Политика
![]() Пур районта та тенӗ пекех администраци ертӳҫисене палӑртнӑ. Чылайӑшӗнче унчченхи пуҫлӑхсемех юлнӑ. Патӑрьел, Канаш, Йӗпреҫ, Красноармейски тата Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫеҫ ку должноҫе урӑх ҫынсем йышӑннӑ. Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнӑ. Правительство ҫуртӗнче вӗсем малашнехи ӗҫсем пирки калаҫнӑ. Михаил Игнатьев район администрацийӗн пуҫлӑхӗсен умне тӗллев лартнӑ: инвесторсене илӗртмелле. Правительство вара усламҫӑсене ӗҫ условийӗсемпе тивӗҫтерме хатӗррине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ялсене аталантармалли пирки калаҫнӑ. Ҫынсем ялсене хӑтлӑлатас ыйтӑва яланах ҫӗклеҫҫӗ. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул кун тӗлӗшпе 5 хыснаран 70 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ҫитес ҫул районсенче 50 ФАП хута ямалла. Ҫавӑн пекех ялсенчи клубсене ҫӗнетес ӗҫ малалла тӑсӑлӗ. Михаил Игнатьев пуҫлӑхсене ҫӗр участокӗсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Унран хысна укҫапа мӗнле пуянланасси килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР влаҫӗсен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене паллӑ телеертӳҫӗ Леонид Якубович тата Раҫҫей Геройӗ, генерал-лейтенант Николай Гаврилов килсе кайнӑ. Икӗ тус пирӗн республикӑна час-часах пӗрле килсе ҫӳреҫҫӗ. Николай Гавриловпа Леонид Якубович Етӗрне хулинче пулса курнӑ. Вӗсем летчика халалланӑ стела патӗнче чарӑннӑ. Ку юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулнӑ. Хисеплӗ хӑнасем стела патне чечексем хунӑ. Тӗлпулӑва Етӗрне ҫыннисем те пухӑннӑ. Вӗсем Леонид Якубовичпа сӑн ӳкерӗннӗ, автограф ҫыртарнӑ. Николай Гаврилов Етӗрнене яланах савӑнса килнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл етӗрнесем хӑйсен хулине юратнине, уншӑн тӑрӑшнине каланӑ. Етӗрнесем хисеплӗ хӑнасене — Николай Гаврилова тата Леонид Якубовича — тулли кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Чӑваш Енӗн обществӑлла палати пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра Чӑваш наци музейӗнче ҫавра сӗтел иртмелле, унта сӑваплӑ Гурие Шупашкар никӗслевҫи пек асӑмра хӑварассине сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ. Мероприяти 16:00 сехетре пуҫланмалла. Историре палӑртнӑ тӑрӑх 1555 ҫулта, 460 ҫул каялла, сӑваплӑ Гурий Шупашкар хулин вырӑнне тасатса кунта хула-карман тума пулӑшнӑ. Археологсем чавса тупнӑ материалсем тӑрӑх пирӗн тӗп хуламӑрӑн вырӑнӗнче XII–XIII ӗмӗрсенчех пӑлхарсен хули пулнӑ. Карттӑра «Вӑта Сӑвар» тесе ҫырса хуни те тӗл пулать. «Чебоксары» тесе вара вырӑс ҫулҫырӑвӗсенче пӗрремӗш хут 1469 ҫулта асӑнни пур. Официаллӑ майпа Шупашкара никӗсленине ҫак датӑпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Обществӑлла палата сӗнӗвӗпе Шупашкар ҫыннисем кӑмӑлсӑр пулни паллӑ пулнӑ. Игорь Михайлов кӑна провокаци шайӗнче туни пирки палӑртнӑ, Сергей Щербаков шухӑшӗпе вара кунашкал хӑтланни Шупашкар историйӗнчен чӑваш тапхӑрне хуратма хӑтланни курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Малтанхи ларури сӑн / Тимӗр Акташ тунӑскер Ҫак кунсенче Наци вулавӑшӗнче Тӗп ваттисен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Тимӗр Акташ журналист каласа панӑ тӑрӑх унта тӗрлӗ ыйтусем ҫӗкленӗ. Чи малтанах шурсухалсем ҫитес ҫулхи плана мӗн кӗртмеллине сӳтсе явнӑ. Кӑҫал «Кӗр сӑри» лайӑх иртнине шута илсе чӑвашсен уявӗсене малалла та аталантарма шутларӗҫ. Тӗп ваттисен канашне ҫырусемпе сӗнӳсем килсе тӑраҫҫӗ. Ларура вӗсене пӑхса тухнӑ. Тӗслӗхрен, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ Алексеевсен пӗртӑванӗсене мӗнле те пулин асӑмра хӑварасси пирки. Ҫыру авторӗ Г. Михайлов вӗсен ячӗпе пӗр-пӗр шкула ят пама е Шупашкарта палӑк лартма сӗннӗ. Ку ыйтупа патшалӑх влаҫӗ патне тухма шутларӗҫ. Тепӗр ҫыру якутсенчен килнӗ — икӗ халӑх хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарма сӗннӗ. Ваттисен канашӗ автора хурав панӑ пулин те ҫак ыйтупа Культура министерствипе калаҫма йышӑнчӗҫ. Ваттисен канашӗ ячӗпе килнӗ ытти ҫырусем те пулнӑ пулине те вӗсене тепӗр лурура пӑхса тухма шутларӗҫ. Ларура Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнче тепӗр ваттисен канашне туса хунине те сӳтсе явнӑ. Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ пӗрлешӗве юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йӗркелерӗҫ. |
Республикӑра
![]() Вячеслав Рафинов Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра Этем правине, Ачасен правине тата Усламҫӑсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйсем ӗҫлеҫҫӗ. Халӑхӑн пӗр-пӗр уйрӑм сийӗн интересне мала кӑларакан ҫак органсене пуҫарса яни ытлашши нумаях та мар, ытлашши сахалах та мар. Республикӑри ачасен правине хӳтӗлеме Чӑваш Енре Вячеслав Рафинова лартнӑччӗ. Вӑл — Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑра чылай ҫул тӗп тухтӑрта ӗҫленӗ ҫын. Специальноҫпа Вячеслав Викторович — анестизиолог. Маларах ачасен хӳтлӗхҫин аппарачӗ Правительство ҫуртӗнче ларатчӗ. Халӗ ӗҫ вырӑнӗ улшӑннӑ. Ачасен хӳтлӗхҫи патне йышӑнӑва каяс тесен Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 84-мӗш ҫурта ҫитмелле. Телефон номерӗ — 58-41-01. Электрон адрес ылмашман: ombudsman@cap.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Банксем, кредит организацийӗсем, страхлакан компанисем, нотариуссем малашне ҫынсене сахалтарах чуптарма тытӑнӗҫ. Унччен пӗр-пӗр сделка тӑвас пулсан ҫавсем Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрӗнчен тата Куҫман пурлӑхӑн патшалӑх кадастрӗнчен сведени илме ҫынсене хӑйсене янӑ. Ун пек хута Росреестр управленийӗсем виҫӗ кунта хатӗрленӗ. Малашне ҫынсен асӑннӑ хут патне хӑйсен кайма тивмӗ. Росреестрӑн кадастр палатин республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнчен ҫӗршыври хӑш-пӗр саккунсене улшӑнусем кӗртнӗ. Унта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ хутсене банксем, кредит организацийӗсем, страхлакан компанисем, нотариуссем хӑйсем ыйтса илме тивӗҫ. «Ипотекӑпа хваттер туянма шӑхӑшлакан ҫыннӑн, тӗслӗхрен, кадастр паспортне илме хӑтланса ҫӳремелле мар», — ӑнлантараҫҫӗ Росреестр управленийӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденлӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ӗнер пӗлтерчӗ. Аса илтеретпӗр, академи драма театрне хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ятпа Юрий Владимиров ертсе пырать. Маларах вӑл пуҫлӑхӑн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Унчченхи ертӳҫӗне Вадим Ефимова культура министрне лартнӑ хыҫҫӑн Юрий Мефодьевич пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пычӗ. Сӑмах май каласан, культура министрӗн тивӗҫне халӗ Константин Яковлев пурнӑҫлать. Конкурс Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 417-мӗш пӳлӗмре чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 14 сехетре иртӗ. Конкурс комиссине ертӳҫӗ пулса культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ертсе пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Иосиф Трер режиссер, ӳнер ӗҫченӗ улаха чӗнет. Мероприяти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче пулӗ. «Ӳнер улахне» театрпа хальхи эстрада ӳнерҫисене, сӑрӑ-ӳкерӳ-дизайн ӑстисене, сӑвӑҫсемпе журналистсене, алӑстисене йыхравлаҫҫӗ. «Чӑваш хӑвачӗ тӗнче ӳнерлӗхӗнче мӗн шайра тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑпӑр», — тет улаха тытса пыракан Иосиф Трер. Ӳнер улахне пухӑнма килӗшнисем хушшинче Георгий Фомиряков ӳнерҫӗ, Олег Улангин айхиҫӗ, Татьяна Ильина ҫыруҫӑ, Марина Карягина сӑвӑҫӑ, Микулай Балтаев дизайнҫӑ, Владимир Яндуш сӑвӑ-юрӑҫ (гитара), Хай-Лав сӑвӑ-юрӑҫӑ (гитара), «Ҫиларман» сӑвӑ-юрӑҫӑ ушкӑнӗ, Ҫеҫпӗл Мишши музей пуҫлӑхӗ Антонина Андреева, Павел Попов дизайннер тата перфоманс, Франци ҫӗрӗнчи Ульпи чӑваш, Атнер Хусанкай айхиҫӗ, Александр Блинов («Хавал» ушкӑн) ятне асӑннӑ. Улаха Праски Витти ӳнерҫӗне тата чӑваш купӑсне-шӑхличне ӑсталакан Николай Фомирякова чӗннине пӗлтереҫҫӗ. Улахрисем Эстонире пурӑнакан Александр Айдаров юррисене итлӗҫ. Ҫӗрӗпех тата «Пур-пӗрле, ҫук-ҫурмалла» акци ӗҫлессине, унӑн пӗлтерӗшне улаха пыракана ҫеҫ пӗлтерессине систереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Елчӗк районӗнче «Йывӑҫ ларт тата ӑна сыхласа хӑвар» акци иртет. Уншӑн яваплисем ҫак мероприяти ҫынсене ҫутҫанталӑка юратма тата упрама, тавралӑха симӗслентерме, ялсен сӑн-сӑпатне хитрелетме йыхравлать тесе ӗнентереҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн хӗвеллӗ те уяр пӗр кунӗнче Елчӗк шкулӗнче вӗренекен шкул ачисем йывӑҫ лартма пикеннӗ. Вӗсем хāйсем маларах палāртса хāварнā лаптӑка пӗр кунра 80-90 тӗпе яхāн хурāнпа ҫāка хунавӗ лартса хӑварма пултарнӑ. Елчӗк шкулӗн тӗслӗхӗпе районти ытти шкула, ачасен тата ҫамрӑксен общество организацийӗсене «Йывӑҫ ларт тата ӑна сыхласа хӑвар» акцине хастар хутшӑнма чӗнетпӗр тесе калаҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗнче. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗ — политика репрессийӗнче шар курнисене асӑнмалли кун. 1920-мӗш ҫултан пуҫласа 1950-мӗш ҫулчченхи тапхӑра Раҫҫейӗн ҫӗнӗ историйӗн инкеклӗ страници тесе хаклаҫҫӗ. Елчӗкри вулавӑшра ӗҫлекенсем калашле, «миллион-миллион вӑйпитти арҫынпа хӗрарӑма, яшпа хӗре, сӑпкара выртакан пепкене те ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле тӗрмесемпе лагерьсене илсе кайса пӗтернӗ». Айӑпсӑр шар курнисем 10 миллион ытла, вӗсене халӑх тӑшманӗ вырӑнне хурса вӗлернӗ. Айӑпсӑр шар курнисене асӑнса Елчӗк районӗн «Сирӗн ят вилӗмсӗр. Политика репрессийӗнче шар-терт тӳснисен астӑвӑм кӗнеки» кун ҫути курнӑ. Районти тӗп вулавӑшра нумаях пулмасть ҫав кӗнеке тишкерӗвӗ иртнӗ. Мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Л. Левый, районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ И. Аникина, Чӑваш Республикинчи политика репрессийӗнче шар курнисен общество организацийӗн пайташӗ, ҫак организацин Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи А. Иванов, Александр Невский ячӗллӗ чиркӗвӗн пачӑшки Александр, район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ А. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |