Хулара
![]() Чӑваш Енре пӗр ҫӳп-ҫап купи «ӗҫлеме» пӑрахать. Сӑмах Питтукасси ҫывӑхӗнчи пирки. Ӑна мӗншӗн хупаҫҫӗ? Ҫӗннине уҫаҫҫӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳп-ҫапа ҫӗнӗ полигон йышӑнма пуҫлать. Питтукасси ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап лаптӑкӗ 32 гектар пулнӑ. Ӑна тӗрӗссипе 1984 ҫултах хупмалла пулнӑ. Анчах ҫакна кӑҫал чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫеҫ тӑвӗҫ. Малашне ҫӳп-ҫапа ятарлӑ полигона илсе тухӗҫ. Вӑл Питтукасси патӗнчен 12 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Малашне ҫӳп-ҫапа кайса тӑкӗҫ кӑна мар, тюкласа, пресласа, уйӑрса хурӗҫ. Халӗ 1 кубла метр ҫӳп-ҫапа утилизацилемешкӗн 43,77 тенкӗ кӑларса хумалла. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хак хӑпарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли программа тата фонда харпӑрлӑхҫӑсем укҫа хывасси мӗнле пурнӑҫланнипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе брифинг иртнӗ. «Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли фонд» коммерциллӗ мар организаци пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова республикӑра кивӗ ҫуртсене ҫӗнетес тӗллевпе 30 ҫуллӑха (2014-2043 ҫҫ.) программа йышӑнни пирки пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫынсем ҫак тӳлевпе лайӑхрах татӑлса пыма пуҫланине пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, ҫынсем пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа уйӑхсерен тӳлеме тытӑнчӗҫ. Малтанласа ҫынсем кӗсьене ҫӳхетме тытӑнса тӑнӑ пулсан халӗ хваттер харпӑрлӑхҫисен 81 проценчӗ хушма тӳлевпе вӑхӑтра татӑлса пырать-мӗн. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне регион операторӗн счечӗ ҫине 331,575 млн тенкӗ куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Терентьев мӑшӑрӗ ывӑлӗпе тата хӗрӗпе Ҫакӑн пек каланӑ Чӑваш халӑх ҫыравҫин Николай Терентьевӑн 90 ҫулхине халалласа К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче ирттернӗ каҫра Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов. Ара, ҫуркунне ҫут тӗнчене килнӗскерӗн ячӗпе халӗ, кӗркунне кӑна пуҫтарӑннӑ-ҫке. «Ырӑ ӗҫ тума, ырӑ сӑмах калама, тӗрӗссипе, нихӑҫан та кая мар», — тет кун пикри уявра пулнӑ Римма Прокопьева журналист. Литература каҫӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Николай Терентьев ҫинчен аса илнӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров тата драматургӑн ҫывӑх тӑванӗ Полина Константинова юрӑ шӑрантарнӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗсен артисчӗсем «Ыйхӑ ҫухатнисем», «Ҫӗпӗр дивизийӗ» спектакльсенчи сыпӑксене вылянӑ. Драматург мӑшӑрӗ Мария Ивановна: «Ҫыннӑн чӑн-чӑн пӗлтерӗшне унпа ӗмӗрлӗхе уйрӑлсан кӑна ӑнланса илетпӗр», — тенӗ. Вӑл хӑйӗн упӑшкин пьесисене, ал ҫырӑвӗсене тепӗр хут вуласа унӑн тӗлӗнмелле таланчӗпе киленнине палӑртнӑ. «Вӑл хӑй — пӑр ҫапса тухнӑ ҫеҫпӗл», — хак панӑ упӑшкине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче тӗп хуламӑрта вырнаҫтарнӑ ҫул кӑтартмӑшӗсене тинех чӑвашлатнӑ. Аса илтерер, вӗсене Шупашкарта иртнӗ ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ тӗлне хатӗрленӗччӗ. Вырнаҫтарнӑ чухне пур кӑтартмӑшсене те вырӑсла тата акӑлчанла ҫеҫ ҫырса тухнӑччӗ. Ку ҫитменлӗх пирки «Ирӗклӗх» хастарӗсем чи малтанах хула администрацине ҫырса янӑ, анчах та лешӗсем чӑвашла ҫырманнинче йӗрке пӑснине курман. Акӑлчан чӗлхи — пурте йышӑнакан тӗнче шайӗнчи чӗлхе, вырӑс чӗлхи те тӗнчере самай сарӑлнӑ тесе хурав панӑ. «Ирӗклӗх» вара ун хыҫҫӑн ҫыру прокуратурӑна янӑ — ку ведомство чӑваш чӗлхипе ҫырманни йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Халь ӗнтӗ ҫул кӑтартмӑшӗсемпе виҫӗ чӗлхепе паллашма пулать. Вырӑсла, чӑвашла тата вӗтӗрех шрифтпа — акӑлчанла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Хулаҫум вокзалӗн урамӗнчи пӗр ҫурт ҫыннисем виҫӗ эрне газсӑр тата вӗри шывсӑр пурӑнаҫҫӗ. Газ оборудованине юсама пикеннӗ подрядчик газ служби асӑрхаттарнӑран ӗҫне малалла тӑсайманнине пӗлтерет. Анчах ку ҫитменлӗхе шӑпах подрядчикӑн сирмелле-мӗн. Ҫынсем электричествӑпа ӗҫлекен плитапа усӑ курса пурӑнаҫҫӗ. Ку ӳкерчӗк — 60 хваттерте. Ҫуртра газа авӑнӑн 22-мӗшӗнче сӳнтернӗ. Унтан газ оборудованине улӑштарма тытӑннӑ. Анчах проекта ҫынсемпе килӗштерсе алӑ пусманни ура хунӑ. Газ служби тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхсем тупнӑ. Подрядчик тӑра шыв ҫине тухма тӗрлӗ сӑлтав шыранӑ. Анчах кунта пурӑнакансем нимӗнле йӗркене те пӑсман. Ҫынсем хваттерӗсенче газ хӑҫан пулассине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Галина Вронская юрист Галина Вронская юрист хӑйӗн чӗрӗ журналӗнче «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулнӑ Михаил Вансяцкие судра ҫӗнтерни пирки пӗлтернӗ. Ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн гражданла ӗҫсемпе ӗҫлекен суд коллегийӗ Михаил Вансяцкий ыйтӑвне тивӗҫтерме хирӗҫленӗ. Ҫапла майпа икӗ ҫул судлашни тӳре-шара пулнӑ ҫыншӑн выляса янипе вӗҫленнине интернет-кӑларӑма хӳтӗленӗ юрист тӗлӗнсе йышӑнман. Юрист ҫырнӑ тӑрӑх, суд маларах тавӑҫа пӑхса тухма пачах килӗшмен. Суд килӗшменнипе М. Вансяцкий килӗшмен (тавталогипе юри усӑ курнине вулакан ӑнланчӗ-тӗр). Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулнӑ ҫын Аслӑ суда евитленӗ. Унта вара судлашас текен ҫынна чарас темен пулать. Галина Вронская ӗнентернӗ тӑрӑх, суд тӑрӑх ҫӳресе Михаил Вансяцкий самай шар курать. Ваккат тытса тӑкакланнипех вӗҫленмест ҫавӑ. Суя сӑмах сарать тесе В. Гуськов ятлӑ ҫын унран 70 пин тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти «Калейдоскоп» ача пахчи лицензисӗрех ӗҫленӗ. Инкек пулмасан телей пулмастчӗ теҫҫӗ те, те ҫавӑн пек каламалла ӗнтӗ. Ача пахчинче пӗр шӑпӑрлан аманни пирки унӑн ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна пӗлтернӗ. 2014 ҫул вӗҫӗнче уҫӑлнӑ ача пахчи вӗренӳ тата ача правине хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ саккунсене кӑнттаммӑн пӑснӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ прокуратура тӗрӗслевӗ. Пуринчен ытла тӗлӗнтерекенни — ача пахчин ӗҫлеме ирӗк (лицензи) те пулман-мӗн. Тӳре-шаран чӗлхипе каласа каяс килменрен кӑлтӑксене кунта асӑнса тӑмӑпӑр. Маларах каланӑ икӗ ҫулхи ача ахальтен аманнӑ. Ҫав инкек хыҫҫӑн та ача пахчинче тивӗҫлӗ пӗтӗмлетӳ туман. Ача-пӑча лаптӑкӗнче ӳксе ыраттарасран ятарлӑ сий сарман. Унта икӗ ҫулхисене выляма юрӑхсӑр япаласем пулнӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ тӑрӑх надзор органӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн яваплисене административлӑ майпа явап тыттарнӑ, ача пахчи лицензи илме хутсем тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци музейне хӑнасем час-часах килеҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫӗршыв ҫыннисем кӗрсе тухаҫҫӗ унта. Нумаях пулмасть Наци музейӗнче интереслӗ хӑна пулса курнӑ. Румынири таврапӗлӳҫӗ Левенте Борбей музейпа паллашнӑ. Археологи тата авалхи истори секторӗн заведующийӗ Александр Волков аякран килнӗ хӑнана Чӑваш Ен историйӗпе, халӑх мӗнле пулса кайнипе паллаштарнӑ. Хӑнана Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗсен картти уйрӑмах кӑсӑклантарнӑ. Левенте Борбей «История чувашского народа и Чувашского края с IX в. до начала ХХ в.» экспозицири карттӑн цифра копине пама ыйтнӑ. Вӑл ыйтнине тивӗҫтернӗ. Левенте Борьей музей ӗҫченӗсене чӗререн тав тунӑ. Вӗсем тӑван халӑх историне хисепленӗрен кӑмӑллӑ юлнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн 19 ҫулти амӑшӗ, ачине вӗлернӗскер, суд сакки ҫине ларӗ. Ку кӑҫал ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче пулнӑ. Пӗр ялта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм туалетра сывӑ ача ҫуратнӑ. Унтан пӗчӗкскере кӑкӑрӗ тӗлӗнчен чикнӗ те туалет шӑтӑкне пенӗ. Ача кӑштахран вилнӗ. Тепӗртакран амӑшӗ унӑн виллине кӑларса чавса чикнӗ. Ачана темиҫе кунтан тупнӑ. Хӗрарӑм ача вилӗ ҫуралнине ӗнентернӗ. Анчах экспертиза вӑл сывӑ пулнине палӑртнӑ. Халӗ следстви вӗҫленнӗ. Материалсене суда ярса панӑ. Аса илтерер: кун пекки Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те пулнӑччӗ. Унта 24-ри хӗрарӑм тин ҫуратнӑ ачине тислӗк ӑшне пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ачасем плитапа усӑ курма, салат хатӗрлеме, кукӑль пӗҫерме вӗренеҫҫӗ. Ку Шупашкарти 169-мӗш ача пахчинче. Мастерскойне аслисем валли пекех хатӗрленӗ. Унта ҫӳрекенсем 4 ҫултах салат валли турама, бутербродсем хатӗрлеме, кукӑль таврашӗ пӗҫерме пӗлеҫҫӗ. Ачасем хӑйсем те рецептсем хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсем ача пахчин рецепт кӗнекисене те кӗреҫҫӗ. Ачасем кунта ҫӗҫӗ таврашне мӗнле тытмаллине те вӗренеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх техникине, тӗпелте хӑйсене мӗнле тытмаллине лайӑх пӗлеҫҫӗ вӗсем. 7-ри Карина Васильева ача пахчинче бутерброд тума вӗреннӗ те унпа килтисене те хӑналанӑ. Халӗ вӑл аслисене тӗпелте ытларах пулӑшма тӑрӑшать. Кунашкал мастерскойсем Шупашкарти тепӗр тӑватӑ ача пахчинче тунӑ. Ку вӗсене ӑсталӑхне аталантарма пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |