Политика
![]() Константин Яковлев ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗнӗ министра ҫирӗплетнӗ. ЧР Культура министерствине малашне Константин Яковлев ертсе пырӗ. Унччен вӑл асӑннӑ ведомствӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Элтепер Константин Геннадьевича министра ҫирӗплетесси пирки авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Константин Яковлев 1965 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Хусанти патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Константин Геннадиевич Тутарстанра Чӑваш наци культура автономи канашӗн председателӗ, Чӑваш наци конгресӗн канашӗн пайташӗ, Тутарстанри халӑх Ассамблейин канашӗн председателӗ пулнӑ. Константин Яковлев ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |