Александр Герасимов икӗ ҫул «Чӑвашсетьгаз» организацире ӗҫленӗ. Маларах, ҫичӗ ҫул, «Чебоксарыгоргаз» филиалта аварипе диспетчер службинче тӑрӑшнӑ. Унччен вара «Чувашгазра» слесарь тата хуралҫӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев филиппинсене упа парнеленӗ. Чӗррине мар. Бронзӑран ӑсталанине. 530 килограмм таякан, шӑратса тунӑ скульптурӑна Дмитрий Медведев Азипе Лӑпкӑ океан саммичӗ умӗн парнеленӗ. Упа енсем килӗштерсе ӗҫлес шухӑшлине палӑртакан символ тесе хакламалла. Паркра вырнаҫтарма ятарласа хатӗрленӗ монумент авторӗ — Раҫҫей скульпторӗ Виталий Шанов. Виталий шанов Мускаври Суриков ячӗллӗ ӳнер институтне вӗренсе пӗтернӗ. Унӑн ӗҫӗ Дарвин ячӗллӗ патшалӑх музейӗнче упранаҫҫӗ. Раҫҫейри, Германири, Австририри уйрӑм коллекционерсен аллинче те унӑн ӗҫӗсем пур-мӗн. Ҫамрӑк скульпторӑн ҫак ӗҫне Азипе Лӑпкӑ океан саммичӗн форумӗн пахчинчи хисеплӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑ. Пахчана Азипе Лӑпкӑ океанӑн саммичӗн тӑваттӑмӗш форумӗ тӗлне Манилта вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӳк уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче республикӑн тӗп хулинче сайра тата хӑй тӗллӗн пурӑнакан этнос ушкӑнӗсен форумӗ иртет. Унта хутшӑнакансем авалхи музыка инструменчӗсемпе калӗҫ. Форума Екатреинбургри, Мускаври, Питӗрти, Пушкӑртстан Республикинчи, Чӑваш Республикинчи, Молдави Республикинчи пултарулӑх ҫыннисем пухӑнӗҫ. Тӗрлӗ музыка жанрне калакан ушкӑнсемпе уйрӑм ҫынсем Шупашкарта пурӑнакансемпе тӗп хула хӑнисене хӑйсен пултарулӑхне виҫӗ вырӑнта паллаштарӗҫ: "Асамат" куравпа культура центрӗнче, Чӑваш патшалӑх кульутрӑпа ӳнер институтӗнче тата Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче. Артистсем дудельзак, раушпфайф, бомбарда, зурна, иккӗлле флейта, фрестел, цитоль, эрменсен дудукӗ, ирланди ҫыннисен арфипе, вырӑссен кӗслипе тата ытти инструментпа каласа тӗлӗнтерӗҫ. Форум май ӑсталӑх сехечӗсем, пресс-конференци, ҫавра сӗтел ирттерме палӑртнӑ. Халӑх пултарулӑхне тата хальхи ӳнере пӗрлештерекен ӳнер ҫынсене халӑх инструменчӗсен малашлӑхӗ пуррине ҫирӗплетсе парасса шанаҫҫӗ. Мероприятие кӑмӑл пуррисене пурне те тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Чӑваш Енрен Президент полкне кӑҫал Чӑваш Енри чи лайӑх 10 призывник каяссине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Президент полкне каякансем Мускаври Кремле сыхлӗҫ, патшалӑх шайӗнче ирттерекен мероприятисене хутшӑнӗҫ, Сӳнмен ҫулӑм патӗнче хисеплӗ караула тӑрӗҫ. Ӗнер Канашри пуху пунктӗнче Мускаври Кремлӗн комендатуринче лекекенсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Сбор пунктӗнчи «Раҫҫее сыхлама шаннӑ!» мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администраци ертӳҫи Юрий Васильев, федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров, Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов, Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин, Канаш хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов, Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов хутшӑннӑ. Юрий Васильев Мускаври хӗсметрен таврӑннӑ 15 каччӑна республика символикиллӗ алла ҫыхмалли сехет парнеленӗ. Сӑнсем (19) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта клинкер брусчатки тата клинкер кирпӗч туса кӑларма пултаракан предприяти хута кайнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин, экономика министрӗ Владимир Аврелькин, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков, «Ҫар-промышленноҫ банкӗ» директорсен канашӗн ертӳҫи Юрий Колток хутшӑннӑ. «Экоклинкер» предприяти пуҫлӑхӗ Александр Краснов производствӑна кӗске вӑхӑт хушшинче хута яма май килнине асӑннӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртме пысӑк пулӑшу кӳнӗшӗн республика Правительствине тав тунӑ. Клинкер брусчатки тата пиччӗн клинкер кирпӗч туса кӑларакан предприятире пурӗ 125 ҫын ӗҫлет. Проекта пӗлтӗрхи нарӑсра пуҫланӑ. Объекта пӗтӗмпе 800 млн тенкӗ инвестици хывнӑ. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк хуламӑр 55 ҫул тултарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар 1960 ҫулта хими комбинатне хута янипе пуҫланса кайнӑ. Хула аталанса та сарӑлса пынӑ май ҫывӑхри ялсем пӗтнӗ: Тӗкӗрҫ, Анаткас, Чиканкасси, Иваново, Чумкасси. Ҫӗнӗ Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне чӳкӗн 18-мӗшӗ тесе йышӑннӑ. Кӑҫал вӑл юбилейне паллӑ тӑвать. Сӑмах май. Хула кунне унта малашне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлама тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |