Раҫҫейре хӑйне евӗр танлаштарӑм хатӗрленӗ. Хальхинче хӑш регионти ҫынсем психиатртан пулӑшу ытларах ыйтнине тишкернӗ.
Статистикӑна РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви тата тӗп психиатри институчӗ – В.П.Сербский ячӗллӗ психиатри тата наркологи тӗпче центрӗ хатӗрленӗ.
Хальлӗхе 2015 ҫул тишкерӗвӗ ҫеҫ паллӑ. Пӗлтӗрхи кӑтарту ҫуркунне паллӑ пулӗ. Танлаштарӑма ҫынсем психиатртан пулӑшу ыйтнине тӗпе хурса хатӗрленӗ.
Танлаштарӑмра малти вырӑна Кавказри регионсем йышӑннӑ. Унта сывӑ халӑх пурӑнать. Ун хыҫҫӑн – Мускав. Алтай, Чукотка, Ямал-Ненецк автономи округӗ, Пермь крайӗ, Красноярск крайӗ ҫыннисем психиатртан ытларах пулӑшу ыйтнӑ. Чӑваш Ен чи лӑпкӑ регионсен йышӗнче 48-мӗш пулнӑ.
Палӑртмалла: 2015 ҫулта пӗтӗмпе 4 миллион ҫынна яхӑн психиатри пулӑшавӗ ыйтнӑ.