Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев распоряжение алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенче Африка мурне пула йышӑннӑ карантин пӗтнӗ. Ҫавӑн пекех иккӗмӗш зона пӗчӗкленнӗ.
Халӗ иккӗмӗш зонӑна Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Шӑмӑршӑ районӗсем, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисем кӗреҫҫӗ.
Африка мурне пӗтерес енӗпе мӗнпур мероприятие пурнӑҫланӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен Пӑрачкав районӗнче ку мероприятисене пурнӑҫламашкӑн 3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Улатӑр районӗ валли — 2,164 миллион тенкӗ.
Асӑннӑ районсенчи пурӑнакан ҫынсенчен сыснасене илсе тӗп тунӑ. Ку тӑкака саплаштармашкӑн халӑха пӗтӗмпе 19,934 миллион тенкӗ тӳленӗ.